Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ну, юрӗ-ҫке, тепӗр тесен, чӑн та, пӗрех мар-и, ара, хӑть шывра, хӑть типҫӗр ҫинче кала ӑка — техӗмӗ ҫавах унӑн, тулӗк асту вара — кулнӑ чухне ҫӑварна аллупа хупла: шыв анкӗтӗр…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Малтан сылтӑмне ҫых, анчах суранне хупла.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
— Хупла ун ҫӑварне!
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Кантӑксене тенкелсемпе хупла! — командӑлать Раймонд.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Алӑка питӗр, тухтӑрӑн алли-урине ҫыхса ларт, куҫне тутӑрпа хупла, унтан пӗр сӑмах та каламастӑп тесе тупа тутар, кайран унӑн аллине ылтӑн тултарнӑ енчӗк тыттар, вара ӑна тӳрӗрен мар, тӗттӗмре, ҫурт хыҫӗсемпе уттар; кунта ӑна кимӗпе илсе кил, анчах каллех тӳрӗрен мар, вак утравсем хушшинче ытларах аташтарса ҫӳре: ӑна ухтарма манса ан кай, пурӑ катӑкне кӑларса ил, кайран, хулана каялла леҫсен, кӑларса пар, унсӑрӑн вӑл ҫав пурӑпа сирӗн сулла тупмалли хӗрессем лартса тухать.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Асту, пуҫна хӗвелтен хупла!
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Хупла аркуна, хӗсӗр кӗсре!
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Хупла пальтона, — терӗ ашшӗ тӗксӗммӗн, — шӑнса пӑсӑлатӑн…
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Хупла лаханна, йытӑ ҫӑварӗ!
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Итлессӳ килмесен, хупла хӑлхуна! —
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хупла ҫӑварна!
Йытӑ хирӗҫлесе калани // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 110–111 стр.
— Пит-куҫна хупла: фазан.
XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ лӑпкӑн утса пыратӑп, вӑл вара: «Хырӑмна хупла!» — тесе кӑшкӑрать.
Малтанхи черчен туйӑмсем // Вера И.. «Тантӑш», 2016.08.18, 32№
18. Ҫырура ҫапла каланӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ; тата: «ӗҫлекен хӑй хакне илме тивӗҫлӗ» тенӗ.18. Ибо Писание говорит: не заграждай рта у вола молотящего; и: трудящийся достоин награды своей.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ.9. Ибо в Моисеевом законе написано: не заграждай рта у вола молотящего.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 16. этем ывӑлӗ! акӑ Эпӗ сан куҫу йӑпанӑҫне чирпе илсе кайӑп; анчах эсӗ ан ӳпкелеш, ан макӑр, куҫҫулӗ ан тухтӑр санӑн; 17. пӗр чӗнмесӗр ассӑн сывла, вилӗ хӳххи ан хӳхле, пуҫ ҫыххи ҫых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ан ҫи, терӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӗрӗс пӗлетӗн пулсассӑн — ыйтакана хуравла, пӗлместӗн пулсассӑн — ҫӑварна аллупа хупла.14. Если имеешь знание, то отвечай ближнему, а если нет, то рука твоя да будет на устах твоих.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Каппайланса ухмахла ӗҫ турӑн пулсассӑн, усал шухӑш тытрӑн пулсассӑн ҫӑварна аллупа хупла: 33. уйран уҫласассӑн ҫу ӳкнӗ пек, сӑмсаран чышсассӑн юн тухнӑ пек, ҫилӗ тӑвӑлсассӑн харкашу пуҫланать.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑрмана вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ пек, тусене ҫулӑм вӗтеленӗ пек, 16. вӗсене Хӑвӑн тӑвӑлупа хӑвала, Хӑвӑн ҫавраҫилӳпе шуйхантар; 17. эй Ҫӳлхуҫа, вӗсен питне намӑспа хупла, вӗсем Санӑн ятна шыраччӑр!
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Апла аслӑлӑхпа аслӑлан, чаплӑлӑхпа чаплӑлан, илемлӗхпе илемлӗлен, ҫутӑпа ҫутал; 6. ҫиллӳн хаярлӑхне кӑлар, мӗнпур мӑнаҫли ҫине пӑхса ил те — йӑвашлат ӑна; 7. мӑнкӑмӑллисем ҫине пӑхса ил те — пурне те кӗҫӗне хӑвар, усал ҫынсене хӑйсенӗн вырӑнӗнчен ӳкер; 8. пурне те вӗсене ҫӗр айне чавса чик, питне-куҫне сӗмлӗхпе хупла.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.