Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

а (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑнти ХФХ ертӳҫи О.П.Яковлев та айккинче юлмарӗ‚ ҫак хуҫалӑхри Е.А.Михайлов тракторист та илсе килнӗ гравие тикӗслеме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Мероприятие уҫса Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев пурне те саламланӑ, ПР культура обществин председателӗ Юрий Михайлов, Октябрьск хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Р.Аакарова тата ыттисем те сӑмах илнӗ хыҫҫӑн поэзи уявӗ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Третьяков галерейи, Эрмитаж, А.С.Пушкин ячӗллӗ сӑнарлӑ искусствӑсен музейӗ, Вырӑс музейӗ паянхи общество шухӑшлавӗ совет тапхӑрӗнчипе танлаштарсан урӑхларах пулнине ӑнланса курав-шоусем йӗркелес ҫул ҫине тӑма пултарчӗҫ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кинофестивале тӗрлӗ ҫулсенче Э.Рязанов, И.Муравьева, Л.Федосеева-Шукшина, М.Ефремов, И.Скобцева-Бондарчук, Д.Астрахан, Б.Грачевский, Н.Высоцкий, А.Нилов, И.Чурикова, Л.Боярская тата Раҫҫейри, Казахстанри, Эстонири, Грузири, Азербайджанри, Беларуҫри, Сербири, Аслӑ Британири, Францири, Болгарири, Финляндири, Индири, АПШРи, ытти нумай актерпа режиссер хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

А.И. Степанова тата Э.В. Соловьева вӗрентекенсем математика эрни валли ятарласа сӑн ӳкерчӗксен стендне те хатӗрленӗ.

Учителя А.И. Степанова и Э.В. Соловьева для недели математики приготовили специальный фотостенд.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунашкал «лӑпкӑ пурнӑҫӑн» рецепчӗ А. Аршинова валли мар.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Юлашкинчен вара райадминистрацин пуҫлӑхӗ А.Тихонов асӑннӑ обществӑри ӗҫсем чӑннипех те аван пынине, ҫӗвӗ продукцийӗ пысӑк пахалӑхлӑ пулнине, ҫавна май Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтессенчен курттӑм майӗпе саккас паракансем те йышлӑ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов «Светлана» тулли мар яваплӑ обществӑра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малашне А.Михайлов мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетессипе те ӗҫлесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хуҫалӑх ертӳҫи А.Михайлов каласа панӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра 350 пуҫ ӑратлӑ сурӑхсем.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Унтан яваплӑ ҫынсем Арапуҫӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӗҫлекен «Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кунта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе А.Тихоновпа, ветстанци начальникӗпе В.Александровпа пӗрле коллективпа тӗл пулса канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пӗрремӗш ыйтӑва уҫӑмлатнӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов майӑн 1-мӗшӗ тӗлне Вӑрмар районӗн пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшлӑ пайне 26,8 процент пурнӑҫланине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кӗлкеш ял тӑрӑхӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн заместителӗ Н.Максимов пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ку хутӗнче сертификата Кӗтеснерти А.Кириллова, Чулкасри Л.Федорова, Кивӗ Вӑрмарти Н.Шестова илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ялти пур ҫын та ытларах хаҫат вулаччӑр тесе Энтриялӗн хастар почтальонӗ А.Николаева ҫине тӑрсах вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

10 «А» класс ертӳҫи пулнӑ май манӑн ҫак класри ачасем ҫинчен уйрӑммӑн пӗр-икӗ сӑмах асӑнса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кӑҫал ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвакан хӗрсемпе каччӑсем 10 «А» тата 10 «Б» классенче вӗренсе пурӗ утмӑл иккӗн алла аттестат илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кредит илес йӗркепе вулакансене ӑнлантарса пама «Россельхозбанк» акционерсен обществин пирӗн районти хушма офисӗн управляющинчен ААКСИМОВАРАН ыйтрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе Чулкас, Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Л.Ивановпа Аасильев, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ачисем тухса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех