Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн картишӗнче халӗ те йывӑҫ сухапуҫ, кивӗ сӳре — ӑна та йывӑҫран тунӑ, шӑлӗсем ҫеҫ тимӗр — курма пулать; картиш варринче картлӑ-картлӑ тем йывӑрӑш чул каток выртать, — пӗр тонна та туртать пуль, Глафира аппа епле илсе пынӑ-ши ӑна — уйрӑм хуҫалӑх вӑхӑтӗнче ун пек катокпа йӗтем ҫинче тулӑ е сӗлӗ ҫапнӑ; лери кӗтесре, лупас айӗнче, тукунсӑр урапасен виҫӗ кӳпчекне йӗркеллӗ таянтарса хунӑ, унтах шултра сӳре шӑлӗсем тултарнӑ ещӗк, лаша таканламалли тӑватӑ кӗтеслӗ пӑта тултарнӑ тепӗр ещӗк лараҫҫӗ, тутӑхнӑ урапа тевӗшӗсем тӑваттӑ выртаҫҫӗ; лупас айӗнче, йывӑҫ пӑтасем ҫинче икӗ хӑмӑт, йӗвенсем, йӗнерчӗк, урхалӑхсем, чӳлӗксем тата хырӑмлӑхсем — кусем вара темшӗн улттӑ — ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; пӗр кӗтесре тем пысӑкӑш арман чулӗ пур.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Луччӑ акӑ мӗн ту-ха эсӗ: ответ ҫыр-ха управляющине — астӑватӑн пуль, пирӗн арман пирки… хресченсене авӑрттарас пирки.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫуртасем те, ҫивитти те, Сайлас тетен кӗпипе сирӗн кӗпӗре те, кашӑксемпе тирӗксем те, ҫӗҫӗсем, ҫатма, арман чулӗ, ҫӑнӑх вӑрлама лекрӗ, — пӗтӗмпе каласа та пӗтереймӗн!
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫав арман чулӗ унта мӗнле пырса выртнӑ-ха?
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чипер ӑс-пуҫлӑ ҫын тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мара мӗншӗн арман чулӗ ҫине чӗркелетӗр?Чтобы человек в здравом уме да стал царапать всякую чушь на жернове?
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Арман чулнех илер, акӑ — ан та калӑр мана!
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗпине эпир ӑна тахҫанах кукӑль ӑшне чиксе парсаччӗ; урине йӗкехӳре ҫыртмассерен Джим, тӑрса, дневник ҫине пӗр-ик йӗрке ҫырса хурать, чернил нумай унӑн, перосем те тахҫанах хатӗр, ҫырса хӑвармалли сӑмахсене арман чулӗ ҫине чӗркелесе панӑ; кравать урине ҫурмалла татса пӑчкӑ кӗрпине ҫисе ятӑмӑр, ҫавӑнпа халӗ хырӑмсем чӑтма ҫук ыратаҫҫӗ пирӗн.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Ҫак йӗкехӳресемпе ҫӗленсене пула ниҫта выртса ҫывӑрма ҫук, — тет вӑл, — ҫитменнине, арман чулӗ те кравать ҫинчех; вырӑнӗ пулсан та ҫывӑрса каяймастӑн — мӗн кӑна тумаҫҫӗ пуль кунта; вӗҫӗм ҫапла, мӗншӗн тесен ку чӗрчунсем черетпе ҫывӑраҫҫӗ: ҫӗленсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра йӗкехӳресем «палуба» ҫинче; йӗкехӳресем ҫывӑрса кайсан, ҫӗленсем вахтӑра; вӗсенчен хӑшӗ те пулин кирек хӑҫан та ун аякӗ айӗнче, йӗркеллӗ вырнаҫса выртма памаҫҫӗ, теприсем ун тӑрӑх циркри пек сиккелеҫҫӗ; енчен вӑл урӑх вырӑн шырама тӑрсан, ӑна эрешменсем сырса илеҫҫӗ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка эпир татах аслӑлатрӑмӑр, анчах пурпӗр унта арман чулӗ кӗреймест; Джим катмак илчӗ те ӑна татах сарчӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл краватьне кӑшт ҫӗклесе ун уринчен сӑнчӑра вӗҫертрӗ те ӑна мӑйӗ тавра авраса хучӗ: хӳшӗрен эпир хамӑр чавнӑ ҫӗр айӗнчи ҫулпа сарая тухрӑмӑр, унта Джимпа иксӗмӗр арман чулне тӗкрӗмӗр те, чул тӗк пек ҫӑп-ҫӑмӑллӑн кусма пуҫларӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Арман чулне илсе тухса килелле кустарма тытӑнтӑмӑр — ну тертлентӗмӗр те вара унпа!Мы стащили этот жернов и покатили его домой; ну и работа же с ним была — просто адская!
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Шухӑшӗ япӑх мар, анчах арман чулӗ те ҫӑмӑл япала мар, ҫапах та аптрамӑпӑр, мӗнле те пулин кустарса килкелӗпӗр.Мысль была неплохая, да и жернов тоже был ничего себе, и мы решили, что как-нибудь справимся.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑма ҫуракан завод патӗнче тем пысӑкӑш арман чулӗ выртать, ҫавна кустарса килетпӗр те ун ҫине мӗн ҫырмаллине веҫех касса ҫырса хуратпӑр, перосене те, пӑчкӑ та ун ҫинчех хӑйратпӑр.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсенчен пӗринче ҫапла каланӑ: «Парижран килнӗ чаплӑ тухтӑр «Арман де Монтальбан «Френологи науки ҫинчен» лекци вуласа парать» — ҫав уйӑхри ҫав кун, ҫав вырӑнта, кӗмелли билет вунӑ цент тӑрать, «ҫирӗм пилӗк цент тӳлесен, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине калать, кӑмӑл уйрӑмлӑхӗсене пӗлтерет».
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Лешӗ, арман чулӗ пек йывӑра тӳсеймесӗр, пуҫне усса, тӑпах чарӑнчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах савнӑ ҫыннипе ыр курса пурӑнма ӗлкӗреймест Уляна — арман ҫаратма пынӑ Аманикри Урапа Ҫемукӗ ертсе пынӑ кулак хӳрешкисен аллинчен асап тӳссе вилет Наум.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кулаксен Поддубецри юлашки ӗҫне те тӗпчесе пӗлнӗ, унта вӗсен аллинчен пирӗн юлташ Хороводько пӗтрӗ; вӗлерекенӗсене — арман хуҫипе унӑн кӗрӳшне — арестленӗ, вӗсене ҫитес кунсенчех кӗпӗрне сучӗн сессийӗ килсе суд тӑвать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Арман хуҫи компанийӗ пулмасан, кам пултӑр тата!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах арман хуҫине часах ҫаклатрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗрре Поддубец ячейкин секретарӗ, кӑвак куҫлӑ Гришутка Хороводько, хӗрӳ ача, пит тавлашма юратаканскер, антирелигиозник, ялти арман хуҫи патне контрабанда илсе килесси ҫинчен ӑрасна майсемпе хыпар пӗлнӗ те пӗтӗм ячейкӑна ура ҫине тӑратнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.