Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата, паллах ӗнтӗ, Раҫҫейре пурӑнакансем хурӑна юратни пӗр ахаль мар.

Ну и, конечно же, любовь россиян к березе неспроста.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫав вӑхӑтрах ман ахаль хӗрарӑм кӑна пулас килмест, чӑн-чӑн поэт тивӗҫне пурнӑҫлас килет.

В то же время мне не хочется быть обыкновенной женщиной, хочется исполнить долг настоящего поэта.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ахаль ҫын пек пурӑнас килет.

Хочется пожить обыкновенным человеком.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫывӑрнӑ вӑхӑтра мар, ахаль чухнех куҫ умне тухаҫҫӗ вӗсем.

Не во сне, а прямо наяву появляются они перед моими глазами.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Йӗпреҫ халӑхӗпе ӗҫлеме ахаль те йывӑр, ҫакна районтан кайнӑ ӗҫтешсем те палӑртаҫҫӗ.

С людьми из Ибресинского района и так трудно работать, это могут подтвердить мои коллеги, которые уволились.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

– Эх, Эльза, пурнӑҫра ахаль те хуҫӑлнӑ ҫынсене тӗрме пушшех авать.

— Эх, Эльза, нас всех жизнь ломала, а в тюрьме доламывает.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Каччӑ сана юратни ҫинчен пӗлтерет, ахаль сӑмахпа мар, ытарлӑ сӑвӑ ҫаврӑмӗпе.

- Парень признаётся в любви, не простыми словами, намекая строчками стихотворения.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Мадияновсем нихӑҫан та ахаль лармаҫҫӗ, тӗрӗссипе, ялта алӑ усма вӑхӑчӗ те ҫукрах.

Мадияновы никогда не сидят без дела, по правде, в деревне нет времени сидеть, сложа руки.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫулталӑк ахаль иртменни уҫҫӑнах курӑнать – пӗр ырӑ ӗҫ хыҫҫӑн тепри пурнӑҫланать республикӑра.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ: 11 ачаран — 10-мӗшӗ. Анне пире мӗн пӗчӗкрен алӗҫне вӗрентрӗ, вӑл ҫыхатчӗ, ҫӗлетчӗ, тӗрлетчӗ, ҫӑм арлатчӗ. Эпӗ астӑвасса, анне нихӑҫан та телевизор умӗнче ахаль лармастчӗ, яланах мӗн те пулин ӗҫлетчӗ, ачисемпе мӑнукӗсем валли темӗн те ҫыхатчӗ. Эпӗ 6 ҫулта чухнех нускипе алсиш, каярахпа кофтӑсем ҫыхаттӑм», — иртнине куҫӗ умне кӑларать алӑ ӑсти.

"Я родилась в многодетной семье: из 11 детей - 10-ая. Мама нас с детства приучала к рукоделию, она вязала, шила, вышивала, пряла. Насколько я помню, мама никогда перед телевизором без дела не сидела, всегда что-нибудь да делала, для детей и внуков вязала все. Я в 6 лет носки и варежки, а затем кофты вязала", - вспоминает прошлое рукодельница.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Галина та ахаль выльӑх пӑхаканран бригадира ҫити ӳснӗ.

И Галина от простого животновода доросла до бригадира.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ӗҫчен ҫын ахаль лармасть, выльӑх-чӗрлӗх тытать, чечексене юратать, ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Трудолюбивый человек не сидит без дела, держит скотину, любит цветы, живёт с любовью к детям и внукам.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

— Иван Николаевич, Мускавра ӗҫӗр нумай пулин те эсир тӑван тӑрӑха пӗрмаях килетӗр, кунта та ахаль тӑраймастӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Дима ахаль чухне те лара-тӑра пӗлмест.

Диме всегда не сидится.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тинӗс хӗрринче хӗртӗнсе выртса вӑхӑта ахаль ирттерместӗп.

Не трачу время зря, загорая на берегу моря.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— «Ывӑл ача — ашшӗн тупри», — ахаль ҫапла каламан чӑваш.

— "Сын - богатство отца", - не зря так говорили чуваши.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫапах та усал ӗҫ ахаль иртмен.

Однако злодеяние без последствий не прошло.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Улатӑр районӗнчи Ахматово ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вара 1 гектар ахаль выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ытларах та пулма пултарнӑ: 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ахаль ҫынсене 20-50 пин тенкӗ таран штрафлама пултарасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл амӑшӗн халалне пурнӑҫласа вӗренӳ ҫулӗпе хӑюллӑн утнӑ, аслӑ виҫӗ шкул пӗтернӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, ялти ахаль чӑваш хӗрарӑмӗнчен республика министрӗ, парти обкомӗн пай пуҫлӑхӗ, чӑваш ҫӗршывӗнчи хӗрарӑмсен юхӑмӗн ят-сумлӑ ертӳҫи, пултаруллӑ педагог-ӑсчах таран ҫӗкленнӗ.

Она, придерживаясь благословении матери, смело шагала по тропам учебы, окончила три высших школы, стала кандидатом исторических наук, выросла от обычной сельской женщины до министра республики, начальника отдела обкома партии, почетного руководителя женского движения чувашского государства, одаренного педагога-ученного.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех