Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

комисси сăмах пирĕн базăра пур.
комисси (тĕпĕ: комисси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комисси членӗсем уй-хире кая юлмасӑр инсектицидсемпе им-ҫамлама сӗнчӗҫ.

Члены комиссии предложили пока не поздно поля обработать инсектицидами.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Комисси членӗсем уй-хирте кашласа ларакан калчана тӗрлӗ енлӗ хакларӗҫ – вӑрлӑха им-ҫамланине, ӑна витнӗ ҫӗр ҫийӗн тарӑнӑшне, шӑтса тухнӑ калчасен ҫӑралӑхне, пӗр тикӗслӗхне, ҫум курӑк пуррипе ҫуккине, уй-хире культурӑланине, чирсемпе тата сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа сиенленнине, вӑрлӑх пахалӑхне кура.

Члены комиссии на полях анализировали всходы, исходя из качества, по разным критериям - обработку семян удобрениями, глубину заложенной поверхности почвы, густоту проросших всходов, равномерность, наличие сорняка, обработку поля, повреждение болезнями и вредными. насекомыми.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Комисси членӗсем уй-хирте кашласа ларакан калчана тӗрлӗ енлӗ хакларӗҫ – вӑрлӑха им-ҫамланине, ӑна витнӗ ҫӗр ҫийӗн тарӑнӑшне, шӑтса тухнӑ калчасен ҫӑралӑхне, пӗр тикӗслӗхне, ҫум курӑк пуррипе ҫуккине, уй-хире культурӑланине, чирсемпе тата сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа сиенленнине, вӑрлӑх пахалӑхне кура.

Члены комиссии колышущиеся всходы на поле оценили с разных сторон - обработку семян удобрениями, глубину почвы, густоту всходов, ровность, наличие сорняков, обработку поля, поражение болезнями и насекомыми-вредителями, по качеству семенной.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ача сачӗн заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Людмила Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх — ку ыйтӑва тӗпчессипе йӗркеленӗ комисси лару-тӑрӑва тӗплӗ тишкерет.

Из сообщения исполняющей объязанности заведующего детским садом Людмилы Ивановой - комиссия, созданная для исследования данного вопроса, изучает ситуацию основательно.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн документсене йышӑнакан комисси пӳлӗмӗн алӑкӗ умӗнче хурланса тӑракан Сергей Иванов патне кунта ӗҫлекен паллакан пӗр хӗрарӑм ӑнсӑртран пыман пулсан, шала кӗрсе хӑюсӑр каччӑн аттестатне илсе тухман тӑк паян К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ нумай ҫухататчӗ.

Если бы тогда, когда у дверей приемной комиссии Чувашской сельскохозяйственной академии стоял в печали Сергей Иванов, к нему случайно не подошла бы знакомая ему женщина, работающая в данном учреждении, и не забрала бы документы несмелого парня, то сегодня Чувашский академический театр имени К. В. Иванова потерял бы многое.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Комисси ӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Виктор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, комисси ППЭри балсене тата абитуриентӑн сывлӑх ҫирӗплӗхӗпе ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне шута илет.

По словам Виктора, комиссия учитывает баллы ППЭ, здоровье и выносливость.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Анчах конкурс документацийӗсене тимлӗ тишкерсе хакланӑ хыҫҫӑн комисси пысӑк балсем пухнӑ хресченпе фермер хуҫалӑхӗн 33 пуҫлӑхне кӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫакӑнпа пӗрлех комисси районта харпӑрҫӑсем пӑхса тӑман лаптӑксене те тупса палӑртнӑ: ял хуҫалӑх ӗҫӗсене валли пӑхса хунӑ 12,7 га лаптӑка тӗмсем пусса илнӗ, хыт-хура ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Граждансемпе юридици сӑпачӗсене тара панӑ е вӑхӑта палӑртмасӑр усӑ курма панӑ республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ май комисси кунти 556,4 га лаптӑка арендӑна илсе фермер хуҫалӑхӗ тухӑҫлӑ усӑ курни пирки пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

90-мӗшсен пуҫламӑшӗнче — ЧР Аслӑ Канашӗн депутачӗ, Культура, чӗлхе, вӗрентӳ тата нацисен хушшинчи ҫыхӑнусем енӗпе ӗҫлекен яланхи комисси председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Вӗсене комисси пӑхса тухать.

Их рассмотрит комиссия.

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мартӑн 17-29-мӗшӗсенче районта йӗркеленӗ комисси хуҫалӑхсем ҫуракине мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслет.

17-29 марта созданная в районе комиссия проверит готовность хозяйств к полевым работам.

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 14-мӗш номерлӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн районта ку енӗпе ятарлӑ комисси туса хунӑ, мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

– Ейӗве хирӗҫле ӗҫлекен комисси нарӑсӑн 16-мӗшӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвне ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Комисси председателӗ _ район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ _ строительствӑпа обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ Николай Краснов.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫак тӗллевпе районта мероприятисен планне туса ҫирӗплетнӗ, ӗҫе сӑнаса тата йӗркелесе тӑма ятарлӑ комисси те пур.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Палӑртса хӑваратпӑр, комисси ӗҫне шӑпах та, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев йӗркелесе ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Вӗсене комисси алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Все они утверждены комиссией.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫавна май иртнӗ кунсенче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси опекӑпа попечительство органӗн представителӗсемпе, районти тӗп больницӑн врач-наркологӗпе Л.Ярышевӑпа пӗрле Урмаел ял поселенийӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех