Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пултарчӗ.
Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Пирӗн пуринпе те пӗр чӗлхе тупмалла.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Пуринпе те пӗрремӗш кунхинех ҫывӑх туслашрӑмӑр.
Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
14. Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, таса пурӑнма тӑрӑшӑр, унсӑрӑн никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ.14. Старайтесь иметь мир со всеми и святость, без которой никто не увидит Господа.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ухмахланса, пӗлмесӗр тавлашассинчен пӑрӑн, ку вӑл вӑрҫӑ кӑларать, ҫавна пӗлсех тӑр; 24. Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле, 25-26. хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле — тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ, вара вӗсем хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен хӑтӑлӗччӗҫ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗнпе пуринпе те Ҫӳлхуҫа пултӑр!
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑвана юратасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: пӗр-пӗрне юратса тӑма сире Турӑ Хӑй вӗрентнӗ, 10. эсир пӗтӗм Македонири тӑванӑрсемпе пуринпе те ҫапла пурӑнатӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пуринпе те пултӑр.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр.18. Если возможно с вашей стороны, будьте в мире со всеми людьми.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫакна каласан Павел чӗркуҫленсе ларчӗ те вӗсемпе пуринпе те пӗрле кӗлтурӗ.36. Сказав это, он преклонил колени свои и со всеми ими помолился.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Рим халӑхӗн чапӗ Иуда хӑлхине те ҫитнӗ: Иуда вӗсем хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх, хӑйсем патне пыракансене вӗсем пурне те хапӑл йышӑнаҫҫӗ, кам пыраканпа пуринпе те туслӑ тӑма килӗшӳ тӑваҫҫӗ тенине илтнӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Выҫӑ ҫын тӗлӗкӗнче хӑй апат ҫинӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те, ӑшӗнче — пуш-пушах; шывшӑн антӑхнӑ ҫын та тӗлӗкӗнче шыв ӗҫнӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те — ҫав-ҫавах тӗмсӗлет вӑл, ӑшӗ те хыпса ҫунать: Сион тӑвне хирӗҫ вӑрҫакан йышлӑ халӑхсемпе пуринпе те ҫапла пулӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сапан тӑрринче чике ҫурӑ ҫӳллӗш ҫаврака вырӑн пур; сапан аврисем — ҫӳлте, вӗсене те пуринпе пӗрле пӗрпӗтӗмӗшле тунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ноя, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ: 9. акӑ Эпӗ сирӗнпе тата сирӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп, 10. сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыватӑп; 11. урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр Николаевич пуринпе те тачӑ ҫыхӑнса, пӗр ӗмӗт-шухӑшлӑ пулса, халӑха ӑнланма пӗлсе ӗҫленине палӑртрӗҫ.
Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
Михаил: Ачасен ячӗсене вӗсем амӑшӗн варӗнче выртнӑ чухне суйланӑ та эпӗ пуринпе те килӗшеттӗм.Михаил: Имена детей выбирали, когда они находились в чреве матери и я со всеми соглашался.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).