Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хӑйӑр хытса ларнӑ тӗлӗ ҫийӗпе кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хура пулӑ ишсе ҫӳрет; ҫӗрлесенче ӑшӑх вырӑнсене ҫӗкӗ апат шыраса тухать, ҫыран хӗрринчи симӗс лӑймака хушшинче сазан мӗкӗлтетет; пӑртаспа шӑла пулӑ кӑртӑшсемпе ырашпӗтрисем хыҫӗнчен хӑвалаҫҫӗ; ҫуйӑн рак хуранӗсем хушшинче мӗшӗлтетет, хушӑран симӗс шыва шӑмпӑлтаттарса пӑлхатать те уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑркка хӳрине ҫатӑлтаттарса илет, унтан каллех вара, ир енне шыв ҫисе якатнӑ хура карӑш айӗнче ӗнтӗркесе выртас умӗн, мӑнттай ҫамкаллӑ, уссиллӗ пуҫӗпе рак хуранӗсене тӗрткелесе ухтарма каять.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Йӑпӑрка симӗскер, хытса ларнӑ сывлӑм евӗр куҫҫулӗ витсе илнӗскер, вӑл кӗрпеклӗ хура ҫӗр ҫумне шӑнса ӗнтӗркенӗ пек лӑпчӑнать, унӑн сиплӗхлӗ хура юнӗпе тӑранать, ирӗлсе эрешмен карти пек ҫӳхелнӗ йӑлтӑркка пӑра шӑтарса ҫӗкленес, май уйӑхӗнче акӑш-макӑш ашкӑрса симӗсленес тесе, ҫуркуннене, хӗвеле кӗтет.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хуҫи — ӑна усрама та, вӗлерме те пултаракан Григорий — ун патне пырсан, вӑл лӑпах ҫапла йӑлтӑркка хура тутине йӗрсе хуратчӗ, ҫурӑмӗ ҫине выртатчӗ те, ҫамрӑк шӑлӗсене ҫарӑлтарса, хӗрлӗ ҫӑмлӑ ҫемҫе хӳрине вылятатчӗ…
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ҫилтен лашан типӗ сӑмсине тӑвар шӑрши ҫапать те, лаша, ӑна ҫӑтнӑ май, пурҫӑн пек йӑлтӑркка тутипеле чӑмлать, ҫилпе хӗвелӗн тутине сиссе илсе, кӗҫенсе ярать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем, йӑлтӑркка сӑмсисене ҫӗре перӗнтерес пек тӑсӑлса ӳксе, асар-писеррӗн вӑйкӑнса ҫывхараҫҫӗ, сывлӑша ҫӑтӑ-ҫӑтӑ, чарӑлчӑк сӑмса шӑтӑкӗсемпе хартлатаҫҫӗ, таканламан чӗрнисемпе йӗпе ҫӗре лачӑртаттарса татти-сыпписӗр ыткӑнса пыраҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах симӗс йӑрӑмлӑ вӑрмансем ӗнтӗ ем-ешӗл ҫулҫӑсемпе шерепеленнӗ ҫеҫенхир чечеке ларма пуҫланӑ, лапам вырӑнсенче пин-пин йӑлтӑркка кӳлленчӗксем хӑварса, ҫурхи шыв чакса кайнӑ; анчах чӑнкӑ сӑртсем айӗнчи шырлансенче ӑшӑ ҫанталӑк кишӗклесе пӗтернӗ юр ҫаплах-ха тӑмлӑ тӑпра ҫинче лӑпчӑнса выртать, куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑрӑм ҫул ҫинче ҫамрӑк офицер хаклӑ тумтирне йӗркелесе, пурҫӑн чӑлхисене ҫуркаласа пӗтернӗ, йӑлтӑркка пушмакӗсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, казаксен хытӑ йӗнерӗ урисене юн тухиччен хырса пӗтернӗ.
«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Офицер юлашки модӑпа тумланнӑ: шукӑль мундир, йӑлтӑркка пушмаксем, чӗркуҫҫи таранах — пурҫӑн чӑлхасем.Одет офицер по последней моде: щегольской мундир, башмаки лаковые, шелковые чулки до самых колен.
«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Пӑртакҫах вӑхӑт иртсен, ҫакӑнтах, часавай юпи ҫывӑхне, ватӑ армути айӗнчи тӑпра муклашки хыҫне, ама кӑркка пӑнчӑллӑ-пӑнчӑллӑ, тӗтӗм пек кӑвак ҫӑмартасем тӑххӑр пырса хучӗ те пусма ларчӗ, вӗсене хӑйӗн ӳчӗн хӗрӳ ӑшшипе ӑшӑтрӗ, йӑлтӑркка ҫутӑ тӗклӗ ҫуначӗсемпе ҫупӑрласа хӳтӗлерӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн йӑлтӑркка хӑмӑр тӗслӗ, хура ӗҫре пирчесе хытнӑ чӑмӑр пӳрнисем, пӗр хутланмасӑр, кӑшласа пӗтернӗ ҫинҫе ручкӑна тытнӑ.Толстые, мозолистые, воронено-черные пальцы, не сгибаясь, держали ученическую обгрызанную ручку.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пантелей Прокофьевич ҫаплах пӑтта хирсе ларчӗ: ӑна кашӑкӗпе сирсе варрине куҫ пекки турӗ те, йӑлтӑркка сарӑ ҫу ярса, ҫуллӑ пӑтта тирпейлӗн ӑса-ӑса хыпрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Халь анчах килсе кӗнӗ ҫынсем ҫине йӑлтӑркка хура куҫӗсемпе пӑхса, вӑл ҫирӗпленсе ҫитеймен ури ҫине шукаласа тӑчӗ те хӑранипе урайне ҫип пек ҫинҫе йӗрлӗн чӑрлаттара пуҫларӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лайӑх тураса, хыҫалалла йывӑр тӗвӗ туса ҫыхнӑ йӑлтӑркка хура ҫӳҫӗ савӑнӑҫпа хӗрелнӗ питне кӑшт тӗксӗмлетсе кӑтартать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Таҫта ҫӳл тӳпере ҫеҫ кӑвакпа пӗвеннӗ шурӑ ҫутӑ пайӑрки шӗл-кӑварланса ҫунчӗ, хӗп-хӗрлӗ ҫиҫӗмӗн йӑлтӑркка йӑллисем урлӑ-пирлӗ кармакланса пӗрлешрӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗлӗтсен хыҫӗнчи сенкер тӳпере, чиркӳн йӑлтӑркка ҫутӑ куполӗ тӗлӗнче, ҫӑмламас ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑтра кӑвак каракулӗ ним хускалми ҫакӑнса тӑрать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем ҫул хӗрринчен пуҫласа пӗрин хыҫҫӑн тепри пынӑ, — Сергей йӑлтӑркка шпорисене, пӗкӗнсе ларнӑ рулевойсен ҫурӑмӗсене тата плуг ҫинче ӳхӗ пек ларса пыракан ачасене — плугарьсене анчах курса юлчӗ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуҫне ҫӗклесен, шӑпах ларакан ҫынсен сивӗрех пичӗсене, кӗтесре Тимофей Ильичӑн йӑлтӑркка куҫӗсене курсан, пӳрнисем ун лашах кайрӗҫ, тетрадь ҫине тӑрӑшса ҫырнисем кулӑшла та кӳренмелле пек туйӑнчӗҫ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тӗрӗс мар! — терӗ Ирина, ун йӑлтӑркка куҫне куҫҫуль тулнине пурте асӑрхарӗҫ.— Неправда! — сказала Ирина, и все заметили в ее заблестевших глазах слезы.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗвел тухнӑ вӑхӑтра тӗтре ҫӗр ҫумне анать те, курӑк ҫине пӑрҫа пек шултра йӑлтӑркка тумламсем хӑварса, сирӗлет.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.