Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унчченхи (тĕпĕ: унччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инсаровӑн пит-куҫӗ вара унчченхи пекех юлнӑ; анчах сӑн-сӑпачӗ нумай улшӑннӑ.

У Инсарова, напротив, выражение лица осталось то же, но черты его жестоко изменились.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫапла, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, урайне шухӑшлӑн пӑхса тата унчченхи пекех хӑрах аллипе унӑн ҫӳҫне шӑлкаласа, — юлашки вӑхӑтра нумай тӳссе ирттертӗм эпӗ, ун ҫинчен ӗлӗк нихҫан та шухӑшламанччӗ!

Да, — продолжала она, задумчиво глядя на пол, а одной рукой по-прежнему разглаживая его волосы, — многое я испытала в последнее время, о чем и понятия не имела никогда!

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Апла пулсан та, Инсаров вырӑн ҫинчен тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ; Берсенев хӑй хваттерне куҫса кайрӗ, анчах вӑл хӑйӗн вӑйсӑрланса юлнӑ юлташӗ патне кашни кунах кӗркелесе тухрӗ, унчченхи пекех, кашни кунах унӑн сывлӑхӗ ҫинчен Еленӑна пӗлтерсе тӑчӗ.

Со всем тем больной оставил постель и начал ходить по комнате; Берсенев переехал к себе на квартиру; но он каждый день заходил к своему, всё еще слабому, приятелю и каждый день по-прежнему уведомлял Елену о состоянии его здоровья.

XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Леш асран кайми тӗлпулу ӑна хӑйӗн унчченхи ҫул-йӗрӗнчен яланлӑхах кӑларса пӑрахрӗ: халь вӑл ҫав йӗр ҫинче тӑмасть ӗнтӗ, — вӑл инҫетре, — апла пулсан та, йӗри-таврара пурте унчченхи йӗркепех, хӑйсен черечӗпех пулса пыраҫҫӗ, ним те улшӑнманпа пӗрех; унчченхи пурнӑҫ, Елена унчченхи пекех пурӑнасса тата пулӑшасса шанса, ҫавнашкалах малалла шӑвать.

То незабвенное свидание выбросило ее навсегда из старой колеи: она уже не стояла в ней, она была далеко, а между тем кругом всё совершалось обычным порядком, всё шло своим чередом, как будто ничего не изменилось; прежняя жизнь по-прежнему двигалась, по-прежнему рассчитывая на участие и содействие Елены.

XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена халь Берсенев ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӗ; Андрей Петрович унӑн хӑшпӗр вӑрттӑнлӑхне пӗлет пулсан та, Елена унран хӑрамасть, вӑл ун хӳтлӗхӗнче халь те хӑй ҫине унчченхи пекех кулмасӑр, анчах тинкерсе пӑхакан ҫӑлӑнӑҫ тупрӗ.

Елена старалась держаться около Берсенева; она его не боялась, хоть он и знал часть ее тайны; она спасалась под его крылышко от Шубина, который всё продолжал посматривать на нее — не насмешливо, но внимательно.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена умӗнче Инсаров ятне пӗрремӗш хут асӑнчӗҫ; вӑл хӑй хӗрелсе кайнине туйрӗ; ҫав вӑхӑтрах вара ҫавӑн пек лайӑх пӗлӗш кӗтмен ҫӗртен тухса кайнӑшӑн хӗрхеннине палӑртмалла иккенне ӑнланса илчӗ; анчах вӑл ячӗшӗн кӑна тума хӑйне пусахлама та пултараймарӗ, Анна Васильевна ахлаткаласа куляннӑ вӑхӑтра унчченхи пекех пӗр хускалмасӑр, ним шарламасӑр ларчӗ.

Имя Инсарова в первый раз в течение дня произносилось перед Еленой; она почувствовала, что покраснела; она поняла в то же время, что ей следовало выразить сожаление о внезапном отъезде такого хорошего знакомого, но она не могла принудить себя к притворству и продолжала сидеть неподвижно и безмолвно, между тем как Анна Васильевна охала и горевала.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл, урисене улӑштаркаласа, пӗр вырӑнта тӑчӗ, унчченхи пекех ӑҫта пӑхмаллине пӗлмерӗ; тухса кайма та тӗлӗнмелле, ҫухалнӑ евӗр, ӑнсӑртран тухса кайрӗ.

Он переминался на месте, по-прежнему не знал, куда девать глаза, и ушел как-то странно, внезапно; точно исчез.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

…Мана унчченхи пекех лайӑх, — хушӑран-хушӑран кӑна кӑштах хурланатӑп.

…Мне всё по-прежнему легко и только изредка, изредка немножко грустно.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

…Инсаров… — эпӗ мӗнле ҫырмаллине пӗлместӗп, — Инсаров господин, унчченхи пекех, мана шухӑшлаттарать.

…Инсаров, господин Инсаров, — я, право, не знаю, как писать, — продолжает занимать меня.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена чарӑнса Берсенева чӗнсе илчӗ, ӑна аллинчен ҫавӑтрӗ, анчах хӑй унчченхи пекех Инсаровпа калаҫрӗ.

Елена остановилась, подозвала Берсенева и тоже взяла его руку, но продолжала говорить с Инсаровым.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин хӑйӗн кашни шӳтле сӑмахӗнчех, калаҫӑвӗнче Инсаров пӗлӗвне тӗрӗсленӗ пек, ӑна унтан-кунтан «хыпашласа» пӑхнӑ пек пулнине, унӑн кӑмӑлӗ пӑсӑккине асӑрхарӗ Берсенев, — Инсаров вара унчченхи пекех лӑпкӑ та уҫӑмлӑ пулчӗ.

Берсенев заметил, что посреди всех своих проказ, выходок и шуток Шубин всё как будто бы экзаменовал Инсарова, как будто щупал его и волновался внутренно, — а Инсаров оставался по-прежнему спокойным и ясным.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шӑпах ҫавӑн пек, пӗр-пӗринпе лайӑхах паллашса ҫитеймен икӗ господин, Невски урамӗнче тӗл пулсан, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗрин умӗнче шӑл йӗреҫҫӗ, виҫесӗр шапӑлтатса пит-куҫне пӗркелентереҫҫӗ, вара ҫавӑнтах, пӗри тепринчен пӑрӑнса кайсан, унчченхи пекех, нимпе те интересленмен пек пулаҫҫӗ, е пуринчен те ытларах, чирленӗ чухнехи пек кичем пулса тӑраҫҫӗ.

Так два малознакомых господина, встретившись на Невском, внезапно оскалят друг перед другом зубы, приторно съежат глаза, нос и щеки и тотчас же, миновав друг друга, принимают прежнее, равнодушное или угрюмое, большею частию геморроидальное выражение.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах казачок паҫӑрах ӗнтӗ подноспа графина илсе кайса вырӑнне лартрӗ, юлнӑ селедкӑна ҫисе ячӗ, хӑй вара улпучӗн пальтовӗ ҫине хутланса выртса, ҫывӑрса кайма та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, Увар Иванович вара, ҫаплах чармакланӑ пӳрнисемпе сӑмса тутрине хӑй умӗнче тытса, унчченхи пекех е чӳречерен, е урайне, е стенасем ҫине тинкерсе ларчӗ.

Но казачок уже давно отнес поднос и графин на место, и остаток селедки съел, и уже успел соснуть, прикорнув к барскому пальто, а Увар Иванович всё еще держал платок перед собой на растопыренных пальцах и с тем же усиленным вниманием посматривал то в окно, то на пол и стены.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Николай Артемьевич сире ман ҫинчен каласа пачӗ-им? — тесе ыйтрӗ те Шубин, унчченхи пекех кулкаласа, Стахов ҫине пӑхса илчӗ.

— Николай Артемьевич вам жаловался на меня? — спросил Шубин и с тою же усмешкой на губах глянул на Стахова.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тепӗр тесен, вӑл унпа чухне те сахал калаҫнӑ, унчченхи пекех, ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлме май пуррипе ҫукки ҫинчен е тата мӗн те пулин урӑххи ҫинчен тавлашнӑ.

Впрочем, он и с ней разговаривал мало, а также больше спорил о том, можно ли предвидеть погоду и т. д.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Яхта унчченхи ҫулӗпех пырать.

Яхта держалась прежнего курса.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унчченхи пекех, вӑл кӑнтӑрти ҫӗршывсем тенине пӗлтерет.

— То же, что оно обозначало раньше, оно обозначает южные страны.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫур сехетчен вӑл хӑйне хӑвалакансене унчченхи пекех аякка хӑварса пычӗ, анчах каярахпа вӑйсӑрланнӑ ҫынсем парӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та туземецсен киммисем хӑвӑрт ҫывхарма пуҫларӗҫ.

В течение получаса ей удавалось сохранять прежнее расстояние между собой и преследователями, но затем обессиленные гребцы сдали, и пироги туземцев стали быстро приближаться.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӗҫсем унчченхи пекех хӑрамалла.

Положение по-прежнему оставалось угрожающим.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах кимӗ шыва хирӗҫ унчченхи хӑвӑртлӑхпах пырать, кӗсменсемпе ишекенсем кӑна тискеррӗн илтӗнекен кӗвӗ евӗрлӗ сасӑ кӑларса мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑрах ишме тӑрӑшаҫҫӗ.

Но пирога продолжала подниматься против течения с прежней скоростью, только гребцы сильнее налегали на вёсла, сопровождая свои движения дикой мелодией, ритм которой совпадал со взмахами их вёсел.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех