Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫавӑн чухне ун патне Персие пӗр ҫын хыпарпа пынӑ: Иуда ҫӗрне вӑрҫӑпа кайнӑ ҫарсем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, 6. вӑйлӑ ҫарпа пуринчен малта пынӑ Лисие те иудейсем ҫӗнтернӗ, вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ: кӑралӗ те нумай, ҫарӗ те йышлӑ, хӑйсем парӑнтарнӑ ҫарсенчен туртса илнӗ тупӑшӗ те туллиех, 7. вӗсем эсӗ Иерусалимри парне вырӑнне ирсӗрлесе туса лартнӑ чӳк вырӑнне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйсен сӑваплӑ Ҫурчӗ тавра унчченхи пекех ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, сан хулуна Вефсурӑна та хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филипп ывӑлӗ Александр — Македони ҫынни, Киттим ҫӗрӗнчен тухнӑскер, унчченех Эллада патши пулнӑскер — Персипе Миди патшине Дарие ҫӗнтернӗ те ун вырӑнне патшана ларнӑ; унччен маларах ӑна Эллада патшине те лартнӑ пулнӑ; 2. пайтах вӑрҫӑ кӑларнӑ вӑл, ҫирӗплетсе тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене чылайӑшне яра-яра илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене вӗлернӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл Ангелпа кӗрешнӗ — ҫӗнтернӗ; йӗнӗ, Ӑна тархасланӑ; Вӑл пире Вефильре тупнӑ та ҫавӑнта пирӗнпе калаҫнӑ.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Ҫӳлхуҫа Турра тархасланӑ та — Турӑ унӑн сылтӑм аллине хӑват панӑ: вара вӑл вӑрҫӑра паттӑр тӑракан ҫынна ҫӗнтернӗ, хӑй халӑхӗн мӑйракине ҫӗкленӗ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Амврий майлӑ пулнӑ халӑх Гонаф ывӑлӗ Фамний майлӑ пулнӑ халӑха ҫӗнтернӗ; Фамний вилнӗ, патшана Амврий ларнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах патша Иоавпа ҫарпуҫсене каланӑ сӑмах ҫӗнтернӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑйӑ картинче: «Саул пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтернӗ» тесе ҫак Давид ҫинчен юрламастчӗҫ-и-ха? тенӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ҫарӗ Давид филистима ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ чухне Израильри пур хуларан та хӗрарӑмсем Саул патшана хирӗҫ савӑнӑҫлӑн юрласа та ташласа, тӳнкӗр те кимвал ҫапса тухнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Филистима Давид ҫапла чулравпа та чулпа ҫӗнтернӗ, филистима тӗл тивертсе вӗлернӗ; Давид аллинче хӗҫ пулман.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хулине Гофониил — Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлӗ — ҫӗнтернӗ, Халев вара ӑна хӑйӗн Ахса хӗрне качча панӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сигон [Есевон патши] вара хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе Яаца хули патне пире хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗ; 33. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, ӑна [пирӗн алла] ӳкерчӗ, эпир ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те, унӑн пӗтӗм халӑхне те ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, 34. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр, мӗнпур хулине, арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех тупаларӑмӑр, пӗр ҫынна та чӗрӗ хӑвармарӑмӑр; 35. хамӑр валли тупӑш вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне анчах, хамӑр ҫӗнтернӗ хуласенче мӗн туртса илнине анчах илтӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ; 2. вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ: 3. Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон — 4. ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Культура ӗҫченӗсем ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсемпе коллектив районти культурӑпа кану учрежденийӗсен хушшинче ҫӗнтернӗ, «Кӑтартуллӑ культурӑпа кану учрежденийӗ» ята тивӗҫнӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Пирӗн команда ҫитес шӑматкун зонӑсенче ҫӗнтернӗ 4 команда йышӗнче куҫса ҫӳрекен кубокшӑн пыракан вӑйӑсене хутшӑнать.
Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Зонӑра ҫӗнтернӗ Чӑваш Республикинчи «Урожай» физкультурӑпа спорт обществи шӑматкун Елчӗкри физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплексӑн спорт залӗнче ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хушшинче мини-футболла выляса кӑнтӑр зонӑра мала тухмалли йӗркеленӗ турнира Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Вӑрмар районӗсенчи командӑсем хутшӑнчӗҫ.
Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Унсӑр пуҫне ку номинацире Йӗпреҫ районӗнчи - Ирҫе Ҫармӑс, Канаш районӗнчи - Ҫӗнӗ Шелттем, Куславкка районӗнчи - Тӗрлемес, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи - Атнар, Пӑрачкав районӗнчи - Анастасово, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан библиотекисем ҫӗнтернӗ.
Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
«Чуна уҫса калаҫар» рубрикӑн паянхи хӑни — К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ Петр САДОВНИКОВ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Вӑл олимпиадӑра ҫӗнтернӗ май ятне те, хушаматне те палӑртнӑ.Так как она стала победительницей на олимпиаде, написали и фамилию.
Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
«Ӑс пике» тата «Пултаруллӑ пике» номинацире Кристина Степанова тата Диана Иванова ҫӗнтернӗ.В номинациях «Умная красавица» и «Творческая красавица» победили Кристина Степанова и Диана Иванова.
Тавай пикине суйланӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11808.html