Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллипе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ав лерелле… — аран илтмелле каларӗ хупах хуҫи арӑмӗ, слива еннелле аллипе тӑсса.

— Туда… — едва слышно проговорила Аврамица, указав рукой на сливу, растущую у изгороди.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Граф-и вара? — терӗ те тӗлӗннӗ хӗрарӑм, чӗресне тепӗр аллипе тытрӗ.

— Ужели Граф? — проговорила изумленная женщина и перехватила меру другой рукой.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ун сӑмахне аллипе сулкаласа пӳлчӗ.

Огнянов прервал его взмахом руки.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупӑкне ҫӗре лартсанах амӑшӗ, чуна ҫавӑрса кӑларас пек йӗрсе, вилӗ патне пычӗ, ӑна ик аллипе ыталаса, ӑсран кайнӑ пек кӑшкӑрса чечек ӑшне путрӗ.

Как только гроб поставили на землю, мать с душераздирающим воплем бросилась к покойнице, обняла ее обеими руками и, как безумная, зарылась лицом в гущу цветов и тканей.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко тӗттӗмре аллипе хыпашларӗ, ҫурта ҫутса ячӗ.

Марко наугад пошарил рукой во тьме, потом догадался зажечь свечу.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсӗ пин ҫул хушши пӑлхарсене утланса ҫӳрерӗн! — Беспортев тӗрӗк ҫурӑмӗ ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӗ те ик аллипе мӑйӗнчен ыталаса илчӗ.

Ты тысячу лет ездил верхом на болгарах! — И, проворно вскочив на спину турку, Беспортев охватил руками его шею.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кунсенче хулара тӗрӗксем сайра хутран кӑна курӑнкалатчӗҫ; Беспортев ҫав тӗрӗк енне аллипе кӑтартса юрласа ячӗ:

В последнее время турки стали появляться в городе очень редко; указывая рукой на турка, Беспортев запел:

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Викентий унта манах хӑй аллипе мӗн-мӗн ҫырса пынине вуласа тухрӗ:

Викентий прочитал следующие записи, сделанные рукой монаха:

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Старик хӑраса ӳкнӗ Викентие аллинчен ҫавӑтса, шкапӗ патнелле илсе пычӗ те унтан симӗс питлӗ пысӑк тетрадь кӑларса уҫрӗ, чӗтрекен аллипе тӗллесе кӑтартса, ҫакӑн пек каласа хучӗ:

И, взяв за руку ошеломленного Викентия, старец подвел его к шкафу, вынул оттуда большую тетрадь в зеленом переплете и, раскрыв ее дрожащей старческой рукой, промолвил:

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аллипе кӑшт сулӑнсанах ӑнсӑртран вӑл кинжалне сӗртӗнчӗ.

Сделав движение рукой, он случайно коснулся кинжала.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалка хирӗҫ пулакан ҫынсене асӑрхамарӗ те, хӑйне сулахай аллипе саламлакан Бӑрзобегунека та курмарӗ, ӑна тем калакан Смион хаджие те, енчен ҫакӑнта Стефчов хӑех тӗл пулнӑ пулсан, вӑл ӑна та паллаймастчӗ пуль.

Лалка уже не видела тех, кто ей встречался — ни Бырзобегунека, который приветствовал ее взмахом левой руки, ни Хаджи Смиона, который ей что-то крикнул, и встреться ей сам Стефчов, она бы его не узнала.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Колчо васкамасӑр, хӑрах туйипе сыхлана-сыхлана утатчӗ, тепӗр аллипе сунчӑк тытнӑччӗ.

Медленно, ощупью брел он куда-то с палкой в одной руке и с еще не закрытым зонтом в другой.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Боримечка тавӑрса калас вырӑнне аллипе хӑйӗн мӑйӗ патнелле туртӑнчӗ.

Боримечка вместо ответа потянулся рукой к своей шее.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫул ҫинче такам курӑнать-ха, — терӗ те хӗвелтухӑҫнелле аллипе тӑсса кӑтартрӗ.

— Кто-то идет, — проговорил он и показал рукой на восток.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ик аллипе пуҫне ярса тытрӗ, ӑна тӑнран каяссӑн туйӑнчӗ.

Он схватился за голову, словно боясь, что растеряет остаток разума.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑрах аллипе вӑл йӑрхахра ҫакӑнса тӑракан кантрана ярса илчӗ, тепринпе Рачкона юпа ҫумне хӗстерчӗ.

И, сняв одной рукой веревку, висевшую на гвозде, Огнянов другой рукой прижал Рачко к столбу.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бенчо Дерман аллипе шанчӑксӑр сулкаласа илчӗ.

Бенчо Дерман безнадежно махнул рукой.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эх, инкек ҫине синкек-ҫке! — тесе хучӗ вӑл пуҫне ик аллипе те хӗссе тытса.

Ах ты, горе горькое! — проговорил он, схватившись за голову.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтрӗ Бойчо! — пӑшӑлтатрӗ аптраса ӳкнӗ Натанаил, хальхинче вӑл тӗнчери пур тропарьсене те манса кайрӗ, аналой патӗнче хӑйне хирӗҫ тӑракан ватӑ Гедеона та курмарӗ, лешӗ вара, кӑна юрламашкӑн черет ҫитнине систересшӗн пулса, куҫне те хӗскелерӗ, аллипе те паллӑ туса аппаланчӗ.

— Пропал Бойчо! — прошептал Натанаил в отчаянии, позабыв про все тропари на свете и не видя отца Гедеона, который стоял у аналоя напротив, отчаянно махал рукой и подмигивал, стараясь напомнить игумену, что теперь снова настала его очередь петь.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Леш ӑна аллипе хыпашланипех палласа илчӗ.

Тот тронул его за руку и узнал.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех