Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Вӑл мӗскӗнӗн чунне усал ҫынсен аллинчен хӑтарать.13. Пойте Господу, хвалите Господа, ибо Он спасает душу бедного от руки злодеев.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун чухне савӑнса ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗсенчен шыв ӑсатӑр, 4. ҫавӑ кун калатӑр вара: Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр; Унӑн ӗҫӗсене халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр; Унӑн ячӗ аслӑ ят пулнине астутарсах тӑрӑр; 5. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр: Вӑл виҫесӗр аслӑ ӗҫ тунӑ, — ҫакна пӗтӗм ҫӗр пӗлсе тӑтӑр.
Ис 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Турӑ — манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: Ӑна шанатӑп та — хӑрамастӑп; Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-хӑватӑм, юрласса та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп — Вӑл маншӑн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗ.
Ис 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитӗ, вӑл ҫитӗ мӗнпур мӑнаҫлине, мӑнкӑмӑллине, мухтаса чапа кӑларнине, — ҫакӑ ӗнтӗ кӗҫӗне юлӗ, — 13. вӑл ҫитӗ Ливан ҫинче ӳсекен мӗнпур ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ кедр йывӑҫне, Васанӑн мӗнпур юманне, 14. мӗнпур ҫӳллӗ тӑва, таҫтанах курӑнса тӑракан сӑртсене, 15. мӗнпур ҫӳллӗ пашнене, мӗнпур тӗреклӗ хӳмене, 16. Фарсисӑн мӗнпур карапне, вӗсенӗн ӑмсантаракан мӗнпур эрешне.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа эпӗ Сана аслӑласа, мухтаса тӑрам, Ҫӳлхуҫа ятне мухтавлам.17. За это я буду прославлять и хвалить Тебя и благословлять имя Господа.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн ятна вӗҫӗмсӗр мухтаса тӑрам, мухтав юрри юрласа аслӑлам: Эсӗ манӑн кӗллӗме илтрӗн: 16. Эсӗ мана вилӗмрен хӑтартӑн, усал саманаран ҫӑлса хӑвартӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫине, Пурне те Тытса Тӑракана, Ҫӳлти Турра, пуҫҫапмашкӑн пӗтӗм халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнӗ; 20. псалом юрлакансем вара Ӑна янӑравлӑн мухтанӑ; сӑваплӑ Ҫурт талккӑшӗпе ытарайми юрӑ хӑватлӑн янӑранӑ, 21. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ вӑхӑтра пӗтӗм халӑх Ырӑлӑхлӑ Ҫӳлти Турра кӗлтуса тӑнӑ, кӗлӗ пӗтичченех ҫапла тунӑ вӗсем.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл кашни ӗҫне тумассерен Святоя мухтаса тав тунӑ; 10. хӑйне Пултаракана пӗтӗм чун-чӗререн юратса мухтав юрри юрланӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кам курнӑ Ӑна? кам ӑнлантарса парӗ? Ӑна кам тивӗҫлипе мухтаса ҫитерейӗ?34. Кто видел Его, и объяснит? и кто прославит Его, как Он есть?
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эппин, Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чун-чӗререн мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑласа тӑрӑр.42. Итак всем сердцем и устами пойте и благословляйте имя Господа.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8. вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9. кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10. вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кашни тӑнлӑ ҫынах ӑслӑлӑха пӗлет, ӑслӑлӑха тупакана мухтаса ырлать.28. Всякий разумный познает премудрость и нашедшему ее воздаст хвалу.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана — хӑйсене Хӑтаракана — мухтаса, вӗсем улӑхра ҫӳрекен утсем пек хӗпӗртенӗ, путексем пек вылянӑ: 10. ӗнтӗ вӗсем хӑйсем лере мӗн курнине — кулленхи чӗрчунсем вырӑнне ҫӗр шӑна-ӳпре ӗрчетнине, юханшывра пулӑ вырӑнне шутсӑр-сумсӑр шапа кӗшӗлтетнине — асрах тытнӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара тӳрӗ ҫынсем усал ҫынсен кӑралне илнӗ те, эй Туррӑмӑр, Санӑн сӑваплӑ ятна мухтаса юрланӑ, пӗр пулса, Санӑн аллуна — хӑйсене хӳтӗлекен алла — аслӑланӑ; 21. ӗнтӗ ӑслӑлӑх чӗлхесӗррисен ҫӑварне уҫнӑ, кӑкӑр ачисен чӗлхине ӑнланмалла тунӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара савӑнӑҫа мухтаса илтӗм, мӗншӗн тесессӗн ҫут тӗнчере ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук: ҫакӑ вӑл унӑн Турӑ панӑ ҫут тӗнчери пурӑнӑҫӗнче, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пулса пырать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; Ӑна сӑваплисен пухӑвӗнче мухтаччӑр.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана мухтӑр: хамӑр Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн ырӑ, Ӑна мухтани чун-чӗрене килентерет.1. Хвалите Господа, ибо благо петь Богу нашему, ибо это сладостно, - хвала подобающая.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хам пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрам; хам чӗрӗ чухне Туррӑма мухтаса юрлам.2. Буду восхвалять Господа, доколе жив; буду петь Богу моему, доколе есмь.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗлхе-ҫӑварӑм Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫӗ, пур чун та ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн сӑваплӑ ятне мухтаса тӑтӑр.21. Уста мои изрекут хвалу Господню, и да благословляет всякая плоть святое имя Его во веки и веки.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Асра юлтӑр тесе Эсӗ мӗн тери ырӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, Санӑн тӳрӗлӗхне мухтаса юрлӗҫ.7. Будут провозглашать память великой благости Твоей и воспевать правду Твою.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.