Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«3. Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫак статьян 7-мӗш пайӗн положенийӗсемпе килӗшӳллӗн тивӗҫлӗ перечене кӗртнӗ Шупашкар хулин муниципалитет пӗрлӗхӗн, ҫавӑн пекех ытти хула округӗсемпе муниципаллӑ районсен муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсемпе предпринимательлӗх тата инвестици ӗҫ-хӗлӗн субъекчӗсем валли маларах пӑхса хӑварнӑ тивӗҫсене улӑштаракан е ҫӗнӗрен палӑртакан муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсен йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен витӗм кӳреслӗхне хаклас ӗҫне Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫак статьян 7-мӗш пайӗн положенийӗсемпе килӗшӳллӗн тивӗҫлӗ перечене кӗртнӗ Шупашкар хулин муниципалитет пӗрлӗхӗн, ҫавӑн пекех ытти хула округӗсемпе муниципаллӑ районсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе тӑваҫҫӗ, ҫав шута ҫаксем кӗмеҫҫӗ:

"3. Проекты муниципальных нормативных правовых актов муниципального образования города Чебоксары, а также иных городских округов и муниципальных районов, включенных в соответствующий перечень законом Чувашской Республики согласно положениям части 7 настоящей статьи, устанавливающие новые или изменяющие ранее предусмотренные муниципальными нормативными правовыми актами обязанности для субъектов предпринимательской и инвестиционной деятельности, подлежат оценке регулирующего воздействия, проводимой органами местного самоуправления муниципального образования города Чебоксары, а также иных городских округов и муниципальных районов, включенных в соответствующий перечень законом Чувашской Республики согласно положениям части 7 настоящей статьи, в порядке, установленном муниципальными нормативными правовыми актами в соответствии с настоящим Законом, за исключением:

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тӗлӗнмелле, анчах Николай Федорович хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ шайра хакламаннишӗн кӳренмерӗ (е кӑтартмарӗ-и).

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫапла майпа апат хуранӗн ӗҫне самай ҫӑмӑллатӗ.

Таким образом улучшит работу пищеварения.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вырӑнти пуҫлӑхсем ҫакӑнпа килӗшсе полицин участокри уполномоченнӑйӗсен ӗҫне вӑйлатма ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

1955 ҫулта ӑна Ишлей райпотребсоюзӗн хатӗрлев кантурин директорӗн ӗҫне шанса параҫҫӗ, 1959 ҫулта «Победа» (кайран «Рассвет») колхоз ертӳҫине суйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Атайкассинчи Анискинсен ҫемйин ӗҫне жюри членӗсем пысӑк хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ӗҫне юратнипе унран киленӗҫ илет те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ялта ҫуралса ӳснӗскер ҫӗр ӗҫне кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫемьери 8 ҫынран 6-шӗ 370 тӑваткал метр лаптӑкпа танлашакан анкартинче ҫӗр ӗҫне пурнӑҫласа хӑйсем валли таса та паха пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илме хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Хальхинче Алена Игоревна Думӑри хӑйӗн 4 ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетрӗ.

На этот раз Алена Игоревна подвела итоги своей 4 летней работы в Думе.

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫавӑн пекех республикӑри аслӑ шкулсенчен вӗренсе тухакансем хамӑр тӑрӑхрах хӑйсен ӗҫне йӗркелеме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ӑста тухтӑр больницӑри 35 ҫула ҫитмен специалистсен «Ҫамрӑк чӗресем» общество пӗрлешӗвӗн ӗҫне те хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Николай Алексеевич тӗп врач ӑна Шупашкарти медучрежденисен шайӗнче кӑткӑс операцисем тума пултарнӑшӑн, хӑйӗн ӗҫне пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн хисеплет.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енрен кайнӑ делегатсен ӗҫне хак панӑ май, пирӗн республикӑра ытти регионсемпе танлаштарсан, ҫутҫанталӑк ресурсӗсем пулманнине, пирӗн ҫынсем чи пысӑк пуянлӑх пулнине палӑртнӑ.

Оценивая работу делегатов с Чувашской Республики Глава Республики Михаил Игнатьев отметил, что наша республика по сравнению с другими регионами, не имеет природных ресурсов, наши люди являются большим богатством.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Съезд ӗҫне икӗ пин ытла делегат хутшӑннӑ, вӑл шутра Чӑваш Енрен те.

В работе съезда участвовали две тысячи делегатов, в том числе и из Чувашии.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Елена Хохлова та хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлекен специалист.

И Елена Хохлова специалист, хорошо знающий свою работу.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Фермер ӗҫне 15 ҫул каялла пуҫӑнтӑмӑр.

Фермерством начали заниматься 15 лет назад.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пӗр ӗҫӗнче аслашшӗн вӑрманпа ҫыхӑннӑ кун-ҫулӗпе ӗҫӗсем ҫинчен, ырӑ ята ӗмӗрлӗхе хӑварас тесе ун ячӗпе аллея уҫни пирки каласа панӑ; тепринче — ҫемьере аслашшӗн ӗҫне малалла тӑсни, вӑрмана хисеплесе пурӑнни пирки ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хӑйсен ӗҫне йӗркелесе ярас кӑмӑллӑ ҫынсене те патшалӑх тӗрлӗ енлӗн хавхалантарать.

И желающим открыть свое дело, государство всячески поддерживает.

Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Партизансемпе подпольщиксен паттӑрла ӗҫне пӗтӗм халӑх ырласа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех