Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтлӑх (тĕпĕ: вӑхӑтлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку анчах та мар, «Хыпар» издательство ҫурчӗн вӑхӑтлӑх ертӳҫи Д.А. Моисеев «тӗп» хаҫатра «Тамаша» кӗтес кӑларни вырӑнлӑ тесе сӑнарлӑн та ытарлӑн пӗлтерчӗ: «Сакӑр ырхан ӗне тытиччен пӗрре самӑрри пултӑр!»

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Александр Карлин Алтай крайӗпе Чӑваш Ен хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 500 млн яхӑн тенкӗпе танлашнине, регионсем суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата гуманитари сферисенче вӑрах вӑхӑтлӑх партнер хутшӑнӑвӗсене йӗркеленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чылайӑшӗ ӑна стационар условийӗсенче, килте, вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмра е мобильлӗ бригада урлӑ илет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫламалли кӗске вӑхӑтлӑх программӑна кӑҫал пирӗн районти икӗ ҫурт кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Вӗсене «Тинӗсре пулнисен Комсомольски районӗнчи тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечӗн председателӗ Юрий Тимофеев, ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Герольд Серебров саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Владимир Аврелькинсӑр пуҫне унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов, ЧР вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, чылай предприяти ертӳҫи хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова кӑҫал 9-мӗш тата 11-мӗш класс пӗтерекенсем экзамен тытнӑ вӑхӑтра коррупципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем ан пулччӑр тесе тӗрӗслев иртекен пӗтӗм пунктра мӗн пулса иртнине онлайн мелпе кӑтартакан тытӑм вырнаҫтарни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Временно исполняющий обязанности министра образования ЧР Светлана Петрова рассказала, что во время экзамена после окончания 9 и 11 класса в целях предотвращения коррупции в пунктах приема размещена онлайн трансляция.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

ЧР ШӖМӗн полици пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Николаев каланӑ тӑрӑх — асӑннӑ сферӑсене бюджетран укҫа-тенкӗ ыттисемпе танлаштарсан ытларах уйӑрнӑран шӑпах вӗсенче хысна нухратне куҫ хывнӑ тӗслӗх нумайрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне 2-3 сменӑсенче кантарассине мала хунӑ май лагерьсем тулли хӑватпа ӗҫлесси иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова, ЧР ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин тата ытти хаклӑ хӑна ҫамрӑк ҫарҫӑсене ҫак хӑй евӗр уяв ячӗпе хӗрӳллӗн саламласа сывлӑх сунчӗҫ.

Временно исполняющая обязанности министра образования и молодежной политики Светлана Петрова, военный комиссар ЧР Александр Мокрушин и другие уважаемые гости поздравили юноармейцев с таким своеобразным праздником и пожелали им здоровья.

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗсем пулӑшнипе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пенси ҫулне ҫывхаракан 2 ҫынна тата 1 инвалид ҫынна, ятарлӑ професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

С помощью специалистов Центра занятости населения с начала этого года временно трудоустроил 2 людей предпенсионного возраста и 1 инвалида, молодого человека со специальным профессиональным образованием.

Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Чӑвашстата кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫыравне ирттермешкӗн 48 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ, унӑн 92 проценчӗ вӑхӑтлӑх персонала ӗҫ укҫи тӳлеме каймалла.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пӗр-пӗр предприятие е организацие вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫни малашлӑхра мӗнле професси суйласси енӗпе витӗмлӗ пулӑшу кӳме пултарать.

Устройство на временную работу в какие-нибудь предприятия или организации в будущем может оказать влиятельную помощь при выборе профессии.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача садӗнче ҫак кунсенче ачасене вӑхӑтлӑх йышӑнма чарӑннӑ.

В детском садике №40 Новочебоксарска на днях временно преостоновили прием детей.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

2016 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерме Чӑвашстата 48 млн тенкӗ уйӑрнӑ, ҫав шутра 92 проценчӗ вӑхӑтлӑх ӗҫе йышӑннисене тӳлеме кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Списока лекнӗ ҫынсенчен ӗҫлекен граждансем - 69, вӑхӑтлӑх ӗҫлеменнисем - 31, ҫав шутра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан янисем 1 процент.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене, ҫав шутра ҫул ҫитмен сусӑрсене, тӑнӑҫсӑр ҫемьесенче ҫитӗнекенсене, хӳтте илеҫҫӗ: вӗсен заявленийӗсене е медицина, вӗренӳ е социаллӑ тытӑма кӗмен ытти учреждени пӗлтернине тӗпе хурса вӗри апатпа, ҫимӗҫ пуххипе, тумпа, атӑ-пушмакпа тата куллен кирлӗ япалапа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ, вӑхӑтлӑх кӗтес тупса параҫҫӗ, ирӗкӗсене хӳтӗлемешкӗн юридици, психологи тата ытти пулӑшӑва илмешкӗн май туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Карайри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртра хальхи вӑхӑтра 10 ҫын тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аслӑ ӑру ҫыннисемпе инвалидсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫурчӗ Красноармейски районӗнче иккӗ, вӗсем халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен центр тытӑмне кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унпа пӗрлех ҫуллахи вӑхӑтра ачасене вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтересси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех