Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринчи сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрринчи (тĕпĕ: хӗрринчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрринчи ҫурт — Тихон Евдокимович Туруновӑн, ун ҫумӗнчи — Тарас Поликарпович Серебряковӑн, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу мана сулахайри, пӗве хӗрринчи икӗ пӳртлӗ, шатрун тӑрӑллӑ ҫурт умнелле ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шыва «пӑтратаканӗ» — котлован ҫыранӗ хӗрринчи ҫӳллӗ тӑм купи урлӑ тӑсӑлса выртнӑ пыршӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тимӗр кустӑрмаллӑ будка кӑшт анатарах, шырлан хӗрринчи ҫеремре, ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫул хӗрринчи трубасене мӗнле ие чӑмлать?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шупашкарти Мускав ҫыран хӗрринчи тӗп пляжа ҫӑлавҫӑсем тӗплӗн тишкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Вӑл ҫырма хӗрринчи уя ҫӗртме тума васкать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каҫхине, хӗвел анса тӗттӗмленсен, укӑлча хӗрринчи Укахви кинемисен тӗлне ҫитрӗ — каллех инкек: лаҫ ҫумӗнче пӗрене купи ҫинче хӗрпе юнашар Петр Васильевич ларать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сасартӑк вӑл ял хӗрринчи ҫеремре хӗрсен вӑййине курать, вӑйӑ юрри илтет:

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Те кӑштах ывӑннипе, те пуҫа тӗрлӗрен шухӑшсем килсе кӗнипе, эпӗ парк хӗрринчи пысӑк мар кӳлӗ патне кайса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Унӑн хваттерӗ хула хӗрринчи пысӑк мар ҫуртра, ҫав ҫурт хуҫи — ватӑ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Пӗр минута яхӑн вӑл хускалмасӑр тӑчӗ, унтан ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑк ҫине ларчӗ, анчах ял ҫине пӑхма хӑй ҫаплах пӑрахаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӗсен ҫемйи Чӑваш ҫӗршывӗнче, Атӑл хӗрринчи пӗр ялта пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӗвел хула хӗрринчи кирпӗч завочӗн трубисем патне ҫити аннӑ, Алексей хваттерӗн кантӑкӗсем хӗрлӗ ҫутӑ ӳкнипе пушар чухнехи пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Атӑл хӗрринчи икӗ хутлӑ ҫурт патне ҫитсен, эсир чарӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Людмила Данилова Сӑр хӗрринчи 7 гектар ҫӗр тара тытса хурт-хӑмӑр тытасшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Унччен темиҫе кун малтан вӑл Атӑл хӗрринчи «Лето» кафене ҫаратма тытӑннӑ пӗр вӑрра питӗ ӑста тытнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Уй хӗрринчи пӗр ватӑ юман патне ҫитсен, питӗ шухӑша кайнипе яш каччӑ чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Фельдшерпа акушер пункчӗ ял хӗрринчи хӑрах енлӗ тӳлек урамра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех