Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакансем (тĕпĕ: пурӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк ҫавӑн пек йӗрке пулнӑ, ялти пӗр-пӗр ҫын темле сӑлтава пула хӑйӗн пурлӑхне сутма шухӑшласан хуҫалӑхӗнче мӗн пуррине пӗтӗмпех сутасси ҫинчен пӗлтерет, вара таврара пурӑнакансем япала суйлама, хаклашма пуҫтарӑнаҫҫӗ.

В старину было так: когда кто-нибудь в деревне хотел почему-либо продать своё добро, то в назначенный день весь скарб и скотина выставлялись напоказ, и отовсюду съезжался народ, чтобы поглядеть на всё это и поспорить о цене.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Паллах, паллах, — хӑвӑрттӑн каласа хучӗ вӑл, — санӑн хаклӑ аннӳ пирӗн приютра пурӑнакансем ҫинчен манса каймасть.

— Конечно, конечно, — проговорила она торопливо, — твоя дорогая мамочка не забывает на своём хуторе про нас, бедных.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Приютра пурӑнакансем нихӑҫан та тӑраниччен ҫисе курман, ҫавӑнпа Эмиль амӑшӗ вӗсене питӗ шеллет.

Жители приюта никогда не ели досыта, и мама Эмиля их всех очень жалела.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсем хушшинче нушаланса пурӑнакансем пулсан, вӗсене хам ҫурт ҫывӑхӗнче юрӑхлӑ пӳртсем уйӑрса панӑ пулӑттӑм.

Если бы между ними оказались нуждающиеся, я отвел бы им удобные жилища вокруг моего поместья.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, мана эпӗ король ҫуртӗнче пурӑннӑ чухне хам мӗн илтменнисем ҫинчен каласа парас пулсан, эпӗ тӗлӗннисем часах иртсе кайма пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫӳлте утрав ҫинче пурӑнакансем ытлашши пысӑк ӑс-хакӑлсем пирки шухӑшлаҫҫӗ, ҫакна пула вӗсем аялта ҫӗр ҫинче мӗн пулса пынипе интересленме те пултараймаҫҫӗ.

Он высказал опасение, что мое восхищение значительно остынет, когда он сообщит мне кое-какие подробности, о которых я вряд ли слышал при дворе. Ведь там, наверху, люди слишком погружены в возвышенные размышления и им некогда обращать внимание на то, что творится на земле.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мӗншӗн тесен шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн Леннибергра пурӑнакансем Эмиле Америкӑна ӑсатма укҫа пуҫтарнӑччӗ.

Потому что именно после этого случая жители Лённеберги собрали, как ты помнишь, деньги, чтобы отправить его в Америку.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Катхульт хуторӗнче пурӑнакансем килелле ҫул тытрӗҫ.

Полчаса спустя жители Катхульта ехали домой.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хулара пурӑнакансем те, ярмӑрккӑна килнӗ хресченсем те.

Тут и местные жители, и крестьяне, приехавшие на ярмарку.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Смоландра пурӑнакансем пурте ҫӗтсе кайнӑ пӗр-пӗр комета ӑнсӑртран кӗмсӗрт ҫӗре тӑрӑнасра, ҫӗр чӑмӑрне вакласа тӑкса унти пурнӑҫа пӗтерсе хурасран хӑрушла хӑраҫҫӗ.

Все жители Смоланда до ужаса боялись, что какая-нибудь заблудшая комета ни с того ни с сего врежется в нашу Землю, разобьёт её вдребезги и на этом кончится жизнь.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ирхи пилӗк сехетре Альфред сарайран пысӑк коляска сӗтӗрсе кӑларчӗ те лашасене кӳлсе тӑратрӗ, вара Катхультра пурӑнакансем — Эмильпе Ида, вӗсен ашшӗпе амӑшӗ тата Альфредпа Лина — ҫула тухрӗҫ.

Часов в пять утра, Альфред выкатил из сарая большую коляску, запряг лошадей, и все жители Катхульта отправились в путь — и папа, и мама, и Альфред, и Лина, и сестрёнка Ида, и сам Эмиль.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Смоландра пурӑнакансем авалтанпах вӗсенчен хӑраҫҫӗ.

Их в старое время все в Смоланде очень боялись.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхульт хуторӗнче пурӑнакансем ӑна ҫак сарайӗнчен нихӑҫан та кӑларасшӑн мар тейӗн ҫав.

Все тут, на хуторе Катхульт, хотят, чтобы он никогда не вышел из сарая.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультра пурӑнакансем ҫинчен пурин ҫинчен те каласа патӑм ӗнтӗ сана, Крюсе-майа ҫинчен чутах манса каяттӑм.

Я тебе уже перечисляла всех жителей хутора Катхульт, а вот про Крёсе-Майю чуть-чуть не забыла.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхульт хуторӗнче пурӑнакансем килелле ҫул тытрӗҫ.

А потом все жители хутора поехали домой, в Катхульт.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультра пурӑнакансем тӑруках хыпкаланма пуҫларӗҫ.

И вот все жители Катхульта засуетились.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Леннебергӑра пурӑнакансем вара темшӗн ҫакӑнпа килӗшесшӗн мар.

А вот лённебержцы этого почему-то вовсе не хотели.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Смоланд округӗнче пурӑнакансем тӗп хулари ҫынсем пек калаҫмаҫҫӗ паллах.

Ведь в Смоланде все говорят не так, как в столице.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Балеар утравӗсем ҫинче пурӑнакансем виҫӗ хут чӗне пӗрле ҫӗлесе тунӑ.

Балеарцы же делали ее из тройных, сшитых вместе, ремней.

Праща // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Авалхи вӑхӑтра пращапа пуринчен ытла Родоспа Балеар утравӗсем ҫинче пурӑнакансем лайӑх ҫапӑҫма пӗлнӗ.

Самыми замечательными пращниками в древнем мире были воинственные жители острова Родоса и Балеарских островов.

Праща // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ялта пурӑнакансем хӑйсен пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатассишӗн ырми-канми вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех