Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
31. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть!

31. Подобно и первосвященники с книжниками, насмехаясь, говорили друг другу: других спасал, а Себя не может спасти.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пилат Унран татах ыйтнӑ: Эсӗ нимӗн те каламастӑн-и? куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав кӑтартаҫҫӗ? тенӗ.

4. Пилат же опять спросил Его: Ты ничего не отвечаешь? видишь, как много против Тебя обвинений.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Пилат Унран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ.

2. Пилат спросил Его: Ты Царь Иудейский?

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аслӑ священник каллех ыйтнӑ Унран, Ӑна ҫапла каланӑ: Эсӗ Христос-и, Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и? тенӗ.

Опять первосвященник спросил Его и сказал Ему: Ты ли Христос, Сын Благословенного?

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӗсем салхуланса кайса пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Унран ыйта пуҫланӑ: эпӗ мар-и? тенӗ.

19. Они опечалились и стали говорить Ему, один за другим: не я ли? и другой: не я ли?

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.

После того никто уже не смел спрашивать Его.

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Кӗнекеҫӗсенчен пӗри вӗсем тавлашнине курнӑ та, Иисус вӗсене хирӗҫ аван каланине илтсе, Унран пырса ыйтнӑ: ӳкӗтсенчен чи асли хӑшӗ? тенӗ.

28. Один из книжников, слыша их прения и видя, что Иисус хорошо им отвечал, подошел и спросил Его: какая первая из всех заповедей?

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ; вӑл та вилчӗ, унран та ача-пӑча юлмарӗ; виҫҫӗмӗшӗ те ҫаплах пулчӗ.

21. Взял ее второй и умер, и он не оставил детей; также и третий.

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Унтан Иисус патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ: 19. Вӗрентекен!

18. Потом пришли к Нему саддукеи, которые говорят, что нет воскресения, и спросили Его, говоря: 19. Учитель!

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗнтӗ Унран тӗлӗннӗ.

И дивились Ему.

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та 28. Унран: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ҫапла тума Сана кам ирӗк панӑ? тесе ыйтнӑ.

И когда Он ходил в храме, подошли к Нему первосвященники и книжники, и старейшины 28. и говорили Ему: какою властью Ты это делаешь? и кто Тебе дал власть делать это?

Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫавна кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксем илтнӗ те Ӑна епле те пулин пӗтерме май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӗрентӗвӗнчен пӗтӗм халӑх тӗлӗннӗрен вӗсем Унран хӑранӑ.

18. Услышали это книжники и первосвященники, и искали, как бы погубить Его, ибо боялись Его, потому что весь народ удивлялся учению Его.

Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.

17. Когда выходил Он в путь, подбежал некто, пал пред Ним на колени и спросил Его: Учитель благий! что мне делать, чтобы наследовать жизнь вечную?

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗренекенӗсем Унран пӳртре те каллех ҫавӑн ҫинчен ыйтнӑ.

10. В доме ученики Его опять спросили Его о том же.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Фарисейсем пынӑ та, Ӑна сӑнас тесе, ыйтнӑ Унран: упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ.

2. Подошли фарисеи и спросили, искушая Его: позволительно ли разводиться мужу с женою?

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.

28. И как вошел Иисус в дом, ученики Его спрашивали Его наедине: почему мы не могли изгнать его?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Ҫак аскӑн та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, сӑваплӑ ангелсемпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ, тенӗ.

38. Ибо кто постыдится Меня и Моих слов в роде сем прелюбодейном и грешном, того постыдится и Сын Человеческий, когда приидет в славе Отца Своего со святыми Ангелами.

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫав ытарӑш ҫинчен ыйтнӑ.

17. И когда Он от народа вошел в дом, ученики Его спросили Его о притче.

Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Унран кулнӑ.

40. И смеялись над Ним.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ.

9. И спросил его: как тебе имя?

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех