Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юратакан апата тӑраничченех ҫинӗ хыҫҫӑн, Аркадий Павлыч хӑйне валли пӗр черкке хӗрлӗ эрех тултарса ӑна тути патне илсе пычӗ те, сасартӑк, тарӑхнӑ пек пулса, сӑн-питне улӑштарчӗ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Го Цюань-хай куҫ хӗсрӗ те, лавҫӑ ҫийӗнчех сассине улӑштарчӗ:Го Цюань-хай подмигнул возчику, и старик тотчас же переменил тон:
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хальхинче вӑл тактикӑна улӑштарчӗ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анне тӗштырӑпа хӗвелҫаврӑнӑшне ҫур михӗ ҫӑнӑхпа тата пӗр бутылка типҫупа улӑштарчӗ.Мать выменяла на зерно и подсолнухи полпуда муки и бутылку подсолнечного масла.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кайран, хайхискер, сӗрмекупӑсне сутса ячӗ, хӗрне сафьян сӑрантан ҫӗлетнӗ ылттӑнпа тӗрсе тунӑ енчӗкпе улӑштарчӗ.Потом скрыпку Антон Прокофьевич продал, а девку променял за кисет сафьянный с золотом.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пиртен чылай инҫе-ха, ҫапах та вахта начальникӗ командира пӗлтерчӗ, карапӑн курсне улӑштарчӗ — миноносец ҫав минӑна тупӑпа персе аркатас тӗллевпе аяккалла каять.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— А эсӗ халь те ӗлӗкхи пекех, — хӑй сӑмаххине улӑштарчӗ вӑл, ирӗксӗрех сассине ҫемҫетсе.— А ты все такой же, — перебил он себя, невольно переходя с официального тона на дружеский.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ҫуркунне вӑл сасартӑк таҫта пӑрахса карӗ, пӗр виҫ-тӑват кунтан тата упӑшки те хваттерне улӑштарчӗ.Весною она вдруг уехала куда-то, а через несколько дней и муж её переменил квартиру.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах Бояна, банкра ӗҫлекен пӗчӗк чиновникӗн хӗрӗ, хӑй тӑракан ҫамрӑксен организацийӗнче мала тухассишӗн тӑрашаканскер, медицина факультетӗнчи пӗрремӗш курсри хӑйне хисепленине юратакан студентка, ҫавнашкал ҫын пулнӑ пулсан та, вӑрҫӑпа отрядри пурнӑҫ ӑна питех те улӑштарчӗ: вӑл чун-чӗререн ытахаллӗн калаҫма вӗренчӗ.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл, хӑй ҫывӑхӗнче тӑракан хресченсен сӑн-пичӗсем мӗнле улшӑннине сӑнаса, хӑй сӑмахӗн шухӑшӗпе витӗмлӗхне те ҫавна май улӑштарчӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй шухӑшӗпе килӗшсе, хӑй кӑмӑлӗн сассине итлесе, Уча Павӑл планне улӑштарчӗ: Капаоника кайма килӗшмесӗр Ястребацрах юлчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӗллехи кунсенче, хресченсен ӗҫ сахалтарах чухне, ун аллине Пелагич кӗнекисем лекмерӗҫ, ку вара ун пурнӑҫӗн йӗркине йӑлтах улӑштарчӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унтан вӑл Зухина хӑй ӑс ҫитми тӗлӗнмелле мыскарасем туса ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ, ҫав хушӑра хӑйӗн йӳрӗк пичӗн сӑнне вӗҫӗмсӗр улӑштарчӗ, куҫӗсене салхуллӑн йӑлтӑртаттарчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирхине ирех Нарышкин патӗнче ларакан Гальӑна Екатерина Ивановна улӑштарчӗ, Жуков пирӗнтен инҫех те мар пурӑнакан хирурга чӗнме кайрӗ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн чи лайӑх командира вӑл пӗрремӗш хут ҫакӑн пек условисенче улӑштарчӗ.Впервые при таких обстоятельствах он сменял лучшего нашего командира.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Петя Эттая чӑнласах ҫилленме хатӗрленсеччӗ, анчах шухӑшне улӑштарчӗ:Петя хотел было по-настоящему рассердиться на Эттая, но раздумал:
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Бикмуш мучине йӑтса пыракан хӗрлӗармеецсенчен пӗрне шӑппӑн пырса улӑштарчӗ те, Ильсеяр пекех пуҫне усса, малалла утрӗ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
I Петр вӑхӑтӗнчен пуҫласа, вырӑс обществи хӑйӗн йӑлисене пӗр тӑватӑ хут улӑштарчӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мэрдан, кӗсменсемпе хӑвӑрт ӗҫлесе, шурӑ бакен патне ишсе пычӗ, унти хунара улӑштарчӗ.Мэрдан, живо двигая веслами, подплыл к белому бакену и сменил фонарь.
ХII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл вӑлтине пӗрмай кӑлара-кӑлара пӑхрӗ, ӑманне улӑштарчӗ, пулӑ ҫапах хыпмарӗ.Она то и дело вытаскивала удочки, меняла наживку, а рыба все равно не брала.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.