Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл пурне те тимлӗн итлетчӗ, вара хӑйне мӗн те пулин интереслентерет пулсан, тӗпӗ-йӗрӗпех те ҫине тӑрсах ыйтса пӗлме тӑрӑшатчӗ, хӑй яланах темскер хӑйӗнни ҫинчен шухӑшлатчӗ, пурне те хӑй виҫипе виҫетчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр хӑйӗн мӑнаҫлӑхӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ахӑртнех ҫамрӑк чух ыттисем те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑлах тытнӑран пулас, манӑн тус — авиамоторист Иван Дульник та ҫаплах шухӑшлатчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Самолет мӗнле пулмалли пирки конструктора тата производствӑра ӗҫлекенсене асӑрхаттарса калас умӗн вӑл яланах тӗплӗн шухӑшлатчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫапла шухӑшлатчӗ Чижик ӗлӗк, халӗ пуҫне ҫеҫ пӑркалать.Вот так думала Чижик раньше, а теперь только головой покачивает.
Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Анаталла е тӳрем ҫӗрте пулсан туртатчӗ, тӑвалла хӑпармалла пулсан чӑхӑмлатчӗ: каялла ҫавӑрӑнсан, ҫӑмӑлтарах тесе шухӑшлатчӗ курӑнать.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Икӗ аллинчи пӳрнисене чӗркуҫҫи тӗлне хӗреслетсе тытса, вӑл тем ҫинчен пикенсех шухӑшлатчӗ.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
«Саша революционер пулатех», — шухӑшлатчӗ Володя.«Саша обязательно будет революционером», — думал тогда Володя.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
«Ытла та нумай кӗтес пулать-ҫке», — шухӑшлатчӗ вӑл, аслӑрах классенче вӗренекен комсомолецсем ҫине ӑмсанса пӑхса.«Так долго», — думал он, с завистью поглядывая на старшеклассников-комсомольцев.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Шкула каяс пирки йӗркеллех калаҫса татӑлӑп тесе шухӑшлатчӗ.Да и сейчас надеялся, что договорится с ним о школе без шума, без ссоры.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Курасчӗ ман ӑна! — сасӑпах шухӑшлатчӗ Шура.
«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Кайран Кантюк папай хӑй те ҫапла шухӑшлатчӗ.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Крепоҫран тар кӑна, вара патша ҫыннисем тупӑнаҫҫех тесе шухӑшлатчӗ вӑл.Думал: только бежать бы из крепости, а там враз государевы люди сыщутся.
Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӑл халь ачасене сахалрах пӑхатчӗ ӗнтӗ, вӗсемшӗн, унчченхи пек, чун-чӗрепе ҫунмастчӗ, ун вырӑнне, ҫакна пытаратчӗ пулин те, ытларан та ытларах хӑйне, хӑй пит-куҫне пӑхатчӗ, мӗнле тумланасси, мӗнле ыр курасси, мӗнле майпа лайӑхланасси ҫинчен шухӑшлатчӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— «Сана мӗн, — шухӑшлатчӗ ҫеҫ мар, сӑмахпах калатчӗ вӑл, — эпӗ вара ача пирки ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм».— «Тебе хорошо, — не только думала, но и говорила она, — а я всю ночь не спала с ребенком».
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Володя тахҫанах ҫак хронометра ҫавӑрса илме шухӑшлатчӗ, уҫса унӑн тӗрлӗ механизмӗ ҫине пӑхатчӗ.Володя давно уже подбирался к этому хронометру, открывал его, рассматривал сложный механизм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тепӗр чух, чӑн-чӑн ҫӗкленӳ тапса тӑракан лайӑх-лайӑх кӗнеке вулама тивӗҫсен: «Турӑҫӑм, ку вӗт ытла та ансат, эпӗ хам та ҫаплах шутланӑ, туйнӑ. Эпӗ те вӗт шӑп ҫакнашкалах тума пултарнӑ!» — шухӑшлатчӗ вӑл тертлӗн-асаплӑн.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ҫав вӑхӑтра хӑйне хӑй вӗлересси пирки шухӑшлатчӗ, анчах татӑклӑн мар тата хӑраса та мар, темле пытарӑнчӑк, хӑйӗнпе хӑй юратӑнса йӑпанас туйӑмпалан.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малтанхи вӑхӑтра вӑл пӑшала пырса тӗкӗнме те хӑратчӗ, унпа чӗрчунпа калаҫнӑ пекех калаҫатчӗ, хӑй калаҫнине эпӗ илтместӗп тесе тата хӑйпе пӑшал калаҫать тесе шухӑшлатчӗ пулмалла.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӑлхав таҫта, Панагюриште таврашӗнче, вӑрмансемпе тусем хыҫӗнче хускалмалла тенӗ пек калаҫатчӗҫ-ха, Юрдан та илтсеччӗ ку хыпара, эппин пушарӗ те хӑй ҫуртӗнчен инҫетре пулать иккен-ха тесе шухӑшлатчӗ вӑл.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.