Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрӑсем (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуян содержаниллӗ юрӑсем пурнӑҫра — сывлӑх, сӗтел ҫинче — ҫӑкӑр-тӑвар, ҫумра мӑшӑр пурри мӗн тери хаклӑ пулнине аса илтерчӗҫ, кашнинех шухӑша ячӗҫ.

Богатые содержанием песни в жизни — здоровье, на столе — хлеб-соль, рядом супруг напомнили о том что является ценным, каждого заставили задуматься.

Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Сцена ҫине Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи учительсен коллективӗ тухсан ҫепӗҫ юрӑсем зал тӑрӑх саланчӗҫ.

Когда на сцену вышел коллектив учителей средней школы Полевого Шептахово, по залу разнеслись нежные песни.

Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ.

Куҫарса пулӑш

Марина Карягина: «Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть» // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20031.html

Миша Григорянӑн тусӗсемпе тӑванӗсем, пӗлӗшӗсемпе йӑхташӗсем выставка хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне хускатса янине палӑртса тӑван чӗлхипе сӑвӑсем каларӗҫ, аякри сӑрт-тусен хурлӑхлӑ ахрӑмне чӑваш ҫӗрӗ ҫине те ҫитерекен юрӑсем юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

«Пламя» ансамбль шӑрантарнӑ такмаксемпе юрӑсем пухӑннисемшӗн чӑн-чӑн парне пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Районти культура ҫурчӗн директорӗ Мария Илларионова пухӑннисене кӑмӑла ҫӗклекен илемлӗ юрӑсем парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Репертуарта «Уҫланкӑри палан, «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Тавах, анне» юрӑсем пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫуркунне «Вӗҫенкайӑк кунне» ирттернӗ, ачасем хӑйсен аллипе шӑнкӑрч йӑвисем тунӑ, вӗсене пурте пӗрле пухӑнса, савӑнса, сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа йывӑҫсем ҫине ҫакса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ӗҫкӗ-ҫикӗ юлташсем Чӑнлӑ хӗррине кайса кӑвайт умӗнче сӑвӑсем каланипе, юрӑсем шӑрантарнипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эпӗ саншӑн ҫӗнӗ юрӑсем ҫырӑп.

Я для тебя новые песни напишу.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсен малашнехи пурнӑҫшӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем шӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑйӑ каласа, купӑспа юрӑсем шӑрантарса, ҫывӑхри ял Акатуйне хутшӑнса чӑваш журналисчӗсем тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Запевая, заливая песни под гармонь, приняв участие в Агадуе ближней деревни чувашские журналисты удовлетворенные разошлись по домам.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Вӑл — Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи уйрӑмӗн правленийӗн членӗ, 5 кӗнеке — «Ӑшри туйӑмсем», «Сӑвӑсемпе юрӑсем», «Илемлӗх ытамӗ», «Халап хапха тӑрринче», «Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ» — авторӗ, Алексей Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ /2012 ҫ./.

Она - член правления Красночетайского районного отделения Чувашского национального конгресса, автор 5 книг - "Внутренние чувства", "Стихи и песни", "Объятие красоты", "Сказка на воротах", "Антология Красночетайских писателей", лауреат премии имени Алексея Талвира (2012 г.).

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кунӗпе ӗҫлесе ывӑнсан та яш-кӗрӗм каҫсерен тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Кӗҫех магнитофон тӗрме пурнӑҫӗ ҫинчен хывнӑ юрӑсем янӑратма пуҫларӗ.

Скоро из магнитофона прозвучали песни о тюремной жизни.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Юрӑсем шӑрантарса, ташӑсем ташласа савӑнтартӑмӑр.

Веселили пением песен, исполнением танцев.

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

«Кукаҫи, санӑн сӑввусемпе юрӑсем ҫырма пуҫлатӑп», — тет вӑл мана, ватӑ ҫынна.

"Дедушка, начинаю писать песни на твои стихи", - говорит он мне, старику.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Тӗп агрономра ӗҫленӗ тапхӑрта республикӑри хуҫалӑхсене кайсан: «Сирӗн юрӑсем питӗ лайӑх. Тата ҫырӑр», — тетчӗҫ.

— Когда выезжал как главный агроном по хозяйствам республики всегда говорили: "Ваши песни очень хороши. Пишите еще"

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Культура институтӗнчи преподавательпе Эльза Кузьминичнӑпа «Шупашкар», «Халӗ мана асӑрхамарӑн», «Пурӑнар-и, курланкӑри мӑйӑр пек» юрӑсем ҫыртӑмӑр.

Эльзой Кузьминичной, преподавателем Института культуры, мы написали песни "Чебоксары", "Ты меня не заметил", "Давайте жить как орешки в гранке".

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Выпускниксем юрӑсем юрларӗҫ‚ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем‚ ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ‚ вальс ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех