Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптуса (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫула тухас умӗн кухньӑна кӗчӗ; ачисене чуптуса, хыпаланса калаҫрӗ:

Перед тем как выехать, он вскочил в кухню; целуя детишек, торопливо кидал:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснов хӑйӗн полкӗнче ҫапӑҫнӑ казаксене кашнинех чуптуса тухать.

Краснов перецеловался со всеми полчанинами.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснов ҫӗлӗкне хывать, хӑй ҫывӑхӗнче тӑракан ҫамрӑках мар, анчах теветкел сӑнлӑ вахмистра питӗнчен хӗреслӗ-мӗреслӗ чуптуса илет.

Краснов снял папаху, крест-накрест поцеловал ближнего к нему немолодого, но молодецкого вахмистра.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ Петрон пыйтланнӑ пуҫне чуптуса макӑрма пуҫларӗ, анчах ҫавӑнтах пӑрӑнса кайрӗ.

Мать заплакала, целуя завшивевшую голову Петра, но сейчас же оторвалась от него:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл унта лампа ҫутрӗ, Сергей фотографине алла илчӗ, — Сергей ун ҫине темшӗн сиввӗн пӑхса ларнӑ, — Ирина ӑна чуптуса илчӗ, кӗнекесемпе юнашар лартрӗ те Виктора чӗнме тухрӗ.

Там она зажгла лампу, взяла фотографию Сергея, — он смотрел на нее почему-то очень строго, — поцеловала ее, снова поставила на стол, рядом положила книги, тетрадь и пошла звать Виктора.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун пичӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑл темле сасартӑк пӗшкӗнчӗ те Сергее шикленсе чуптуса илчӗ.

Ее лицо разрумянилось, она наклонилась к Сергею, быстро поцеловала его и испуганно оглянулась.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малти пӳлӗме иртсе, ыйхӑллӑ, нимӗн ӑнланса илме ӗлкӗреймен Анфисӑна чуптуса пӗтерчӗ.

Прошел в переднюю комнату и ни с того, ни с сего расцеловал сонную и еще ничего не понимавшую Анфису.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен ҫакна ӑнланса илчӗ, вӑл ҫӗрле, Анфиса питӗнчен чуптуса кайнӑ хыҫҫӑн, шухӑшланӑ шухӑшӗсене каласа пама, хӑйӗн чунне уҫса пама хатӗрленнӗччӗ кӑна…

Семен это понял и хотел было открыть Тимофею Ильичу свою душу и рассказать о том, что он передумал и перечувствовал прошедшей ночью, после того как Анфиса поцеловала его в щеку и убежала…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Питӗнчен хӑюллӑн чуптуса илчӗ те йывӑҫсем айӗпе пӗшкӗне-пӗшкӗне чупрӗ, шурӑ кофти вӗлтлетни ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Она смело поцеловала Семена в щеку и убежала, нагибаясь между деревьями, что промелькала лишь белая кофта.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Соньӑсен ҫурчӗ еннелле утнӑ чух Сергей кулкаласа, шӳт туса пычӗ, Соньӑна пӗр хут вӗриленнӗ питҫӑмартинчен чуптуса та илчӗ, анчах вӑл хӑй те, Соня та ахаль кӑна чуптунине пӗлчӗҫ.

Всю дорогу по пути к ее дому Сергей старался казаться веселым, шутил, но и сам он знал, и Соня понимала, что все это шло не от души.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старик, священник аллине чуптуса, алӑк янаххи ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те, ывӑлӗ вилни ҫинчен хыпар илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.

Поцеловав руку священника, старик припал к дверному косяку и в первый раз за все время после известия о смерти сына заплакал, бурно содрогаясь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир, пӗр-пӗринпе ыталашса чуптуса, ҫывӑхран иртсе пыракан темле дамӑна тӗлӗнтерсех ятӑмӑр.

Мы поцеловались, к великому изумлению какой-то дамы.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Наталья арчаран хайӗн симӗс юбкине ҫепӗҫҫӗн кӑларчӗ те сасартӑк ҫакна астуса илчӗ: хӑйне Григорий ҫураҫса хунӑ хыҫҫӑн килсе сулхӑн сарай сарлӑкӗ айӗнче пӗрремӗш хут чуптуса вӑтантарса хӑварнӑ чух шӑпах ҫак юбкӑпаччӗ вӑл.

— Наталья бережно вытащила свою зеленую юбку и вдруг вспомнила, что в этой юбке была она, когда Григорий женихом приезжал ее проведать, под прохладным навесом сарая в первый раз пристыдил ее летучим поцелуем.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хуторти хӗрарӑмсем лаптак тукмаксемпе кӗпе ҫапакан чултан такӑнман пулсан, вӗсем сарӑмсӑррӑн пӗр самант чап кӑна чуптуса илмен те пулӗччӗҫ.

Если б не споткнулся Митька о камень, на котором хуторские бабы шлепали вальками белье, не было бы нечаянного короткого поцелуя.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Емельян Константинович арӑмне питҫӑмартинчен чуптуса илнӗ, унтан «Ч» саспаллине селӗппӗн кӑларса, ҫапла калаҫнӑ:

Емельян Константинович целовал жену в щеку, говорил, нетвердо выговаривая букву «ч»:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, кӑмӑлсӑртарах пулса, арӑмне типӗ тутинчен чуптуса илчӗ, тинкерен кӑларнӑ куҫӗсемпе пӳртри халӑх ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Хмурясь, Григорий целовал пресные губы жены, водил по сторонам затравленным взглядом.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑтипеле чуптуса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич сӗтексӗр, шанса кайнӑ хӑяр татӑкӗ чӑмласа ҫӑтрӗ те темӗн тӗрлӗ кӑмӑлсем пӗр ҫӗре эшкерленнипе йӗрсе ячӗ.

Пантелей Прокофьевич заел поцелуй бессочным, вялым огурцом и заплакал от многих, слившихся воедино, чувств.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫак пӗчӗк ҫеҫ те хӑй юратнӑ ӳт лаптӑмне, тахҫан хӑйӗн пулнӑскерне, куҫӗсемпе чуптуса илчӗ; кӑштах ейӗлсе тӑракан шуранкарах тутисем ҫине куҫҫуль шӑпӑртатса тумларӗ.

Аксинья целовала глазами этот крохотный, когда-то ей принадлежавший кусочек любимого тела; слезы падали на улыбавшиеся побледневшие губы.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья пӗр самантлӑха та ун шухӑшӗнчен тухма пӗлмест; куҫне хӗсерех пӑхса, Григорий ӑна шухӑшра чуптуса та илет, хӑй ӑшӗнче чӗлхи ҫине таҫтан ҫаврӑнса килнӗ хӗрӳллӗ те ачаш сӑмахсене калать, унтан, вӑл шухӑшсене пуҫӗнчен кӑларса пӑрахса, каллех шут виҫипе утать — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ…

Аксинья неотступно была в его мыслях; полузакрыв глаза, мысленно целовал ее, говорил ей откуда-то набредавшие на язык горячие и ласковые слова, потом отбрасывал это, шагал под счет — раз, два, три.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан вӑл арӑмне васкамасӑр, кил хуҫи пек, чуптуса илчӗ, аллине нумайччен унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче тытса тӑчӗ: хӗвелпе тата ӗҫпе пиҫнӗ алӑ Аксинйӑн шурӑ кофти ҫинче кӑмрӑк пек хура курӑнать.

Он не спеша, по-хозяйски, поцеловал жену и долго не снимал руки с ее плеча, сожженная загаром и работой рука угольно чернела на белой Аксиньиной кофточке.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех