Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кил сăмах пирĕн базăра пур.
кил (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каркӑҫ патне кил.

Подойди к занавеске.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Тӑхта, кил кунта, шуйттанла пӑрӑҫ пуракӗ…

— Постой-ка, поди сюда, чертова перечница…

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Мӗнле намӑс мар сире! — хистевлӗн-асӑрхаттаруллӑн палӑртрӗ кил хуҫи арӑмӗ.

— Как вам не совестно! — наставительно заметила хозяйка.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ ӑна хистесех ҫапла каларӑм: тупа тутармасӑр пӗр ҫынна та илсе ан кил, кашнинех мана ним чухлӗ те усал тумастӑп, пӑшалпа тапӑнмастӑп, ӑна пур тӑшмансенчен те хӳтӗлӗп, тесе сӑмах патӑр, терӗм.

Я строго наказал ему не привозить ни одного человека, не взяв с него клятвенного обещания, что он не только не сделает мне никакого зла, не нападет на меня с оружием в руках, но, напротив, будет защищать меня от всех неприятностей.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ каллех ӑна кӑшкӑрма пуҫларӑм, хам патӑмарах кил тесе, алӑпа кӑчӑк туртса кӑтартрӑм.

Я опять стал кричать ему и делать знаки, чтобы он подошел ближе.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫурма сасӑпа калаҫрӗ, пӑлханнипе вӗҫсӗрех пӳрнескине ҫӗре ӳкерчӗ, Катя вара, ун ачин ачи, ӑна шырама сӗтел айне кӗре-кӗре кайрӗ; унта вӑл кашнинчех чылай вӑхӑт тухмасӑр ларчӗ, ахӑртнех, Егорушка урисене пӑхрӗ пуль.

Хозяйка говорила вполголоса и то и дело от волнения роняла наперсток, а Катя, ее внучка, лазала за ним под стол и каждый раз долго сидела под столом, вероятно, рассматривая Егорушкины ноги.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Мӗнех, чей ӗҫме пулӗ, — кил хуҫине шелленӗ пек, ассӑн сывларӗ Христофор атте — Нумаях чарса тӑмӗ вӑл пире.

— Что ж, чайку можно попить, — сочувственно вздохнул отец Христофор — Это не задержит.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Иван Иваныч, турӑран хӑрӑр! — сехри хӑпсах тухрӗ кил хуҫин, вӑл аллине ҫупса илчӗ.

— Да бог с вами, Иван Иваныч! — ужаснулся Мойсей Мойсеич, всплескивая руками.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кил, апат ҫи! — терӗ те Кузьмичов, хӑй ҫисе тӑраннине пӗлтерсе, йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Поди ешь! — сказал Кузьмичов, глубоко вздыхая и тем давая знать, что он уже наелся.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пӗр ҫуртра пытанса тӑнӑ вӑл, анчах тӗттӗм пулсан, кил хуҫи ӑна халех тухса кайма хушнӑ…

Он скрывался в одном доме, но, когда стемнело, испуганный хозяин попросил его уйти немедленно…

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫырӑвӗнче алӑ пусни ҫукчӗ, унта пӗтӗмпе те ик йӗрке ҫеҫ ҫырнӑччӗ: «Балканран антӑм. Тумтир илсе кил е парса яр, хыпар-хӑнар пӗлтер, хӑвӑртрах!»

Записка была без подписи и содержала всего-навсего две строки: «Спустился с гор. Принеси или пришли одежду и сведения. Как можно скорей!»

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кил кунта, Марийка!

— Иди сюда, Марийка!

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кил кунта, Марийка! — чӗнчӗ ӑна Огнянов.

— Иди сюда, Марийка! — позвал ее Огнянов.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Маншӑн тытӑнса ан тӑр, йӑлӑнсах калатӑп сана! — тесе ҫине тӑчӗ Рада, кил хуҫи арӑмне алӑк патнелле ӑсатса.

А меня оставь, умоляю тебя! — настаивала Рада, подталкивая свою хозяйку к двери.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Марин пичче, ҫак хӑравҫӑ таркӑнсене кунта илсе кил те окопа ларт…

— Дядя Марин, приведи этих трусов сюда и посади в окоп…

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑвӑртрах Нанкопа кил вара, Аврам бай!

— Скорей возвращайся с моим Нанко, дядя Аврам!

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кил хушшинче мӗн те пулин ырӑ мар шавланине илтсен, чупа пар…

Если почуешь на дворе что-нибудь недоброе, беги…

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫапла вӑрах уткаласа ҫӳрерӗ, кил хушшине никам та тухмарӗ.

Долго он там бродил, но никто из домашних не показывался во дворе.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов выртнӑ ҫӗртен тӑчӗ те, алӑкран кил хушшине кӗрсе, вите ҫумне тӗртсе лартнӑ пӗчӗк ҫурт чӳречи патне пырса, кам та пулин ӑнсӑртран тулалла тухмӗ-ши тесе лупас айӗнче кӗтсе тӑра пуҫларӗ.

Огнянов поднялся, вошел во двор через ворота и, приблизившись к оконцу каморки, расположенной в глубине двора и примыкавшей к конюшне, принялся расхаживать взад и вперед под навесом, ожидая, что кто-нибудь из хозяев случайно выйдет наружу.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килех, кил, Колчо бай! — хапӑл турӗ вӑл ӑна.

— Добро пожаловать, Колчо! — приветливо сказала она.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех