Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнчӗ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗветли аллӑмӗш ҫулсенче Мускава вербовкӑпа ӗҫлеме тухса кайнӑскер, виҫӗм ҫул виличченех унта пурӑнчӗ.

Фекла, уехавшая в пятидесятые годы в Москву вербовкой на работу, жила там же, умерла в позапрошлом году.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Поэт малтанхи тапхӑрта ун патӗнче пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Тӗрлӗ сӑлтавсене пула пирӗн республика 2000 ҫулчченех кивелсе кайнӑ Конституципе пурӑнчӗ.

— Из-за разных причин наша республика до 2000 года жила с устаревшей Конституцией.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Шуркка шӑрчӑк пек юрласа пурӑнчӗ те хваттерсӗр тӑрса юлчӗ.

Шура жил, как кузнечик припевая, и остался без квартиры.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

200 пин тенкӗпе виҫӗ уйӑх шӑхӑрса ҫеҫ пурӑнчӗ.

На эти 200 тысячи жила три месяца припеваючи.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

14. Сӑмах ӳтленчӗ те тивлетпе, чӑнлӑхпа тулли халлӗн пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ; эпир Унӑн мухтавне, Атте Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне тивӗҫлӗ мухтава, куртӑмӑр.

14. И Слово стало плотию, и обитало с нами, полное благодати и истины; и мы видели славу Его, славу, как Единородного от Отца.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Акӑ Израиль пуҫлӑхӗсем сан патӑнта кашнийӗ хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран юн тӑкса пурӑнчӗ.

6. Вот, начальствующие у Израиля, каждый по мере сил своих, были у тебя, чтобы проливать кровь.

Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Тӑнӑҫлӑха курайман ҫынсем хушшинче вӑрах пурӑнчӗ манӑн чунӑм.

6. Долго жила душа моя с ненавидящими мир.

Пс 119 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Тыткӑнран таврӑннӑ халӑх хӳшӗ туса тултарчӗ те хӳшӗсенче пурӑнчӗ.

17. Все общество возвратившихся из плена сделало кущи и жило в кущах.

Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.

23. Также и о Иезавели сказал Господь: псы съедят Иезавель за стеною Изрееля. 24. Кто умрет у Ахава в городе, того съедят псы, а кто умрет на поле, того расклюют птицы небесные; 25. не было еще такого, как Ахав, который предался бы тому, чтобы делать неугодное пред очами Господа, к чему подущала его жена его Иезавель; 26. он поступал весьма гнусно, последуя идолам, как делали Аморреи, которых Господь прогнал от лица сынов Израилевых.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.

4. И послал Иаков, и призвал Рахиль и Лию в поле, к стаду мелкого скота своего, 5. и сказал им: я вижу лице отца вашего, что оно ко мне не таково, как было вчера и третьего дня; но Бог отца моего был со мною; 6. вы сами знаете, что я всеми силами служил отцу вашему, 7. а отец ваш обманывал меня и раз десять переменял награду мою; но Бог не попустил ему сделать мне зло.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех