Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павӑл лару-тӑру пит йывӑррине ӑнланнипе чӗтресе илчӗ.Павле было ясно, что положение крайне осложнилось; его охватил страх.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кашни ҫавӑн пек калаҫу пӗчӗк япаласенчен пуҫланатчӗ, анчах юлашкинчен эпӗ ҫаксене ӑнланнипе вӗҫленетчӗ: акӑ мӗншӗн Зырянский пӑшӑрханса ҫӳрет иккен!
66 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑнтах вара, пусмӑрти хӗрарӑм йынӑшнинчех, калама ҫук тарӑхнине, мӑнкӑмӑллӑха, пур шанчӑксене те ҫухатнӑ хыҫҫӑн, пӗтӗмпех пӗтес умӗн ҫуралакан; ҫын хӑйӗн хакне тавҫӑрса илнипе тата ҫӑлӑнма май ҫуккине ӑнланнипе пӗрлех ҫуралакан мӑнкӑмӑллӑха палӑртса чунтан кӑшкӑрса яни илтӗнет.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ытти летчиксем ӗҫри ӳсӗмсемшӗн тӑрӑшас ӗҫе Валерий малтан юлташлӑх туйӑмӗ пуррипе тунӑ пулсан, кайран вӑл ҫак ӗҫе государство интересӗсене ӑнланнипе тунӑ, вӑл тӑван авиацие ҫирӗплетес тӗлӗшпе хӑй те мӗн те пулин тума тӑрӑшнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Дудинпа Писарев халӗ те, малтан работниксемпе калаҫса пӑхнӑ чухнехи пекех, коллектив хӑйӗн задачине ӑнланнипе ӑнланманнине тӗрӗслесе пӑхасшӑн пулнине строительствӑн руководителӗсем те туйса илчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Носков усӑллӑ ҫын пулнине ӑнланнипе пӗрлех, Яков Артамонов ҫак кукӑр ураллӑ лаптак питлӗ йӗкӗт хӑйне пӑшалпа пенӗшӗн ӑна тавӑрмасӑр юлма пултарайманнине ӗненсе тӑнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑрани вырӑнне Яков хӑвӑртах савӑннӑ пек пулса пычӗ; ку вӑл хӑйне тапӑннине лайӑх сирсе янине ӑнланнипе кӑна мар, тапӑнаканни — Яков хӑй шутланӑ пек — фабрикӑри рабочи мар, ют ҫын пулнӑ пирки те пулчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Начальник сисмелле кӑшт йӑл кулчӗ, вара Алексей ӑна ӑнланнипе лӑпланчӗ: урӑх калаҫма кирлӗ мар, пурне те Батманов хӑй калать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах ӗҫ вӑл курнинче пулман: халӗ унӑн ачи хӑйӗн ашшӗ улшӑннине ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлмелле пулнӑ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Ҫын хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен йышӑннӑ правилӑсем хитрелӗхе мӗнле ӑнланнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑш чухне чиперех пек пулкалатчӗ: самантлӑха вӑл Макҫӑм каланӑ туйӑмсенех туйса илетчӗ, ҫав туйӑмсем вара тавралӑхпа анлӑх ҫинчен хӑй мӗн ӑнланнипе пӗтӗҫетчӗҫ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хайхи ҫав туслӑх, пӗрне-пӗри тӗппех ӑнланнипе палӑрса, ытларах та ытларах ҫирӗпленсе пынӑ.И эта дружба крепла все больше, отличаясь полнею взаимностью.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эпӗ вӑл хӑй тӗллӗн геологи терминӗсене каласа мӑкӑртатнине илтетӗп, эпӗ вӑл терминсене ӑнланнипе ирӗксӗрех интереслентӗм.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Фроська пакетсем ҫине пӑхса илчӗ те ӑнланнипе ҫиленсе каларӗ:
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах дикарьсем ӑнланнипе вилӗм тени вӑл асапсене вӑхӑтсӑр вӗҫленнине кӑна пӗлтерет.Но смерть, с точки зрения дикарей, только преждевременный конец пытки.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вара иккӗшӗ те кулса ячӗҫ те, пӗр-пӗрине ӑнланнипе кӑмӑллӑ пулса, вӗсем октябреноксем пит янратса юрлакан тӗмсем патнелле сиккелесе ҫӗмӗрттерчӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӑл юриех каласа пӗтермерӗ, тарланӑ тата хӗрелсе кайнӑ Хворостянкин ҫине хӑвӑрттӑн та тӳррӗн пӑхса илчӗ — ҫапла пӑхнипе вӑл ӑна мӗншӗн пӑчӑ пулнине, унӑн пӗр тумлам та пулсан тӳрӗ кӑмӑл-туйӑм пуррипе ҫуккине, ҫакӑ мӗнле статья пулнине ӑнланнипе ӑнланманнине, сӑмахсӑрах, унӑн куҫӗсенчен пӑхса пӗлесшӗн пулчӗ тейӗн…
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах ӗҫ кунта хӗр тӗрлӗ ӗҫе тӗрлӗрен ӑнланнипе тата вӑл юратакан ҫыннӑн пахалӑхӗпе кӑткӑсланнӑ.Но тут дело запутывалось понятиями девушки и свойствами человека, которого она любила.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл пур япалана та пӗлнипе, ӑнланнипе мухтанать, хӑйне нихҫан та йӑнӑшман ҫын тесе шутлать, хӑй сӑмахӗ ҫине ҫирӗп тӑрать, ӳпрем, сӑмахпа тӑна кӗртме пулать ӗнтӗ ӑна, анчах час мар.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫынсем ҫине пӑхатӑн-пӑхатӑн та, синьор, ҫакна чухлатӑн: мӗне те пулин асра тытни ӑнланнипе пӗрех вӑл, мӗн чухлӗ нумайрах ӑнланатӑп, ҫавӑн чухлӗ ытларах лайӑххине куратӑп, — ку чӑнах та ҫапла, ӗненӗр!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.