Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тесе кала: ҫын виллисем хирти тислӗк пек, выракан хыҫҫӑн выртса юлакан кӗлтесем пек выртса юлӗҫ, вӗсене пуҫтаракан та пулмӗ.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хирти мӗнпур тискер кайӑк, вӑрманти мӗнпур тискер кайӑк, килӗр, ҫийӗр!
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Апла эсир хаваслансах тухатӑр, сире кӑмӑллӑн ӑсатса ярӗҫ; тусемпе сӑртсем сирӗн умӑрта юрӑ юрлӗҫ, хирти йывӑҫсем пурте сире алӑ ҫупӗҫ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Кирек хӑш этем те — курӑк, унӑн пӗтӗм илемӗ — хирти чечек пек. 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине вӗрет те — хӑрать курӑк, тӑкӑнать чечекӗ: халӑх та ҫаплах — курӑк ҫеҫ. 8. Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать».
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем халӗ — хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара мӗн пуррине ту ҫинчи ҫӑткӑн кайӑксем валли, хирти тискер чӗрчунсем валли пӑрахса хӑварӗҫ; унта кайӑк-кӗшӗк ҫу каҫӗ, унта хирти тискер чӗрчунсем хӗл каҫӗҫ, терӗ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле.27. Соверши дела твои вне дома, окончи их на поле твоем, и потом устрояй и дом твой.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Этем кунҫулӗ — курӑк пек; вӑл хирти чечек пек чечекленет.15. Дни человека - как трава; как цвет полевой, так он цветет.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑна вӑрман сысни те тӑрмалать, ӑна хирти тискер кайӑк та кӑшлать.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру. 8. Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра; 9. санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана: 10. вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн, 11. тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах. 12. Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн. 13. Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и?
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫаратупа выҫлӑхран кулса анчах тӑрӑн, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксенчен хӑрамӑн, 23. мӗншӗн тесессӗн эсӗ хирти чулпа та пӗр канашлӑ, хирти тискер кайӑкпа та килӗшӳллӗ.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Навуходоносор, пӗтӗм ҫӗр патши, сывӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ те сывӑ пултӑр, вӑл сана пур чуна та сыватма янӑ, мӗншӗн тесессӗн сан урлӑ ӑна ҫынсем ҫеҫ мар пӑхӑнса тӑрӗҫ, сан вӑю урлӑ хирти тискер кайӑксем те, выльӑх-чӗрлӗх те, тӳпери кайӑксем те Навуходоносорпа унӑн килне парӑнса пурӑнӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем халӗ хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хулисене аркатнӑ, хирти лайӑх лаптӑксене, кашниех пӗрер катӑк пӑрахса, чул айне туса хӑварнӑ; мӗнпур ҫӑлкуҫне пӗвелесе лартнӑ, мӗнпур лайӑх йывӑҫа касса тӑкнӑ, Кир-Харешет хули ҫеҫ тӗрӗс-тӗкел пулнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хусий тата малалла каланӑ: эсӗ хӑвӑн аҫуна, унӑн ҫыннисене пӗлетӗн; вӗсем хӑюллӑ, тата вӗсем ҫурисене туртса илнӗ хирти упа ами пекех хаярланса ҫитнӗ, [тата хир сысни пекех тискер,] санӑн аҫу — ҫапӑҫма хастар ҫын; вӑл халӑхпа пӗрле ҫӗр каҫма юлмасть.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Филистим Давида тата ҫапла каланӑ: ман патӑма кил-ха, эпӗ санӑн ӳтне тӳпери кайӑксемпе хирти тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Авимелех хӑй ертсе пынӑ ушкӑнӗпе хула хапхине хупӑрласа илнӗ хушӑра ытти икӗ ушкӑнӗ хирти ҫынсене тапӑннӑ, вӗсене вӗлерсе тухнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Мӗнле те пулин] хулана туртса илес тесе ӑна нумай хушӑ хупӑрласа тӑратӑн пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӗсене ан ҫӗмӗр, ҫав таврари ҫӗрсене те пушӑ тӑратса ан хӑвар: хирти йывӑҫ этем мар, вӑл санран хӳмепе ҫирӗплетнӗ вырӑна тарса пытанаймӗ; 20. эсӗ хӑш йывӑҫсем апата юрӑхлӑ ҫимӗҫ паманнине пӗлетӗн, ҫавсене вара хуҫма-касма пултаратӑн, вӗсенчен хӑвӑнпа вӑрҫӑ вӑрҫакан хулана мӗн парӑнтаричченех хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗ хӳтӗсем тума пултаратӑн.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Ҫакӑн хыҫҫӑн та] Мана хирӗҫ пырсассӑн, Мана итлес темесессӗн, сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн тивес хӗн-асапа ҫичӗ хут ӳстерӗп: 22. сирӗн ҫине хирти тискер кайӑксене ярӑп, вӗсем сире ача-пӑчасӑр хӑварӗҫ, выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗтерӗҫ, хӑвӑр йышӑра та чакарӗҫ, ҫапла сирӗн ҫул-сукмакӑр та пушанса юлӗ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.