Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринчи сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрринчи (тĕпĕ: хӗрринчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Ивановича юрпа витӗннӗ хир, тӗксӗммӗн курӑнакан ҫул хӗрринчи йывӑҫсем, айлӑмлӑ-тӑвайккиллӗ тавралӑх нимӗн чухлӗ те илӗртмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Мӗнешкел ырӑ шӑршӑллӑччӗ пӗве хӗрринчи хӑмӑш!

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Манман-и, эс мана ӑсатнӑ малтанхи каҫхине пӗве хӗрринчи сӗвек хурӑн ҫине таянса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫырӑнман ҫамрӑк мӑшӑр хула хӗрринчи пӗр пысӑках мар ҫуртра хваттер шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫул хӗрринчи лапамра та курӑк ҫӗртен хӑпнӑ, ҫеремсем те симӗсленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Парамун чи хӗрринчи ӗне вити патне утать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тарӑн ҫырма хӗрринчи пӑрҫа анинче карӑш авӑтса ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тӑпӑрч хутаҫҫине чӗрес кӑшӑлӗ ҫине тӑхӑнтартса ҫыран хӗрринчи хӑмӑшлӑхра пулӑ сӗреттӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хӑйне хӑй ывӑннӑ пек туйса, вӑл ҫул хӗрринчи тунката ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫынсем хушшинче ӳпкелешсе калаҫнисем илтӗнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтан ҫырма хӗрринчи лапам вырӑна анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял хӗрринчи пахча патне ҫитсен, Сахар шӑллӗне сулахай аллинчен ярса тытрӗ те: — Тӑхта-ха, Петӗр, ҫакӑнта кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илер, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр чӑнах та хӑюланчӗ, асламӑшӗ ҫумне пырса ларчӗ, сӗтел хӗрринчи хурантан йывӑҫ ҫӑпалапа чей ӑсса илсе курки ҫине ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫакӑнта кӗрсе пӑхар мар-и малтан? — терӗ Иван, ял хӗрринчи чалӑшса кайнӑ пӗр пӗчӗк пӳрт тӗлне ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑмӑл хыҫлӑ ҫуна сывлӑшра вӗҫнӗ пек пырать, тӗллӗн-тӗллӗн кӑна ҫул хӗрринчи кӗртсене перӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавӗсемпе ҫыннисене хула хӗрринчи хваттере хӑварса, хӑй виҫӗ кун Хусан тӑрӑх сӑнаса ҫӳренӗ — кама ҫаратмаллине шухӑшласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минутран лаша ял хӗрринчи акӑш-макӑш пысӑк ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӳтей ялӗ аслӑ ҫулсенчен аякра, вӑрман хӗрринчи улах вырӑна вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петӗр кӗсйинчен коньяк кӗленчине кӑларса уҫрӗ те сӗтел хӗрринчи таса стакана чӑпах тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫӳлӗк хӗрринчи тулли четвӗрт кӗленчи ҫине сурчӑкне ҫӑтса пӑхса илчӗ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех