Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак иккен, пурте вырӑна ларчӗ, аса илтӗм…

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫакӑ ахальтен марах, мӗншӗн тесен хӑмла ҫитӗнтерсе ӑна пуҫтарса кӗртсе кирлӗ вырӑна ҫитересси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ маррине маларахри ҫулсенче хӑмла татса кӑна курнисем те чухлаҫҫех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ашшӗ-амӑшӗн ун чухне ют вырӑна куҫма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Хӑшпӗрисем автомашинӑпа ӗлӗк силос хывнӑ вырӑна турттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Пултаруллӑ каччӑ иртнӗ ҫул районти сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Эпӗ ун пеккисене самантрах вырӑна лартӑп.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Нӳрӗ, йӗпе вырӑна чӗрӗп юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Вунӑ ҫулта халӑх хушшинче ҫын ҫуралнипе, вилнипе, мӑшӑрланнипе, уйрӑлнипе, пурӑнмалли вырӑна ҫӗнетнипе ҫыхӑннӑ информацие ҫырӑнса юлмалли пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вера Александровна час-часах малти вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Выльӑх апатне пӗр вырӑна тӑкса паратчӗҫ те — карҫынккапа валеҫеттӗмӗр.

Из-за того, что еду для животных вываливали в одно место приходилось разносить корзинами.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Пире вырӑнтан вырӑна куҫма чикан урапи кӑна кирлӗ», — тенӗ шӳтлесе хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Вырӑнтан вырӑна куҫма чикан урапи ҫеҫ кирлӗ» Кукамӑшӗн Мухтав хучӗ

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Юлташӗпе маларахах каварлашса хӗре Атӑл ҫыранӗ ҫинчи улах вырӑна илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе командӑсенчен пӗрремӗш вырӑна Ульяновск облаҫӗн спортсменӗсем йышӑнчӗҫ, Елчӗкпе Шупашкар районӗсен атлечӗсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш картлашкасем ҫине ҫӗкленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Единая Россия» Чӑваш Енре сасӑсен шучӗпе Раҫҫейре 33-мӗш вырӑна кӑна йышӑннипе Николай Владимирович кӑмӑллах мар: «Эпир малти 20 регион шутне кӗме тӗллев лартнӑччӗ».

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Палӑртма кӑмӑллӑ: фестивальте пӗрремӗш вырӑна «Планета» тухнӑ.

Приятно отметить: на фестивале первое место заняла "Планета".

Чӑваш кондитерӗсем азербайджансене тӗлӗнтернӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/13065.html

Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулас шухӑшлисем те йышлӑ: 44 вырӑна — 546 кандидат.

Желающих стать депутатами Государственного Совета достаточно: 546 кандидатов на 44 места.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӗрен туртакансен ӑмӑртӑвӗнче Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, РФ Айӑплава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн атлечӗсем пӗрремӗш вырӑна хӑйсенчен вӗҫертмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Мини-футбол турнирӗн финал матчӗнче Ӗҫлев министерствин спортсменӗсем, Раҫҫей Пенси фончӗн республикӑри управленийӗн футболисчӗсем, Шупашкар хулин команди малти вырӑна тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Солистсем» номинацире малти виҫӗ вырӑна А. Степанова, М. Степанова (искусство шкулӗ, Е. Михеева), С. Самарин (Упири хупӑ йышши шкул) тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех