Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чимӗр, хушамачӗ мӗнлеччӗ ку ҫыннӑн? — хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ пек каларӗ ҫамрӑк тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйӗнчен чылай ҫамрӑкскер пулас.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ачи хӑйӗнчен мар, тет, ухмах!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Ӑҫтан тупса килнӗ-ши ку чиперккене Яким? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Павӑл. — Теччӗре хӑйсен енчи пуп хӗрӗпе паллашнӑ тетчӗ, ҫавах мар-ши?»

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ашшӗне те хӑйӗнчен хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чураппа сӑмахӗ тӳрре килчӗ: хан кил хуҫине те хӑйӗнчен хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай Эрнепипе хӑйӗнпе калаҫса пӑхасшӑн, хӑйӗнчен пӗр сӑмах та пулин илтесшӗн.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗнчен ыйтас — мӑшкӑллатӑр тейӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытла ырхан-ҫке уту, пӑх-ха, хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать, — хӑракаласа лашана сӑмсинчен тытрӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чинпа хӑйӗнчен аслӑ ҫын умӗнче вӑл вӗҫӗмсӗр пӑхӑнакан йӑпӑлти ҫын пулнӑ пулсан, халӗ пурне те хушакан, пӑхӑнтаракан, тем те пӗр каласа хӑртакан ҫын пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл чӑваш тӗкӗрҫисене хӑйӗнчен те парне пачӗ — шӑмӑ вӗҫлӗ тӑватӑ ухӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет вӑл: мӗншӗн-ха театртан ҫав тери уйрӑлас килмест унӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куракансене култарас тесе хӑйӗнчен те сӑмах хушса хурать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш, йӑнӑш ыйтнине туйса, Сашӑпа пӗрле хӑйӗнчен хӑй кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Санитари пуйӑсӗ васкавлӑ груз турттаракан составсене хӑйӗнчен маларах ирттерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Нивушлӗ Алюнов та Колчак танатине кӗрсе ӳкрӗ?» — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Мӗнле-ха ку капла? Халь кӑна пирӗн Хӗрлӗ Ҫар Хусана шуррисенчен каялла илчӗ, анчах Совет влаҫне курайман ҫынсем пур иккен. Мӗнле тутар пулчӗ-ши ҫав ҫын?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— «Миша ҫавсенчен пӗри пулать-ҫке. Ӑна Максимов аллине тыттарса памалла иккен. Вара Чрезвычайнӑй Комиссие ӑсатаҫҫӗ», — хӑйӗнчен хӑй хӑраса кайрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш-хӑш ыйтупа халӑх умне тухса калаҫма та хӑюлӑх ҫитессӗн туйӑнатчӗ», — ыйтать вӑл хӑйӗнчен хӑй.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫыннӑн телейӗ хӑйӗнчен килет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех