Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑннӑ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑран таврӑннӑ салтак Петр Степанов колхоз председателӗнче ырми-канми вӑй хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Акӑ пӗррехинче кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ чухне, хам сыхлануллӑ пулманран, тиха ӗрӗхсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Апла вӑл, тен, киле таврӑннӑ?! — хыпӑнса кӑшкӑрчӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лешӗ ӑна сӑмах майӗн, Элекри Илюхин ҫинчен пӗлтерчӗ: вӑл Пазухинпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ иккен, халӗ аманса таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрре, шӑматкун, вӑл хутар шкулӗнче ӗҫлекен тусӗ патне кайнӑччӗ, ҫавӑнтан таврӑннӑ чух ҫул майӗн Кирук патне кӗрсе тухас терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗррехинче, сухаран хытӑ ӗшенсе, тарласа таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗр курка сивӗ уйран ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви пиллӗкмӗш хут вӑрман хӗррине таврӑннӑ тӗле кӗске ҫӗр иртрӗ, тул ҫутӑлса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лешӗ пасартан шӑнса таврӑннӑ та пылпа чей ӗҫсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ну, таврӑннӑ пулсан та, мӗнех вара?

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каялла таврӑннӑ чух вара, ӳсӗрпе, тракторне кӗпер айне сиктернӗ, хӑй те аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӳлӗме пасартан таврӑннӑ карчӑк килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каялла таврӑннӑ чух сасартӑк унӑн самолет моторӗ пӑсӑлнӑ, ҫу пусӑмӗ чакнӑ, пропеллер хулленрех ҫаврӑнма тытӑннӑ, приборсем самолет ҫӗрелле аннӑҫемӗн ансах пынине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ун чух эпӗ хамӑр республикӑра ӗҫлеттӗм ӗнтӗ, ҫартан таврӑннӑ кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каялла таврӑннӑ чух вӗсем урӑх урампа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗрлӗ Ҫар кунӗ, каҫ пулас умӗн, Рита чупса кӗчӗ те ӗҫрен таврӑннӑ Таньӑна хӑвӑртрах тумланма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван ҫӗршыв умне пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑни хаҫатсенче кӗскен пӗлтернӗ сводкӑсенчен те, аманса таврӑннӑ салтаксем каласа панинчен те лайӑх сисӗнет…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ ӗнтӗ хӑрах алӑпа таврӑннӑ салтак пек юлатӑн вӗ-ӗт.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Нумайӑшӗ, Аслӑ вӑрҫӑ чарӑнни 17 — 18 ҫул иртнӗ пулсан та, хӑйсене ӗҫрен таврӑннӑ чухне хапха умӗнче е упӑшки, е ывӑлӗ хирӗҫ чупса ыталасса ӗмӗтленсех пурӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Ман Тимафи вӑрҫӑран таврӑннӑ чухне Пинер станцине ҫитсен, хамӑр таврари касса тӑкнӑ вӑрмана курнипе чунӗ питӗ хурланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Шухӑшлатӑп та, ӗнер кӑна фронтран таврӑннӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех