Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫ сăмах пирĕн базăра пур.
каҫ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑванӗсем патне Сергей Иринӑпа кайма хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫак каҫ шӑпах Ирина электростанцире дежурствӑра пулчӗ, ӑна улӑштарма ҫынни те тупӑнмарӗ.

Сергей собирался ехать к родным с Ириной, но как раз случилось так, что в этот вечер Ирина дежурила на электростанции и подменить ее было некому…

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Семен чӗннипе вӑл, кӑштах хӗрӗнкӗскер, юрла-юрла, карҫинкӑна лартнӑ пӗр четверт эрехе йӑтса, каҫ пулас умӗн килсе кӗчӗ.

Приглашенный Семеном, он пришел под вечер немного уже выпивши, распевая песню, неся в кошелке четверть с вином.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳрт пӗтӗм хӑйӗн кӗлеткипе, уйрӑммӑнах хӑйӗн ҫӳллӗ те шурӑ стенисемпе, хӗвел ҫинче ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ тимӗр витнӗ тӑррипе, пысӑк чӳречисемпе тирпейлӗ те лайӑх дача евӗрлӗ курӑнать; ун патӗнчен ҫеҫенхирелле ҫутӑ пралук ҫакса янӑ юпасем каймасан, чӳрече кантӑкӗсем майӗпен чӗтре-чӗтре илмесен, унӑн урати ҫумӗнче палкаса кӑпӑкланакан шыв пӗрӗхсе тӑмасть пулсан, ӑшӗнче ир те, каҫ та пысӑк вӑй-хӑватлӑ турбина ҫаврӑнса тӑрать тесе ниепле те калас ҫук.

Домик, размещенный на крутом берегу, своим станом, особенно своими белыми высокими стенами, светлой металлической крышей, что блестит на солнце, большими окнами, виднеется как ладная и хорошая дача; от него убегали в степь столбы, отсвечивая блеском проводов, вздрагивали мелко-мелко стекла окон, взлетали вспененные брызги, нельзя бы было сказать, что внутри находится большая мощная турбина, что вращается и утром и вечером.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗчӗк вагон ӗнер каҫ анчах хӗвелҫаврӑнӑш пуссинче ларатчӗ, унӑн кӑмакинчен тӗтӗм мӑкӑрланатчӗ, хуткупӑспа балалайка пӗрле выляни янӑратчӗ, — трактористсем ҫак вырӑна тата хӗвелҫаврӑнӑшсене ҫав тери хӑнӑхса ҫитнипе кунтан кӗркуннесӗр ниҫта та каяс ҫук пек туйӑнатчӗ, — халӗ, акӑ, Кондратьев пӑхать те, — пушӑ вырӑна, кӑмака пулнӑ вырӑн паллине, краҫҫын тӑкӑнса хуралнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене ҫеҫ курать: кам та пулсан курасран хӑранӑ пек, трактористсем ҫӗрле тулӑ ҫывӑхне куҫса кайнӑ.

Еще вчера вечером вагончик стоял возле подсолнухов, дымилась печка, играла гармонь в паре с балалайкой, — трактористы так обжились на этом месте и так привыкли к подсолнечникам, что уже до самой осени отсюда никуда и не уедут; теперь же смотрит Кондратьев и видит лишь пустое место, следы от печки, темные пятна от пролитого керосина: ночью, точно боясь, чтобы никто не увидел, трактористы переехали поближе к пшенице.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аса килет, июльти ҫав ҫутӑ каҫ лайӑх аса килет.

Помнится, и хорошо помнится, та светлая ночь июля.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эх, мӗнле чаплӑ каҫ! — шухӑша кайса каларӗ Илья.

— Эх, и что за ночка! — задумчиво проговорил Илья.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каҫ пулас умӗн ҫапӑҫу кӗрлевӗ шӑпланчӗ.

К вечеру затих грохот битвы.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӑна курсан, Ярцев чухласа илчӗ: каҫ пулса килет-мӗн.

Увидев ее, Кузьма Ярцев догадался, что наступает вечер.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулас умӗнхи вӑхӑта Олейникпе Андрей тата Жигалов наблюдательнӑй пунктра ларса ирттерчӗҫ.

Оставшиеся часы до вечера Олейник, Андрей и Жигалов просидели на наблюдательном пункте.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Халь шӑпах ун вӑхӑчӗ килсе ҫитрӗ — каҫ пулчӗ.

— А то сейчас для нее самое время — вечер.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулса килет.

Куҫарса пулӑш

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулнӑ ҫӗре Озеровӑн вӑрманти лагерьне полкри стрелоксем ҫурри ытла пухӑнчӗҫ, — ҫапла пулса тухни вара пурне те тӗлӗнтерсе савӑнтарчӗ.

К вечеру в лесном лагере Озерова, всем на удивление и радость, собралось больше половины стрелков полка.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулас умӗн Лозневой, Ерофей Кузьмичпа пӗрле, Квейс патне кайса килчӗ.

Перед вечером Лозневой вместе с Ерофеем Кузьмичом побывал у Квейса.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ольховка ялне, пӗтӗм таврари тӗнчене ҫӑлтӑрсӑр-мӗнсӗр кӗрхи сӗм-тӗттӗм каҫ хупласа илнӗ.

Над Ольховкой, над всем ближним миром текла глухая, без звезд, осенняя ночь.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулнӑ ҫӗре аппарат ӗҫлеме пуҫларӗ.

…К вечеру аппарат был пущен на полный ход.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫ пулса ҫитсен, пушанса юлнӑ яла тыткӑна лекнисене илсе пынӑ, вӗсем хушшинче Лозневой та пулнӑ.

Поздно вечером в опустевшую деревушку, куда согнали пленных, привели и Лозневого.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗрӗсрех каласан, пӗр-пӗр каҫ леҫсе паратӑн.

Вернее, отвезешь в ближайшую ночь.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Беженецсем, каҫ пулнӑ пулин те, ҫаплах-ха яла таврӑнаҫҫӗ.

Беженцы возвращались в деревню весь вечер.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь ӗнтӗ вӑл, хӑйсен полкӗнчи ҫынсем хушшинче утнӑ май, полка аркатса тӑкни ҫинчен те, вилӗм ҫинчен те урӑх аса илмерӗ, хӑйне малашне, ҫак вилӗ ҫутӑсемпе ҫутӑлкаласа илекен вӗҫӗ-хӗррисӗр каҫ витӗр тухнӑ хыҫҫӑн мӗн кӗтни ҫинчен те шухӑшламарӗ вӑл.

Шагая в толпе однополчан, он теперь уже не вспоминал картины разгрома и смерти и не думал о том, что ждет его впереди, за бескрайней ночью, кое-где освещаемой мертвыми огнями.

XXIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех