Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усал та хӑрушӑ вӗлерӳҫӗ ентешӗсене наркӑмӑшлантарнӑ вӑхӑтра ачасем, паллах, ҫывӑрнӑ ахӑр.

Дети, разумеется, могли спать в то время, когда свирепый убийца отравлял земляков.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Фук ҫак вӑхӑтра черетпе пӗрре юлташне ҫӑварӗнчен, тепре кӗтесри вӑрттӑн пичке ҫине пӑхкалать.

В то время как Фук смотрел поочередно то в рот товарищу, то на таинственный бочонок в углу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Анчах шӑллӗ шӑпах ҫав вӑхӑтра пӗр симӗс турат ҫинче пӗчӗкҫӗ кӑна чӗпчем кайӑк ларнине курах кайрӗ.

Но в это самое время мальчик приметил на зеленой ветке крошечную, красивую малиновку.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Эпӗ палуба ҫинче пулнӑ вӑхӑтра тӑваттӑмӗш ен сирпӗнсе саланать.

Четвертая сторона разлетится от взрыва, когда я буду уже на палубе.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Эпӗ, хумханса ӳкнӗскер, аптӑранипе пуҫа ҫӗмӗрнӗ вӑхӑтра, ак хайхи — трюмра уҫӑмсӑр шав… кӗҫех тепӗр ҫын тухса тӑчӗ.

Пока, взволнованный, я ломал голову, в трюме послышался глухой шум, и из него вышел еще один.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Ҫав вӑхӑтра унта кам тата мӗн тума килсе лекнӗ?

Кто и зачем мог очутиться там в это время?

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Ҫак самантра, атьсемӗр, эпӗ тӑна ҫухатса пынӑ вӑхӑтра, шхуна пуҫӗнче, бушприт тӗлӗнчех, ҫӳллӗ ҫын курӑнса кайрӗ, вӑл ман патӑмалла пӗшкӗнчӗ те аллине тӑсрӗ.

И в этот момент, ребята, когда я терял сознание, на носу шхуны у самого бушприта появился высокий человек, он нагнулся ко мне и протянул руку.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Эсӗ, Сисменов, хальхи вӑхӑтра мӗн ҫинчен шухӑшлан? — Ив. Тимьянччӑ ҫуна тупанӗ юрланине сасартӑках итлеме пӑрахса сӑмах чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пысӑк юхан шывпа анаталла ишекен тискерчӗк юррине тӑнлӑр.

Прослушайте песню дикаря, плывущего на восходе вниз по большой реке.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кунта пӑрахнӑ лот пӗрре — икӗ фута, тепре самаях пысӑк тарӑнӑша ҫитет; кӑнтӑрлахи лӑпкӑ ҫанталӑкра кунта рифсен йӗпписемпе шӗврекисем курӑнаҫҫӗ; ҫак вӑхӑтра пыр шӑлне йӗрнӗ ҫӑвар евӗрлӗ.

Лот, брошенный здесь, достигал то двух футов, то значительной глубины; днем в тихую погоду можно было здесь видеть иглы и зубцы рифов; пролив в это время напоминал слегка оскаленный рот.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Инкеклӗ ҫав ӗҫе тӳрлетесси — лашана сиккипе чупнӑ вӑхӑтра таканлама хӑтланниех.

Исправить этот несчастный случай — то же, что подковать на бегу лошадь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Ку ай-яй-яй… ҫав тери вӑхӑтра мар, — мӑкӑртатрӗ Сигби.

— Как это не вовремя, — проворчал Сигби.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Шхуна архипелагра силленсе тӑнӑ вӑхӑтра Пэд чӑн-чӑнах — чи телейсӗр ҫынсенчен пӗри; вӑл вара — тинӗсри ватӑ ҫаратуҫӑ, вӑл вилӗме миҫе хут курнине гранат вӑррисен шучӗпе танлаштарма кӑна юрать-тӗр.

Пока шхуна шаталась в архипелаге, он был воистину несчастнейшим из людей этот старый морской грабитель, видевший смерть столько раз, сколько в гранате семечек.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Енчен те эпӗ ӳсӗр пулман тӑк — эпӗ сире пурне те палуба ҫине туртса кӑларӑттӑм та малтанхи вӑхӑтра уйӑхра ҫирӗмшер шиллинг парӑттӑм.

Если б я не был пьян, я вас всех вытащил бы на палубу и дал бы вам на первое время в месяц по двадцати шиллингов.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Чи кӗске вӑхӑтра, «Моряксен тӗл пулӑвӗн» алӑк уратине ҫурӑмсене кӑтартнӑ самантран пуҫласа, эпӗ хама пӗтӗмпех кӑларса хутӑм, минтер пичӗ тейӗн — шалтан та, тултан та; хамӑн мӗн пур вӑрттӑнлӑхӑма каласа кӑтартрӑм, халиччен пытарнӑ япаласене ҫӑмӑлттайла сарса уҫрӑм, пӗтӗм иккӗленӗве пӗлтертӗм, темӗн чухлӗ шухӑшӑма силлесе сапаларӑм — вӗсем хӑшне-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫитме тивӗҫлӗ.

В самый короткий срок, считая с того момента, когда мы показали тыл порогу «Свидания моряков», я выложил и вывернул наизнанку себя всего, как наволочку; рассказал все свои секреты легкомысленно обнажил тайны, проявил все сомнения и вытряхнул столько убеждений, что их хватило бы иному на всю жизнь.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ку кил хуҫине вӑл юлашки вӑхӑтра нимӗнле ӗҫе те явӑҫтарман, тахҫан укҫа упрама кӑна шанса панӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чипер халӑх ним туйми ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӗсем ӑна ыррӑн ӗҫлесе пурӑнма кансӗрлекен юнӗменсенчен чылай тасатса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак вӑхӑтра виҫӗ милиционер, разъездра тавар пуйӑсӗ ҫине ларса, Канашалла вӗҫтерчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, нимӗн хуравлама ӗлкӗреймесӗрех, вӗсем патнелле утрӗ, Телегин вара ирӗксӗрех ҫырманалла чӑмнӑ пек анса кайрӗ, Калюков хӑнасене ӑсатнӑ вӑхӑтра вӗлле пӳртне кӗчӗ те юлташӗсемпе пӗрле ӗҫме-ҫиме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидорпа Калюков ҫывӑх вӑхӑтра унта ямаҫҫех ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех