Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӑварнӑскер (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӑ итленӗ инкесем ӗсӗкле-ӗсӗкле, сӑмсисемпе нӗшӗклетсе, тутӑр кӗтесӗсемпе куҫҫулӗсене шӑлаҫҫӗ, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, хура куҫлӑ пӗр карчӑк, ватӑлса кайнӑ сӑн-питӗнче турӑш ҫинчи пек илемне пӑртак упраса хӑварнӑскер, — Григорий крыльца патнелле утса пынӑ чухне сӑмахӗсене тӑсарах калаҫрӗ:
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн, калаҫса килӗшнӗ пекех, ним чӗнмесӗр пычӗҫ, унтан сӑхман тӑхӑннӑ лӗмсӗркке казак, шухӑ хорунжи лайӑх кӑна пӑскӑртса хӑварнӑскер, пуҫне пӑркаласа хуйхӑллӑн хашлатса илчӗ:
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Усӑнчӑк туталлӑ самӑр ҫын, сӑмси айне пӗр чӗптӗм мӑйӑх хӑварнӑскер, алӑкран карӑнса пӑхрӗ, ман ҫине вӑрахчен тинкерсе тӑчӗ, унтан хулпуҫҫийӗсене тиркенӗ пек хутлатса куҫран ҫухалчӗ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
7. Ҫавӑнпа та эпӗ, асаттемсен чысӗсӗр тӑратса хӑварнӑскер, урӑхла каласассӑн, аслӑ священникран кӑларнӑскер, халӗ кунта килтӗм, 8. пӗрремӗшӗнчен, эпӗ патша харпӑрлӑхӗшӗн пӗтӗм чунтан тӑрӑшатӑп, иккӗмӗшӗнчен, хамӑн халӑхӑмшӑн пӑшӑрханатӑп: ӗнтӗ асӑннӑ ҫынсен ӑссӑрлӑхне пула пирӗн йӑх сахал мар инкек тӳсет.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшне ҫӗре чикмесӗрех хӑварнӑскер, вӑл хӑй те ашшӗсен тупӑклӑхне тивӗҫлӗ пулман, уншӑн никам та хӳхлемен, ӑна пытараканӗ те пулман.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2