Шырав
Шырав ĕçĕ:
Айлӑмра, шупка кӑвак пӑр витсе кайнӑ Чир шывӗн кукӑрӗнчен ҫӳлерехре, тури Дон тӑрӑхӗнчи чи илемлӗ хутор — Каргин хуторӗ — тӑсӑлса юхать.Внизу, над белесым ледяным извивом Чира, красивейший в верховьях Дона, лежал хутор Каргин.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫаплах, шӑп казакасен сукмакӗпе: ура айӗнче чул катрамӗсемпе хӑмӑр чул тӗпренчӗкӗсем ишӗлсе пыраҫҫӗ, — аялта, ту хушӑкӗсем хыҫӗнче, кӑнтӑрти ҫӗршывӑн шупка хӗвелпе эрешленсе шӑранакан ҫутӑ тавралӑхӗ курӑнать пек…
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӑрмаланчӑк пӗлӗтлӗ каҫ хулана тӗксӗм шупка чаршавпа хупланӑ.Над городом простая, белесая, в распатлаченных космах облаков стояла ночь.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пӗчӗкҫӗ те сарӑ, тахҫанхи мӑкӑльсемпе хӑмӑрланса тӗвӗленнӗ ал тупанӗ ҫине катӑлнӑ уйӑхӑн шупка кӑвак ҫути пайӑркаланса ӳкрӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ула-чӑла тӗрӗллӗ катӑк уйӑх сасартӑк ҫумӑр пӗлӗчӗсен тӳпине чӑмса тухрӗ те, шупка сарӑ питне йӑлкӑштарса, хумлӑн-хумлӑн юхса выртакан пӗлӗт хушшинче пӗр вӑхӑт карас пулӑ майлӑ ярӑнса ишрӗ; унтан, уҫӑ вырӑна йӑраланса тухса, хӑйӗн тӗксӗм ҫутине сапса ячӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Йӗри-тавралла йӗпе ҫӳҫ пӗрчисемпе тӑрмаланнӑ пушӑ пуҫ чашкинче шупка хӗрлӗ шыв йӑлтӑртатать, — ҫумӑр шывӗ тулнӑ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫемен Анфисӑна аллинчен тытрӗ те темшӗн ҫӳлелле, шупка ҫӑлтӑрлӑ ҫутӑ пӗлӗт ҫине пӑхса яшчӗ.Семен взял Анфису под руку и молча смотрел на светлое, в бледных звездах небо.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ҫара пуҫӑн, тусанлӑ шупка блузӑпа, кӑвак брюкипе, ку тумпа ӑна механик темелле.Без фуражки, в серой запыленной блузе, в темно-синих брюках он был похож на механика…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ирина ҫывӑрнӑ, шупка уйӑх ун ҫамкине, минтер ҫинче выртакан хулӑн ҫивӗтне ҫутатнӑ…Ирина спала, слабый свет луны освещал ее лоб, темную, лежавшую на подушке косу…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӳречерен таса пӗлӗтре тем пысӑкӑш уйӑх хӑпарни курӑнать, — уйӑх айӗнче каллех ҫеҫенхир, анчах халӗ вӑл ҫутӑ тӗссемпе вылямасть, халӗ вӑл шупка кӗрен…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Паллакан секретарь-машинистка паян шупка сирень тӗслӗ кӗпепе мар, темле кофе тӗслӗрех, тӗттӗм-сарӑрах кӗпепе.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӗтел хушшинче шупка сирень тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑ ҫамрӑк та чипер хӗрарӑм ларать.За столом сидела представительная женщина в платье сиреневого цвета, еще молодая.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Прожектор ҫути кукуруза ҫине ӳкрӗ, ун ҫамрӑк шупка симӗс ҫулҫисем ҫилсӗрех хумханса йӑлтӑртатаҫҫӗ.Свет прожекторов, упал на кукурузу, ее молодые бледно-зеленые листья трепетали без ветра и блестели.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл бархат мар, вӑл помидор ани; акӑ эсир хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан цинкран тунӑ ҫулҫӑсем куратӑр, вӗсем тӗл-тӗл кӑвакарнӑ, кӗл сапнӑ пек, анчах вӑл цинк та мар, кӗл те мар, вӑл купӑста йӑранӗсем; акӑ тата шупка кӗрен пустав куратӑр эсир — пустав та мар вӑл, хӗрлӗ кӑшман ани анчах… йӑрансем хушшинче шыв юхса выртать — ансӑр шыв юххисем пур пахчасене те тӗрлесе пӗтернӗ; унта та кунта, хурал пек, пысӑк, ҫӑмламас тӑлӑп тӑхӑннӑ юмансем тӑраҫҫӗ; ав унта пӗчӗк пӳрт курӑнать, лере хӳшӗ е чалӑш урисем ҫинче лупас ларать.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Уйӑх пӳртсем тӑррипе, пахчасен ҫийӗпе ерипен шурӗ, ҫӳллӗ шупка тӳпере пӗр ҫӑлтӑр та курӑнмасть.Луна давно гуляла над крышами домов, над садами, и высокое бледное небо было без звезд.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Каҫхи апата килкартинче, пахча хыҫӗнчен тухса ҫӗкленнӗ шупка уйӑх ҫутинче ҫирӗҫ.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мускавра кашни утӑмрах кӗр ҫывхарни сисӗнет; бульварти йывӑҫсем ҫинче сарӑхса кайнӑ ҫулҫӑсем хунарсен ҫутинче шупка тӗспе вӗлтӗртетеҫҫӗ, сулхӑн ҫӗр ҫанҫурӑма ҫӳҫентерсе анаслаттарать, тротуар чулӗсем йӗпенсе ҫуталса выртаҫҫӗ, тӗпсӗр тӳперен кӗрхи ҫӑлтӑрсем ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатса сиввӗн пӑхаҫҫӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Патронташне вӗҫерсе илчӗ, унтан шупка та нӳрӗ, ҫӗрме пуҫланӑ пит ҫине ҫиелтен кӑна пӑхрӗ.Снял патронташ и мельком оглядел бледное, влажное, уже начавшее разлагаться лицо.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Уйӑх ҫинчи лӑпсӑркка пӗлӗте вичкӗн ҫил нимӗн хӗрхенмесӗр туртса сирчӗ те, местечка ҫине, сад пахчисен ярӑмӗсем ҫине, сарай тӑрри ҫине, сӑрт тӳпинелле улӑхса пыракан отряд ҫине шупка сарӑ ҫутӑ ӳкрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Следователь ку хутра та хӗвел тӗрленчӗкӗсем ҫине хӑйӗн мӑянпа симӗсленсе пӗтнӗ ботинкисемпе малтанхи пекех пусса пычӗ, картузне кӑна ку хутра аллине тытман вӑл, шупка хӑлха кимӗрчекӗсем ҫине шанчӑклӑн пусса лартнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.