Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарчӗ (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир мар, Турци улӑштарчӗ хӑйӗн политикине Русь тӗлӗшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑрӑм ним те чӗнмесӗр тумтир улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗрентӗве кӑна кӑштах улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах Сӗмӗл еннелле каякан ҫул тӗлне ҫитеспе шухӑшне улӑштарчӗ: киле кайран та ҫитсе курӑп — Сӗмӗлех каяс малтан, ӗҫпе паллашас.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Миша вӑл вӑхӑтра кӑшт-кашт ҫӑвӑнкаласа кӗпе-йӗм улӑштарчӗ, тумтирне тасатрӗ, аттине гуталинпа сӗрсе ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗре чӗнсе лаша кӳлме хушрӗ, анчах Савраскӑна крыльца умне тӑратсан, шухӑшне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемей, чирлӗ ывӑлне ҫывӑрма ҫемҫерех пултӑр тесе, кӗҫҫӗ вырӑнне тӳшек кайса сарчӗ, минтер питне те улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала ҫири тумтирне хӑвӑрт улӑштарчӗ, вара пӳртрен васкаса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Моргиана килне таврӑнчӗ, тумтирне улӑштарчӗ те Неттие хыпарларӗ: Гервак ҫывӑхри яла ҫуран кайнӑ-мӗн, унтан вӑл каҫ еннелле чукун ҫул станцине лекет.

Моргиана возвратилась домой, переоделась и сказала Нетти, что Гервак отправилась пешком к ближайшей деревне, откуда ей надо быть вечером на станции железной дороги.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тарҫӑсене япалисене кӗртсе хума хушсан Моргиана пӳртелле иртрӗ, кӗчӗ, тумтирне улӑштарчӗ те Гобсона чӗнчӗ.

Оставив слуг убирать багаж, Моргиана прошла в дом, переоделась и позвала Гобсона.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫав хушӑра, аппӑшӗ кайма пуҫтарӑннине евитлесен, Джесси ун патне улӑхасшӑнччӗ, анчах шухӑшне улӑштарчӗ: Моргиана автомобиле ларма тухсан тин хӑйне хыпарлама ыйтрӗ.

Между тем, узнав, что сестра собралась ехать, Джесси захотела было пойти к ней, но раздумала; лишь велела сообщить себе, когда Моргиана выйдет садиться в автомобиль.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл аллине ҫӗклерӗ те хӑвӑрт темӗн каласшӑнччӗ, ахӑртнех, хӑйӗн шухӑшӗсене, анчах сӑнне улӑштарчӗ те лӑпкӑн евитлерӗ:

Она приподняла руку и хотела что-то быстро сказать, по-видимому, занимавшее ее мысли, но, изменив выражение лица, спокойно заметила:

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӗк вӗҫтересшӗнчӗ кӗнӗ-кӗмен, анчах йывӑр хуйхӑпа касӑлнине пӑхмасӑрах хӑйне лӑпкӑ та танлӑн тытма пӗлекен хӗрарӑма курсан, шухӑшне улӑштарчӗ, ятлаҫма ӗлкӗрӗпӗр-ха тесе чарчӗ хӑйне.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Автомобильпе пулса иртни унӑн шухӑшӗсен йӗрне улӑштарчӗ.

Происшествие с автомобилем изменило направление его мыслей.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ ӑна мӗн кирлине ыйтсан унӑн тӗлӗннипе кӑштах чӗтреннӗ куҫ харшиллӗ хӗрлӗ кӑвак пичӗ сӑнне улӑштарчӗ.

Красное седое лицо с трепетавшей от удивления бровью тотчас изменило выражение, когда я спросил, чего он хочет.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Астарот сӑнӗ, тин ҫеҫ пысӑк савӑнӑҫ киленӗвӗпе ҫиҫнӗскер, тӑруках тӗксӗмленчӗ, тӑсӑлчӗ, лӑпкӑ тунсӑх мӗлки куҫӗсене самантрах улӑштарчӗ, — халӗ сунарҫӑ чӗрӗ каплама, ҫынсене пӗтерекен тӗркӗшӗве, шаплатӑва-лаплатӑва туйӑмсӑррӑн та юттӑн тӗсет.

Лицо Астарота, блиставшее перед тем упоением торжества, разом погасло, осунулось, и тень ровной грусти мгновенно изменила выражение глаз, замкнуто, чуждо раскатам свалки смотревших на живую запруду, истребительную возню.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Курать: малта, тӗмсен хушшинче выртакан мӗлкесенчен пӗри ӗренкине улӑштарчӗ, тепӗр мӗлкепе пӗрлешрӗ те тамалчӗ.

Он увидел, что одна из теней, лежавших впереди, меж кустов, изменила очертание, слилась с другой тенью и исчезла.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кулӑ унӑн сӑн-питне самантрах улӑштарчӗ, халӗ вӑл кӑмӑллӑ.

Улыбка мгновенно изменила его лицо, оно стало приятным.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Электричество ҫутинче Элин ҫепӗҫ ҫамрӑк пичӗ ачалла-ҫирӗп курӑнать — вӑл ман ҫине куҫ харшисене пӗрсе, шӑтарасла тӗмсӗлнӗ, тӑма пуҫтарӑннӑн — аллисемпе диванран тӗревленчӗ, анчах шухӑшне улӑштарчӗ ахӑр.

В электрическом свете тонкое юношеское лицо Эли показалось мне детски-суровым — он смотрел на меня в упор, сдвинув брови, упираясь руками в диван, словно собирался встать, но раздумал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Тухтӑр резиденцине улӑштарчӗ, Францин кӑнтӑр хулисенчен пӗрне куҫса кайрӗ.

Доктор переменил резиденцию и уехал в один из южных городов Франции.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех