Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑннӑ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
В. Н. Любимов ҫак ятсене кӑтартнӑ: Казаков С. Н., Сисилинсем А. В. тата М. А. (ашшӗпе ывӑлӗ), Климин С. С, Бормоткин Я. С., Земсков А. А. Ленӑри забастовкӑна пусарнӑ хыҫҫӑн ӗҫе пӑрахса яла таврӑннӑ Улатӑр енчи рабочисем ҫинчен ун чухне большевиксен нумай пулмасть тухма пуҫланӑ «Правда» хаҫачӗ 1912 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (100 №) ҫапла пӗлтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Приискран таврӑннӑ хыҫҫӑнах ашшӗ патӗнче пурӑннӑ, унтан каллех таҫта ӗҫлеме тухса кайнӑ, ашшӗне укҫа та яркалать, анчах вӗсем унӑн адресне пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Микула яла таврӑннӑ хыҫҫӑн Михха кӗртне хирӗҫ амаланма тытӑннӑ кӗрешӳ вӑй илет, хӗрнӗҫем хӗрсе пыма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Спорта 2020 ҫулхи ҫуркунне таврӑннӑ вӑл.

Весной 2020 года она вернулась в спорт.

Татьяна Акимова ывӑл ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33920.html

Баржа ҫинчен таврӑннӑ каҫ ашшӗпе иккӗшӗ шӑпах ҫакӑн ҫинчен калаҫрӗҫ вӗт вӗсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ҫакнашкал сӳлтӗркесе таврӑннӑ ҫӗре пӳртре Ваҫлипе Кӗтерук лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра Сантӑрсем патне кайса Микула ҫинчен мӗнле элек сарнине каласа пачӗ те: — Тӗттӗмленсен, ялтан таврӑннӑ чухне, каллех Сантӑрсен тӗлне ҫитрӗм. Пӑхатӑн: вӗсен хапхинчен Ҫтаппан тухрӗ. Вӑл унта мӗн ӗҫпе килнине пӗлесшӗн Сантӑрсем патне кӗтӗм. Сантӑрпа Наҫтик халь-халь тытӑҫса каяс пек лараҫҫӗ. Ятлаҫма та эпӗ пырса кӗнипе кӑна чарӑннӑ пулмалла. Вӑлтсан-вӑлтсан, вӗсем мана Ҫтаппан хӑтана килни, Анука Микулана качча пама шутламанни ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӑт, мӗнпур савӑнӑҫ ҫавӑнта, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле вӑл мунчаран сӗрӗм лектерсе таврӑннӑ пек ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, шарламасӑр тӑни те аван маррине пӗлсе: — Сӗтел хушшине чӗннӗшӗн тавтапуҫ, анчах хӑна пул-ма вӑхӑт ҫук. Хам та каҫ ҫеҫ таврӑннӑ та, аттепе те тӑраниччен калаҫман. Вӑл кӗтет мана! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнер ҫеҫ-ха вӑл марисен енчен ӑнӑҫлӑ ӗҫ туса таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ӗҫрен таврӑннӑ чухне ҫамрӑксем хӑйсенчен инҫе те мар, капан варри тӑрринче, темиҫе тутӑр вӗлкӗшнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хӳшӗ тумалли вырӑна каялла таврӑннӑ ҫӗре унта тата икӗ ушкӑн каҫса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун хурал пӳртӗнчен таврӑннӑ чухне пӗлтернӗ сӑмах Энӗшкасси ҫыннисене вӑрӑ-хураха кам вӗлернине тавҫӑрса илме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хурал пӳртӗнчен каялла таврӑннӑ чух Платун ҫул ҫинче тӗл пулакан Энӗшкасси ҫыннисене чара-чара тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун Ҫтаппансене тӑкӑрлӑкра, выльӑх ҫӑви ҫинчен таврӑннӑ чухне, тӗл пулчӗ те чарӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑмпа Ҫтаппан килне каялла таврӑннӑ чухне ҫил арманӗнчен иртиччен шарламасӑр пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Иртнӗ хӗлле ҫеҫ-ха, — аса илчӗ Макҫӑм, — кӳршӗ ялти усламҫа, Хусан хулинчен та-вар тиесе таврӑннӑ чухне тапӑнса, тӑварне ҫаратса юлнӑ, хӑйне вӗлерсе ҫуна ҫине вырттарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑна киле таврӑннӑ пулӗ тесе шутланӑччӗ, — урӑх ним хуравлама аптраса, паҫӑрхи сӑмахнех тепӗр хут каларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, эпӗ ӑна киле таврӑннӑ пуль терӗм-ҫке?

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна чиркӳрен таврӑннӑ чухне васканипе асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех