Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Маман, эпӗ сана пӗчӗк шӑнкӑрав парнелерӗм, — астутарчӗ княжна.
XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тепӗр кун ун пӳлӗмӗн алӑкӗ патӗнче шӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ; вӑл уҫма чупса ҫитрӗ, алӑкран ливрейлӑ шинель тӑхӑннӑ лакей пӗр хӗрарӑма тата унӑн вунсакӑр ҫулхи хӗрне ертсе кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Лар, ман ямшӑк, янра ман шӑнкӑрав, вӗҫтерӗр манӑн лашасем, илсе кайӑр мана ҫак тӗнчерен!Садись, мой ямщик, звени, мой колокольчик, взвейтеся, кони, и несите меня с этого света!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ридлер шӑнкӑрав кнопкине пусрӗ те, алӑкран кӗме пуҫланӑ офицер дежурнӑя ҫапла хушрӗ:Ридлер нажал кнопку звонка и приказал показавшемуся в двери дежурному офицеру:
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Мӗн пулнӑ? — ыйтрӗ вӑл, Ридлер трубкӑна телефон ҫине пӑрахса мӗнпур вӑйӗпе шӑнкӑрав кнопкине пуссан.— Что такое? — спросил он, когда Ридлер бросил на рогульку трубку и с силой нажал кнопку звонка.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл телефон патӗнчен те пӑрӑнса ӗлкӗрейменччӗ, каллех шӑнкӑрав шӑнкӑртатса илчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл пӳрнипе шӑнкӑрав тӳми ҫине пусрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шӑнкӑрав шӑнкӑртатрӗ те пурте классене саланчӗҫ.
Смирька ерӗҫмест // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
Чӗн йӗвенӳн йӑлтӑр-ялтӑр тӳмисем чӑнкӑртатса тӑраҫҫӗ-тӗр, пӗккӳ ҫинчи шӑнкӑрав хӑйӗн сассипе хӑй вылять-тӗр…Должно быть, красивые узоры блестят на солнце, колокольчик под дугой звенит-позвякивает…
Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.
Алӑк патӗнчи шӑнкӑрав хыттӑн шӑнкӑртатрӗ.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Сасартӑк шӑнкӑрав шӑнкӑртатрӗ.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Коридорта шӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халӗ ак — куҫра шӑрҫаланнӑ куҫҫуль пӗрчисем, чӗре хӑвӑрт тӑпӑртатса тапни тата пырта темле шӑнкӑрав сасӑсӑр чӗтренсе-чӳхенсе тӑнӑ пек туйӑнни.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аякра, юр вӗҫтерсе хӗве-хӗве лартнӑ ҫӗрте, пӳртсенче шӑши куҫӗ пек ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ, ҫӑл тараси чӗриклетет, шыв ӑсма пынӑ хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне уҫӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх ерипен пыракан утӑ тиенӗ ҫуна тупанӗсем йынӑшаҫҫӗ, лав ҫул хӗррине шӑлса пыни курӑнать, таҫта малта пӗкӗ ҫинче шӑнкӑрав хуллен тинкӗлтетет — ун сасси хрусталь сасси пек таса.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку вӑл кивӗ, ҫапах та ҫирӗп, тул енчен чус хӑма ҫапнӑ, тимӗр витнӗ уйрӑм ҫурт; касса, тӗрлесе эрешленӗ чӳречисем пысӑк та ҫутӑ, урамалла крыльца тухать, тахҫантанпах сыхланса юлнӑ шурӑ кӗленче хӑлӑпран шӑнкӑрав патне ҫинҫе пралук тӑсӑлать.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Машина площадь урлӑ каҫса пӗр тӑкӑрлӑка чӑмса кӗрсе кайсан, Сергей йывӑҫсем хушшинчен кивӗ, ҫумӑрсем шӳтерсе ислетнӗ хӑмӑш пӳрт ҫийне, ун тупинче пӗр анра ҫарӑк ӳснине асӑрхарӗ; тата хӑнасене кӗтсе яриех уҫнӑ ҫатан хапха, ҫӑра туратлӑ икӗ йӑмра, Сергей ача чухнех лартнӑскерсем, курӑнса кайрӗҫ; йӑмра турачӗсем ҫинчен ачасем груша пек ӳке-ӳке, станица урамӗсене шӑнкӑрав пек сассисемпе янӑратса, машинӑна хирӗҫ чупрӗҫ…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн хӑлхисем ян-янӑракан шӑнкӑрав пек йӑнласа тӑраҫҫӗ.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнче пусма ларнӑ чӑхӑ мирлӗн калӑклатса ҫӳрет, уҫса янӑ алӑк витӗр инҫетрен пӗчӗк ачан шӑнкӑрав пек кулли илтӗнет.На дворе мирно квохтала курица, через распахнутую дверь слышался далекий детский бубенчиковый смех.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унтан каллех халапҫӑн пӗр чарӑнмасӑр шӑнкӑрав пек шӑнкӑртатакан сасси чӳхенсе тӑрать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.