Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парать (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Хӑйсене обществӑра, сцена ҫинче тытма вӗренеҫҫӗ, вӗренме те хавхалантарать, — каласа парать 2016 ҫулхи уҫӑ урок конкурсӗнче ӑсталӑх урокне ҫӳллӗ шайра ирттернӗшӗн Диплома тивӗҫнӗ Вера Петровна.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вӑл этеме пурнӑҫ парнелет, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантса вӑй парать, тӑван чӗлхепе ҫут тӗнчене юратма вӗрентет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кроликсене те апат парать, пахчана та тухса ӗҫлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Унта тивӗҫлӗ инженери инфратытӑмӗ пур, ҫавӑн пекех республика инвесторсене налук енӗпе ҫӑмӑллӑхсем парать.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сӑваплӑ юхӑма районта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ чун ыйтнипе хутшӑнать: шкул хатӗрӗсем, уяв кучченеҫӗ пырса парать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кунта вара ертсе пыраканӗ чӑвашлах калаҫать, чӑвашлах ыйтусем парать.

Здесь ведущий разговаривает на чувашском языке, задает вопросы на чувашском.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫак ят ӑна вӑй-хӑват парать, усал-тӗселтен сыхлать, малалла аталанма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе 1 пин тенкӗ тахҫан та пӗрре куҫарса парать.

По своей воле иногда она переводит тысячи рублей.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унсӑр пуҫне Севастополь хулинче, хӑй вӑхӑтӗнче иккӗмӗш Николай патша хӑйӗн ҫемйипе каннӑ Ливади керменӗнче пулса курнине каласа парать Стас.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Малта пыракан технологипе усӑ курни пысӑк тупӑш илме май парать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Хӑрнӑ йывӑҫсене те касса тирпейлемелле, ҫӳп-ҫапа пухмалла, кивӗ кӑшӑлсене илсе тухмалла – ӗҫ тем чухлех. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухма транспорт пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, ӗҫлеме ҫынсем кӑна кирлӗ», – каласа парать ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Унӑн Чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗн секретарӗн ҫумӗ, Шупашкар хула Депутачӗсен пухӑвӗн председателӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, малтанхи сасӑлав чи лайӑх, ҫӗршывӑн тата республикӑн закон кӑларакан органӗсенче ҫынсен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫлӗ, кандидатсене палӑртма май парать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пултаруллӑ почтальон хаҫат валеҫнисӗр пуҫне кашни уйӑхрах 4-мӗш числоран пуҫласа 24-мӗшӗччен тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пенси укҫи валеҫет, вӗсен кашни ыйтӑвне ырӑ кӑмӑлпа йышӑнать, кунпа пӗрлех газпа электроэнергишӗн укҫа тӳлесе килсе парать, тӗрлӗрен кирлӗ тавар сутать.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хаҫат-журнала ҫынсем патне яланах вӑхӑтра ҫитерсе парать, пенси укҫине палӑртнӑ кун валеҫет, телеграмма е саккасла ҫыру пулсан канмалли куна та пӑхса тӑмасть, ҫийӗнчех адресат патне илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малтанхи сасӑлава хатӗрленни республикӑра пурӑнакансен умӗнче тухса тӑракан ыйтӑвӗсене тарӑнрах пӗлме, ҫивӗч ыйтӑвӗсене хӑвӑртрах татса пама май парать.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Клиникӑра час-часах йӗркелекен Уҫӑ алӑксен кунӗ пысӑк усӑ парать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Предприятисемпе хывнӑ туслӑх кӗперӗ пирӗн студентсене вӑл е ку профессие вӗреннӗ вӑхӑтрах хӑнӑхма май парать.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Питӗ пысӑк усӑ парать!

Дает очень большую пользу!

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пирӗн республикӑра ҫак инвестици проектне пурнӑҫлани халӑхӑн ӗҫлӗхлӗ хастарлӑхне ӳстерме, регион экономикин тӗрлӗ секторӗсене аталантарма, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать.

Реализация этого инвестиционного проекта в нашей республике будет способствовать росту деловой активности населения, развитию различных секторов экономики региона, а также позволит создать новые рабочие места.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех