Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти хастар хӗрарӑмсем ӑна музей тума сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ампара хӗрхеннипе музей уҫнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38180.html

«Чӳк», «Ҫурхи уявсем», «Тырӑ ҫапни», «Ҫӑкӑр шӑрши», «Ялти туй» тата ытти ӗҫсенчи вуншар кӗлетке урлӑ чӑваш кун-ҫулне курма пулать.

Куҫарса пулӑш

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Вӗсен хӗрӗ тата кинӗ, Лариса Ивановна, ялти клубпа библиотека заведующийӗнче, унӑн мӑшӑрӗ, Виталий Васильевич, Елчӗкри газ участокӗнче вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Ялти Амӑшӗ ас илтернӗ тӑрӑх, авӑ Вова та тӗне кӗнӗ ачах иккен.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вовӑн Мами, пур енчен те ӑслӑ хӗрарӑм пулас пулсассӑн, ӳкӗнсе, Турра кулленех йӑлӑнса, ачишӗн те, ялти амӑшӗшӗн те кӗлтуса пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пӗлет вӑл: ялти Амӑшӗ Тарзан йытӑ пуррине вуҫех чухламасть.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Каллех ялти Амӑшне ас илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл кӗреҫене ӑна ялти лавккаран ятарласах илсе панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова, йытта мӑйӗнчен ыталаса илсе сӗвенсе ларчӗ те ӗмӗчӗпе ялти Амӑшӗ патне вӗҫсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кайнӑ-ши лешӗ, ялти Амӑшӗн килӗнчи сӑра пички пек пысӑк хырӑмлӑ арҫын е халӗ те ларать-ши?

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялти Анне юмахӗсенче нумай кунашкал «тет», Мама юмахӗсенче те нумай».

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ӑшӑ, кӑмӑллӑ сӑмах-юмаха хапӑл пулма ялти Амӑшӗ вӗрентсе янӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялти Амӑшӗ: «Пӗтӗмпех суеҫтереҫҫӗ, тӗрӗссине, усӑллине калаканни халь, ачам, пит сахал», — текелесе радио та итлемест, хаҫат-журнал та вуламасть.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ялти ачасем: «Мӗнле пӗрмаях килӗнче амӑшӗ ҫумӗнче ларать-ши ҫав Микулкка?

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каялла кайма та шутлать Вихтӗр, кивӗ пусӑ ҫумӗнчи тӗмеске ҫинче Левен Микулкки, ялти ача-пӑчапа ытлах хутшӑнса кайман имшеркке, тӗмсӗлсе, хыткан чӗркуҫҫийӗсене аллипе ыталаса аякка-аякка пӑхса ларнине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗветут тете, ялти ытти кӗреш арҫынсем пекех, ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеме тухса кайнӑ пулнӑ, анчах каялла таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шӑварнӑ ӑна, вӑй илсен Ваҫӗли Михалчсен Иванне, ялти ӑста сад-пахча ҫыннине, лайӑх хунавпа сыптарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аякра-аякра ҫӳренӗ чух пӗр-пӗр йывӑҫ патне пыратӑн-и — тӑван кил умӗнче каш кашлакан йӑмра куҫ умне тухса тӑрать-тӑратех; сан умра кӳлӗ ҫуталса выртать-и — ялти пӗве, мӗн пӗчӗкренпе шыва кӗрсе сывлӑхна ҫирӗплетнӗ пӗве, аса килет; юлташун амӑшне курса калаҫатӑн-и — тӑван аннӳ санпа пупленӗн туйӑнать; юлташ ашшӗсемпе пиччӗшӗсем тӑван аппасемпе пиччесене аса илтереҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетей ас тӑвасса, вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче ялти тӑвансем канмалли кунсенче, вырсарни кунсенче ӗнтӗ, пӗр-пӗр тӑванӗ патӗнче сӗтел хушшине пухӑнатчӗҫ, унтан эрнесене черетлесе кашни тӑванӗ патӗнчех пуҫтарӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сухвипе юнашар унран кӑшт лутрарах, анчах чылай тачкарах, булка пек кӑпӑшка, ялти чи ахӑлти Урине тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех