Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакӗ (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑха ваккӑн сутакан ҫут ҫанталӑк газӗн хакӗ 2 процент ӳсме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Килти хушма хуҫалӑхра ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫӗн сутлӑх хакӗ те ял ҫыннисене тивӗҫтермест.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

- Сӗт хакӗ ҫав тери пӗчӗк.

- Цена молока очень маленькая.

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сӗт хакӗ ҫукки вӗсен ӗҫлес хастарлӑхне чакарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

– Ҫуркунне авӑ утӑ-улӑм, тырӑ хакӗ те еплерех ӳссе каять.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Сӗт хакӗ ӳсни ҫинчен район хаҫатӗнче анчахрах ҫырса кӑтартнӑччӗ.

Недавно в районной газете было написано о росте цен на молоко.

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кӳкеҫри 1-мӗш шкулӑн 9-мӗш «а» класӗнче вӗренекен Владимир Александрова акӑ спортӑн ҫак тӗсӗпе туслаштарма ашшӗ-амӑшӗ темиҫе ҫул каяллах йӗлтӗр туянса панӑ – хакӗ йӳнех мар.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Паян ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен отрасльсен продукцийӗ потребитель рынокӗнче уйрӑмах кирлӗ, унӑн хальхи хакӗ пирки те пирӗн хресченсем унччентерех ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ.

Сегодня продукция растениеводства и животноводства востребована на потребительском рынке, на нее установились цены, о которых раньше наши крестьяне только мечтали.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех