Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн кӑвакарса кайнӑ пичӗ, чӗтревлӗн туртӑнса, чалӑшса ларчӗ, куҫӗсем тулалла сиксе тухрӗҫ.Кривые судороги сводили ему посеревшее лицо, выдавливали из орбит глаза.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл йывӑррӑн каларӗ, унӑн сасси асаплӑн та чӗтревлӗн тухрӗ, вара Виктор, ун ҫине пӑхса, унӑн тутисем асаплӑн чалӑшса илнине курчӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӗрӗк кӑшкарутисем ҫикелесе… — унтан чӗтревлӗн, темскер ҫӑтнӑ пек туса илчӗ.Гнилыми кислицами… — и сделал судорожное глотательное движение.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр вырӑнта тӑрса йӑлӑхнӑ лаши, хӑйӗн туйӑмӗсене пӗтӗм саспа палӑртма юраманнине пӗлнӗ пекех, ӑна хуллен кӑна чӗтревлӗн кӗҫенкелесе кӗтсе илет.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Касса пӑрахатӑ-ӑ-п!.. — хӑй, ҫав хушӑра хӗҫ йӗннине шыра-шыра, сулахай аллипе сывлӑша ывӑҫларӗ, сылтӑммипе куҫа курӑнман хӗҫӗ эфесне чӗтревлӗн хыпашласа, тайӑлса кайрӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн ҫӑра та вӑрӑм, хӑмӑр мӑйӑхӗ кушак аҫинни пек яланах сиккелесе тӑнӑ; ҫурӑмӗ хыҫнелле янӑ аллисем вӑрӑм та кукӑр, вӗсем, качамаклӑ пӳрнисемпе чӗтревлӗн пӗтӗрӗнкелесе, пӗр-пӗринпе сӑтӑрӑнкаланнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Санька сасартӑк йӑшӑлтатса илчӗ, аллисене хӑйне хӑй такамран хӳтӗленӗ пек чӗтревлӗн сулкаларӗ, унтан хӑрлатса тухакан сассипе ҫапла мӑкӑртатрӗ:Санька вдруг задвигался, судорожно замахал рукой, словно отбивался от кого, и хрипло забормотал:
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫ тӗксӗмӗ Ольгӑн пит-куҫӗпе кӗлеткине ҫӳхе пӗркенчӗк витнӗ пек хупласа хучӗ; унӑн пичӗ ҫине мӗлке ӳкерчӗ; ҫинҫе те анчах вӑйлӑ сасӑ ҫеҫ, туйӑмсене пула, чӗтревлӗн илтӗнсе тӑчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӑлт ӗлӗкхиех: именчӗклӗ куҫ хӑрпаххисем те (вӗсен айӗнче савӑнӑҫлӑ хура куҫӗсем йӑл-йӑл ҫунаҫҫӗ), хӑюллӑ куҫхаршийӗсем те (сӑмса тӑпсинче тӗк ҫеҫ тӑраканскерсем тӑнлав патнелле чӗтревлӗн ҫунатланса каяҫҫӗ), ҫӳхе тутисем те, йӑлтӑркка шӑлӗсем те, чӑнкӑн касӑлса тӑракан хӗвелпе пиҫнӗ пит шӑммисем те — ӗлӗкхиех.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Поезд лӑпкӑн, систермесӗр тапранса кайсан тин, айри урай чӗтревлӗн ҫӳреме пуҫласан кӑна, Игорь сӑмах чӗнчӗ:
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑш-макӑш ҫутӑ ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паян кун каҫа та хӑй ҫийӗн пӗр самолет ӑсатман чӗмсӗр-тӳпере пинӗн-пинӗн чӗтревлӗн ялкӑшса тӑраҫҫӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1
- 2