Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарчӗ (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта килнӗ чух ҫул ҫинче пулса иртнӗ калаҫу улӑштарчӗ шухӑшӑма, сирсе пӑрахрӗ кансӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Телейшӗн ӗҫер, — терӗ те Улюк, сассине те, сӑнне те улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӗлтӗр сан хушамату Омежниковчӗ, ма улӑштартӑн, питӗ лайӑх хушамат-ҫке?» — терӗм те, — «лайӑххи лайӑх пуль те, анчах ҫынсем ҫав хушаматпа чӗнмессерен ӑша наркӑмӑш лекнӗн туйӑнатчӗ. Халь манӑн хушамат Ерусланов, ҫӗнӗ паспорт илнӗ чухне улӑштартӑм, анне хушаматне йышӑнтӑм, Надя та улӑштарчӗ», тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавна май автор роман ятне те улӑштарчӗ, ӑна «Таната» тесе ят пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Унтан вӑл хӑйех ку шухӑшне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ ӑна ҫиелтен пӑхма хӑйне май улӑштарчӗ те: унӑн сасси те хулӑнланчӗ, куҫӗнче темӗнле халиччен кӳрӑнман ҫирӗплӗхе палӑртакан вут-хӗлхем ҫиҫе-ҫиҫе иле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак калаҫу вара ҫынсене те улӑштарчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн Матвей Захарч кӗпине улӑштарчӗ, ҫап-ҫаврака кастарнӑ хӗрлӗрех мӑйӑхне, пуҫ тӳпинчи темиҫе пӗрчӗ ҫӳҫне пӗчӗк турапа якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каярахпа Вӑл хӑйӗн позицине улӑштарчӗ, Фретича «ҫак талантлӑ инженер» пирки шухӑшласа пӑхма хушрӗ.

И даже когда он, оставил ее, предложил Фретичу заняться «этим врожденным инженером».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Атя-ха, — сасартӑк сассине улӑштарчӗ вӑл будка еннелле кӑтартса.

Пойдем туда, — внезапно переменил он тон, повелительно показав на будку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Касмухха… — сассине улӑштарчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула кунта тухса килнӗ чухне ашшӗ астутарса янисене тата мӗн ӗҫпе килнине аса илчӗ те кӑмӑлне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗсем хӑраса кӑмӑлсӑрланни шухӑшӗсене улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан еннелле ҫаврӑнчӗ те вал тӑруках сассине улӑштарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сассине те улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм еннелле ҫаврӑнса, сассине улӑштарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вуттине хыпалансах кӑмака умне купаласа хучӗ, ҫӗтӗк сӑхманне хывса, ҫине алӑк патӗнчи пӑтара ҫакӑнса тӑракан самаях хӳхӗм пальто тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне улӑштарчӗ, «эпӗ ҫил пек хӑвӑрт» терӗ те пӳртрен тухса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петр Петрович ҫийӗнчех сассине улӑштарчӗ, хӑнасем ҫине кӑмӑллӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кала эппин ҫынсене: ӗҫне паянах пӗтереҫҫӗ пулсан, пӗр четвӗртне ахаль ӗҫтерӗп, тепӗр четвӗртлӗх укҫан парӑп, — малтанхи шухӑшне улӑштарчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хушман, — ҫийӗнчех кӑмӑлне улӑштарчӗ вырӑс ҫӗрпӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех