Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗнчен икӗ утӑмра выртакан кашкӑрсене пӑхса илсен, вӑл халь ҫав тери ывӑннӑ кӑна мар, халран кайнине туйса илчӗ, сухӑрлӑ йывӑҫ вулли ҫине вӑйсӑррӑн лак! ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пӳлӗмре хӑйӗнчен аслӑраххи пур чухне калаҫӑва хутшӑнас мар терӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Инструктажра Крапивин та пулкаларӗ, анчах хӑйӗнчен хушса нимех те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, вӑл Крапивина халӗ хӑйӗнчен чылай аслӑрах, тен, ӑслӑрах та ҫын вырӑнне хурать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Пӑртак ӑна-кӑна пуҫ тавра ҫавӑрттарса пӑхмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, Антун», — шухӑшларӗ те Калюков хӑйӗнчен хӑй мӑшкӑлласа кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Эй, хуҫа! — чӗнсе илчӗ Мина хӑйӗнчен пӗр пуҫ чухлӗ ҫӳллӗрех Сидора.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑншӑн хӑйӗнчен ытларах кам асаплантарма пултарӗ ӑна?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайса тӗрӗсле-ха, — хушрӗ ҫавӑнтах хӑйӗнчен кӗҫӗнрех юлташне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун хӑйӗнчен хӑрпӑкрах курӑннипе, Король унран хӑрамарӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Антун пӗччен те аптӑрамӗ, хӑйӗнчен мӑшкӑллаттармӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун кусем хӑйӗнчен куҫкӗрет мӑшкӑлланине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Акӑ ме сана, Филимон Петрович, Атӑл варринчи кимӗ, ытарайми вӑлта шакки, — ӑшра хӑйӗнчен тӑрӑхласа илчӗ Крапивин. — Темиҫе эрне кураймӑп ӗнтӗ вӗсене».

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйӗнчен тӑрӑхланине-мӗнне асӑрхамарӗ вӑл, ҫавӑнпа хисеплесе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах телейлӗ ҫын тӳрӗ кӑмӑлпа хӑйӗнчен: «Ҫӑтмахах-ши ку?» — тесе ыйтсан кирек мӗнле телей те хӑйӗн чаплӑ тӗсӗсенчен ҫуррине ҫухатать.

Но всякое счастье утратит половину своих блестящих перышек, когда счастливец искренно спросит себя: рай ли оно?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Амӑшӗ Синопӑна хӑйӗнчен пӗр утӑм та, ниҫта та уйӑрман.

Пока Синопе не пошел четвертый год, мать ни на шаг не отпускала его от себя.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Ок-йи (ырӑ сунатпӑр)! — тесе кӑшкӑрнӑ Шурӑ Кашкӑр, хӑнана хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна лартса.

— Ой-йи! Добро пожаловать! — воскликнул Белый Волк, усаживая гостя на почетное место справа от себя.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӑйӗнчен чылай аслӑскерне яланах курас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӑйӗнчен эрех шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӗсене хӑйӗнчен укҫа та пурлӑх ҫеҫ кирлине пӗлнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Те хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗ эрех, те илемлӗ хӗр хӑйӗнчен пӑрӑнманни пуҫне ҫавӑрчӗ каччӑнне, ун чӗлхи ҫӑварӗнче ирӗклӗн кускалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех