Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хастарлӑ ачасем! — ҫирӗплетрӗ губвоенком.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Шӑпах та ҫавӑн пек!.. — ҫирӗплетрӗ Павлин.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Халӗ ӳсет ӗнтӗ! — ҫирӗплетрӗ Алеша.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл пирвайхи хут хӑйӗн тӗрӗслӗхне туйса вӑранчӗ; ҫакӑ ун шухӑшне ҫирӗплетрӗ, Василий хӑйсене ҫывӑхлатассин пуҫламӑшӗ вырӑнне йышӑннӑ унӑн ютшӑнӑвне татах ҫивӗчлетрӗ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Темӗн пек тӑрӑшсан та пулмасть! — ҫирӗплетрӗ Любава.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Амӑшне шухӑш ӑнланмалла пулсан, вӑл, ассӑн сывласа, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин йывӑр та тискер саманта аса илчӗ, вара ҫав чӗререн кӑларса илнӗ чулпа хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетрӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ку тӗрӗс! — ҫирӗплетрӗ хохол.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ытла та пӗчӗккӗ, — ҫирӗплетрӗ Бивнев, кӑшт кӑмӑлланса.
Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тӗрӗссипе каласан, вӑл художник майлӑ пулса каланӑ сӑмахсем питӗ ӗнентерӳллех пулмарӗҫ: чи малтанах, ҫынна хавхалану кирлӗ! тесе ҫирӗплетрӗ вӑл.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Эсӗ художник, уйрӑмах тата юрлакан артист пулсан, — ҫирӗплетрӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне, аллисене ҫӳлтен аялалла хӑвӑрт сулса: — кирек мӗн пулсан та пӗрремӗш вырӑнта тӑр!
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тӗлӗнтермӗшех, — хайӗн шухӑшне ҫирӗплетрӗ Коля.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫак шухӑш ӑна ҫирӗплетрӗ тата нимӗнпе те интересленмен пек пулма вӑй пачӗ.
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Нумай шухӑшланӑ ӗнтӗ, — ҫирӗплетрӗ иккӗмӗш кӳршӗ.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Тӗрӗс, салтаксем канма та, хавасланма та, хӑйсен пӗлӗвне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлеме те пултарччӑр, — замполит шухӑшне ҫирӗплетрӗ Катонин майор.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ыран ир, — ҫирӗплетрӗ Соколов.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Трофейсем кӗтетпӗр, — ҫирӗплетрӗ тахӑшӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ҫапла ҫав, калаҫма та кирлӗ мар, — ҫирӗплетрӗ Володя.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Юрать-ха пирӗн шоферсем — куна эпир хамӑр куҫпа куртӑмӑр, кайран комвзвод та ҫирӗплетрӗ, — хӑйсен машинисене ҫулӑм витӗрех ялтан илсе тухма пултарчӗҫ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Хамӑр пирки мар ӗнтӗ, — ҫирӗплетрӗ Володя, буфетчиксем ҫинелле кӑтартса.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Чӑнахах та, Лена, — ҫирӗплетрӗ атте.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.