Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вася, кунта акӑ темӗн ҫырса хуни пур-ха, — терӗ Нюша, фюзеляж ҫине пӳрнипе тӗксе.

— Вася, а тут что-то написано… — вдруг сказала Нюта и ткнула пальцем в фюзеляж.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Вӑл хӑйӑр ҫинче темӗн шыраса ҫӳренине Нюшӑпа Дима пӑхса тӑчӗҫ.

Нюта и Дима видели, что он ходит по песку, высматривая что-то у себя под ногами.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Вася темӗн итленӗ пек пулса шӑпланчӗ, унтан вара ҫавӑнтах калинкке патнелле ыткӑнчӗ:

Вася помолчал, словно к чему-то прислушиваясь, и вдруг бросился в калитку:

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Ачасенчен аякра мар пӗр виҫӗ метртан халиччен курман темӗн пысӑкӑш кайӑк вӗҫсе иртрӗ.

В каких-нибудь трёх метрах от ребят пролетела огромная, невиданная птица.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Хӑй ыйхӑллӑ, темӗн ҫитмен пек.

Его физиономия выглядела сонной, недовольной.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Темӗн тумалла ӗнтӗ!

Черт знает что!

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Тетка, уроксем вӑхӑтӗнче унӑн пит-куҫне тата сассине питех те лайӑх вӗренсе ҫитнӗскер, тавҫӑрса илнӗ: хуҫи хумханать, темӗн ҫинчен шухӑшлать тата ҫилленет те пулас.

Тетка, отлично изучившая во время уроков его лицо и интонацию, догадалась, что он был взволнован, озабочен и, кажется, сердит.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Яланах пуринчен малтан Иван Иванович вӑраннӑ та, тӳрех Тетка патне е кушак аҫи патне пырса тӑнӑ, унтан мӑйне тӑсса темӗн ҫинчен хӗрӳллӗн те ӗнентерӳллӗн калаҫма пуҫланӑ, анчах унӑн сӑмахне малтанхи пекех, ӑнланмалла мар пулнӑ.

Обыкновенно раньше всех просыпался Иван Иваныч и тотчас же подходил к Тетке или к коту, выгибал шею и начинал говорить о чем-то горячо и убедительно, но по-прежнему непонятно.

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Палламан ҫын кӑшкӑрса янӑ, аллисемпе сулкалама пуҫланӑ та темӗн ӑнлантарма тытӑннӑ.

Незнакомец закричал, замахал руками и стал опять что-то объяснять.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Вӑл темӗн ҫинчен нумайччен ӑнлантарнӑ, унтан команда панӑ: «раз… два… три!»

Он долго объяснял что-то, потом скомандовал: «Раз… два… три!»

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Вӑл кушак патне пырса, ӑна хӑйӗн ҫавра сӑмсипе кӑшт хырӑм айӗнчен тӗртсе илсе тата хурпа темӗн ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн, унӑн хускалӑвӗсенче, сассинче тата пӗчӗк хӳри чӗтренинче вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ пулни курӑннӑ.

Когда она подошла к коту и слегка толкнула его под живот своим пятачком и потом о чем-то заговорила с гусем, в ее движениях, в голосе и в дрожании хвостика чувствовалось много добродушия.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Алӑк уҫӑлнӑ, пӳлӗме темӗнле карчӑк пӑхса илнӗ те, темӗн каласа, питех те хитре мар хура сыснана кӗртнӗ.

Отворилась дверь, в комнату поглядела какая-то старуха и, сказав что-то, впустила черную, очень некрасивую свинью.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Каштанка хӑрлатса янӑ та питех те паттӑррӑн пӑхма тытӑннӑ тата темӗн пулас-килесрен палламан ҫын патнерех пырса тӑнӑ.

Каштанка заворчала, приняла очень храбрый вид и на всякий случай подошла поближе к незнакомцу.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Хур ун патнелле утса пынӑ та, темӗн кӗтнӗ пек, чарӑнса тӑнӑ.

Гусь подошел к нему и остановился в ожидательной позе.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Палламан ҫын П-не пӳлӗм варрине лартнӑ та, нумайччен темӗн салткаланӑ тата ҫыхкаланӑ, унтан хур ҫине пӑхса каланӑ:

Незнакомец поставил П посреди комнаты, долго что-то развязывал и завязывал, потом посмотрел на гуся и сказал:

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Каштанка хурлануллӑн йынӑшма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтра хурӗ мӑйне тӑснӑ та, темӗн ҫинчен хӗрӳллӗн те хӑвӑрттӑн, анчах питех те ӑнланмалла мар калаҫма тытӑннӑ.

Каштанка обиженно заскулила, а гусь вытянул шею и заговорил о чем-то быстро, горячо и отчетливо, но крайне непонятно.

III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Палламан ҫынӑн пӳрт ӑшчикки чухӑн тата илемсӗр: креслосем, диван, лампа тата коверсем пур, урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа пӳлӗмӗ те пушӑ пек туйӑнать; анчах столярӑн хваттерӗнче япаласем тӑп-тулли; темӗн те пур унӑн: сӗтел, верстак, купипе стружка, рубаноксем, стамескӑсем, пӑчӑкӑсем, шетник, читлӗхре ҫирӗк тӑрри юрлать…

У незнакомца обстановка бедная и некрасивая; кроме кресел, дивана, лампы и ковров, у него нет ничего, и комната кажется пустою; у столяра же вся квартира битком набита вещами; у него есть стол, верстак, куча стружек, рубанки, стамески, пилы, клетка с чижиком, лохань…

II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Темӗн чухлӗ хӗвел.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Малашне ӗнтӗ Вова пӳрте кӗмесӗр ярӑнать, темӗн чухлӗ ярӑнать!

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Темӗн ҫитмен пекки пур-ха, яланах ҫапла, анчах мӗскерри паллӑ мар.

Всегда снится, что у меня чего-то не хватает, а чего — не понять.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех