Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ.

24. Потому оставит человек отца своего и мать свою и прилепится к жене своей; и будут [два] одна плоть.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗр хӗрарӑм темиҫе арҫынран алимент шыраса илни те, арӑмӗ парӑма тӳлесе татманнипе упӑшкинчен тарса пурӑнни те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫакӑн хыҫҫӑн малтанхи арӑмӗ ӑна каҫарнӑ, тӳлевӗн юлнӑ пайне те ыйтман.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Володьӑн арӑмӗ пек ятлаҫса ҫӳремерӗм, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлтӑмӑр. Ашшӗ уйӑхсерен алимент тӳлесе тӑрать, кирлӗ тӗк кунсӑр пуҫне те укҫа яма хирӗҫ мар», — шӑпа Патӑрьел районне епле илсе ҫитернине каласа кӑтартрӗ Ирина Михайловна.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсене Володьӑн унчченхи арӑмӗ Ольга Краснова лӑпкӑ пурӑнма памасть иккен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре пурӑнакан Владимир Катыревпа унӑн арӑмӗ Ирина Матвеева /ҫырӑннӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн хушаматне хӑварнӑ/ нимӗн тума аптӑранипе пирӗнтен пулӑшу ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Темшӗн ытларах ҫемье арканнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ ҫынсем тӑшмана ҫаврӑнаҫҫӗ.

Почему-то люди, бывшие до этого мужем и женой, после распада семьи превращаются во врагов.

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кил хуҫи арӑмӗ медсестрара ӗҫленӗрен чир-чӗре лайӑх пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Атнаш ферминче ҫамрӑк мӑшӑр, Сергейпа Елена Тимофеевсем, тӑрӑшать: арӑмӗ — доярка, упӑшки — ӗне сумалли тытӑма пӑхса тӑракан оператор.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Акӑ упӑшки фермер хуҫалӑхне хупса арӑмӗ ячӗпе уҫнӑ, анчах ҫӗрне документпа куҫарттарман, Росреестра пӗлтермен.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Виҫӗ уйӑхран килне каймалла, унта арӑмӗ, пӗчӗк ачи кӗтет...

Через три месяца ему надо домой, там жена, маленький ребёнок его ждёт...

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Николайӑн ҫамрӑк арӑмӗ Нӑрваш Шӑхальте ӗҫленӗ, унта ҫитсе ҫӳреме вара ҫӑмӑлах пулман.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Халӗ фронтовик арӑмӗ ҫавӑнтах пурӑнать.

Сейчас супруга фронтовика там же и живёт.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Тин кӑна эпӗ вӗсене пачах та кӑсӑклантармастӑмччӗ, Галустян арӑмӗ пулнине пӗлсен вара, мӗнле каламалла та, мана хак пама пуҫлаҫҫӗ.

Только что я была не интересна этим людям, но узнав, что я жена Галустяна, меня начинают, если можно так выразиться, оценивать.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех