Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курма (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйхӑллӑ Егорушка тӑлӗ те упа курма Мойсей Мойсеич хыҫҫӑн юлхавлӑн танкӑлтатрӗ.

Сонный Егорушка встал и лениво поплелся за Мойсеем Мойсеичем смотреть медведя.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланчӗ, юлашкинчен пӗтӗмпех куҫ умне тухса тӑчӗ, ӗнтӗ унӑн икӗ ҫунатне те халь лайӑххӑнах курма май пулчӗ.

Она становилась всё больше и больше, совсем выросла, и уж можно было отчетливо разглядеть ее два крыла.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Сан шутупа, эппин, — ҫилленчӗклӗн сӑмах хушрӗ Стефчов та, — сан ҫав ҫыннусем, ҫав патриотсем, пире ҫитсе курма кӑмӑл хывсан, вӗсене кӗтсе илме шкул ачисене кӑлармалла пуль, вӗсене юрӑ юрласа йышӑнма алӑк-хапхасене уҫмалла пуль, кукӑль пӗҫермелле мар-и тата, хӑш-пӗрисем ав ҫӑкӑр типӗтсе хунӑ-ҫке?

— Значит, по-твоему, — злобно отозвался Стефчов, — если эти твои люди, эти патриоты, соблаговолят нас посетить, надо вывести им навстречу детей из училища, надо встретить их с песнями, распахнуть перед ними двери наших домов, может быть, пирогов им напечь, как некоторые готовили для них сухари?

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑна пӗр минутлӑха пурӑнса курма сӗнчӗҫ пулать те, ҫав вӑхӑт уншӑн пӗр ӗмӗр асапне тӑчӗ пуль.

Подарили ему одну минуту жизни, а эта минута целого века страданий стоит.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхавҫӑсем пӑшалпа персе пӑрахнине курма пухӑнса тӑчӗҫ.

Повстанцы столпились над обрывом, чтобы оттуда наблюдать за казнью.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада Лалкӑпа пит туслӑччӗ, ҫак сӑлтав вӗсене юлашки хут курма ирӗк парать.

Рада дружила с Лалкой, и этого было достаточно.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Николай Недковичпа Франгов ҫав кунхине Кандов мӗншӗн аплах улшӑнчӗ-ха тесе пӗлме ӑна курма кӗчӗҫ те, вӑл Клисурӑна «хӑйӗн тӑванӗ патне хӑнана» кайнине пӗлчӗҫ.

В тот же день Николай Недкович и Франгов, уже заметившие, что с Кандовым произошла какая-то странная перемена, зашли его проведать и узнали, что он уехал в Клисуру «погостить у родственника».

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра халӑх чиркӳрен тухни курӑнса кайрӗ, кофейньӑра сасартӑк кулма чарӑнчӗҫ, ҫынсем пурте чӳрече патнелле кармашрӗҫ, тӗрлӗрен тумланнӑ ҫынсене курма тытӑнчӗҫ.

Внезапно смех умолк, так как в эту минуту толпа повалила из церкви, и завсегдатаи кофейни кинулись к окнам поглазеть на проходивших мимо расфранченных мужчин и женщин.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хулари икӗ паллӑ ҫын ҫапла калаҫнӑ хушӑра, вӗсене асӑрхантарсах каймасӑр комитет членӗсем тата темиҫен пыра-пыра кӗчӗҫ, вӗсем те ҫула майӑн чарӑннӑ иккен, Бяла Черквари пӗр лупас айӗнче тупӑ мӗнле тунине курма кӗнӗ.

Во время этой беседы двух именитых горожан во двор, не привлекая их внимания, вошло несколько членов комитета; они тоже мимоходом завернули сюда, чтобы полюбоваться на пушечную мастерскую бяло-черковского Круппа.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӗм-тӗттӗм ҫӗр варринче ҫак ӑнсӑртран тӗле килнӗ вӑйлӑ ҫутта камӑн курма ӑсӗ ҫитнӗ-ши?

Чей ум уловил во мраке ночи этого светлячка, заметил эту необъяснимую игру случая?

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапах та эпир ак ҫакна систерсе хӑварар-ха, Марко, тӳррипе каласан, пӑлхава хатӗрлессипе кӑна хавхаланнӑ, пӑлхавра хӑй пулса курма асне те илмен.

Заметим, однако, что Марко, в сущности, увлекался только подготовкой к восстанию, по участвовать в нем не собирался.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ман унпа усӑ курма тивӗҫӗм ҫук ӗнтӗ тинех; эп Болгаринчен каясшӑн мар; эпӗ ирӗклӗхшӗн кӗрешсе пурнӑҫӑма хурасшӑн.

Но я уже не имею права пользоваться ими; я не хочу уезжать из Болгарии; я буду бороться и отдам жизнь за ее свободу.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав кашкӑрсене пулах кӑҫалхи хӗл хире тухса курма ҫук-ҫке.

А то в нынешнюю зиму из-за волков в поле нельзя выйти.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑн калатӑп, шан эс мана… — сӑмси айӗн мӑкӑртатрӗ хуҫи кофӗ тултарса панӑ хушӑра, хӑй ҫаплах хӑнана: ӑҫта курма пултарнӑ-ши эп ку ҫынна, тенӗ майлӑ тинкерсех пӑхать.

Я правду говорю, уж ты мне поверь… — приговаривал хозяин, подавая кофе, и так пристально смотрел на гостя, словно старался вспомнить, где он видел этого человека.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Курма пынӑ кӳршисем те лӑках тулнӑ, унта-кунта ик-виҫӗ хунар ҫунать.

Любопытные соседи запрудили весь двор, кое-где светилось два-три фонаря.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов тем чӑтса курма пултарнӑ пулсан та, ҫак ют ҫын умӗнче лӑпланса тӑраймарӗ: сӑнӗ улшӑнчӗ унӑн, тути шуралчӗ.

При всей своей выдержке Огнянов не смог сохранить спокойствие в присутствии чужого человека: он изменился в лице, губы его побелели.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр чух ӑна ҫамрӑк автан пусма хушатӑн та, вӑл пур — хӑравҫӑ — унта та, урама чупса тухса, пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене автан мӑйне касса татма ертсе кӗрет: тумлам юн курма хӑрать…

Иной раз скажешь ему цыпленка зарезать, так этот трусишка бежит на улицу и просит первого встречного порезать цыпленку горло: каплю крови увидеть боится…

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хула тулашне тухса курма ҫук.

За город носа показать не смеешь.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрра пӗри кӑна пуҫласа ячӗ, ун хыҫҫӑн хӑш-пӗр артистсем юрлама тытӑнчӗҫ, вара ушкӑнӗпех, вӗсене пула курма пынисем те юрлама тытӑнчӗҫ!

Песню запел один человек, ее подхватили три-четыре актера, потом вся труппа, а за нею начали подпевать и зрители.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Курма пынӑ халӑх сывлӑш ҫавӑрма шикленсе ӑна тинкерсе пӑхать, пурте вӑл Геновевӑпа курнӑҫасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Зрители, затаив дыхание, впились в него глазами, ожидая его встречи с Геновевой.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех