Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑннӑ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кунах Ахтупайпа Офоня Хлебник тыткӑнран таврӑннӑ йӗкӗт пирки тимӗрҫӗ лаҫҫисен пуҫлӑхӗпе — ҫамрӑк стрелецки головапа калаҫса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курчӗ вӑл, Ахтупай ывӑлӗ тыткӑнран таврӑннӑ, часрах ярса илесшӗн ал айӗнчи йӗкӗте.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пире киле таврӑннӑ ҫӗртен ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киле таврӑннӑ чух Вадим мана уя тухичченех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Халь, киле таврӑннӑ чух, Степан Лукич пирӗнтен уйрӑлса юлсан, вӑл пушшех пӑлханса: — Ачасем, — терӗ Эрхиппе мана, — атьӑр-ха хӑвӑртрах паҫӑр ларса каннӑ уҫланка кайса килер.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Ҫартан чирлесе таврӑннӑ Тимук малтанхи ҫулсенче сывалнӑ пек пулчӗ, хӑйсен пӳртне тунӑ чухне те ӗҫлерӗ, каярахпа авланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӗрсе ӗҫнӗ, ҫывӑрнӑ, каллех таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫак чечеке вӑл шкултан таврӑннӑ чух вӑрмана кӗрсе татать.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Таврӑннӑ ятпа, шӑллӑм!

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ҫартан таврӑннӑ каҫхине клубра киноччӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Нумаях пулмасть вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Сорокин еткерҫисем» фестиваль-конкурсра ҫӗнтерсе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Шупашкартан каялла таврӑннӑ чух ҫул ҫинче ӑна хӗрӗнкӗрех Караҫӑм, сельпо приказчикӗ, хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӗрсем барака таврӑннӑ чух юр ҫума чарӑнчӗ, анчах хирӗҫле сивӗ ҫил ҫаплах вӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Иртнӗ вӑрҫӑран сывӑ таврӑннӑ пулсан — паянах тухса кайнӑ пулӑттӑм вӗсене ҫӗмӗрме, ан тив, хам аллӑран та иртнӗ пултӑр, ҫапах…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Машӑна амӑшӗ хӑй ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре чашӑк-тирӗк ҫума, урайне тасатма хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

«2» паллӑ // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 20 с.

Киле таврӑннӑ чух Матӗрне инке Крахвине патне кӗрсе хӑйӗн шухӑшне каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ыран ирех Туҫи уйне сухалама тытӑнаҫҫӗ, — терӗ председатель вӗсем таврӑннӑ кунах, каҫхине.

Завтра с утра будут пахать поле Тузи, — сказал председатель вечером, когда они вернулись.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Фронтра ӑна икӗ хут амантнӑ, ҫапах та мӗн ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитичченех ҫапӑҫуран тухман, килне сывах таврӑннӑ.

На фронте он был дважды ранен, но до победного дня не выходил из боя, домой вернулся здоровым.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Вӑл, тӗрмерен таврӑннӑ хыҫҫӑн, ӗлӗкхи ӗҫнех кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя шкултан таврӑннӑ та пуп кама ҫапни, чӗркуҫҫи ҫине лартни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех