Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑшманпа (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Виличченех патька-патша майлӑ пулса тӑшманпа ҫапӑҫма эпӗ тупа туса каларӑм, — сӑмах хушрӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашсем усал тӑшманпа ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тухатпӑр пӗрлешсе, Асаттесен ҫӗрӗшӗн тӑшманпа, тӗкӗшсе!»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла шухӑшларӑм ӑшра: «Ленинград патне ҫити чакнӑ пулсан та, эпир тискер тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрес шанчӑка ҫухатман, вӑл шанчӑк пирӗн кашни атака, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫак шанчӑк мана та тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме вӑй-хал кӳретчӗ».

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вилӗмрен те хӑрамасӑр, тӑшманпа ҫапӑҫма васкать, — терӗ Елена Максимовпа.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑйлӑ тӑшманпа мӗнле майпа кӗрешесшӗн?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑшманпа куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫни, вӗсемпе танлаштарсан, самай ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Тӑшманпа кӗрешес ӗҫре конспираци чи кирли.

Конспирация является одним из условий борьбы против врага.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗрӗ сывах пурӑннине, тӑшманпа ҫапӑҫнине пӗлсен, Марья Ивановна темиҫе кун хушши тӗлӗкри пек ҫӳрерӗ, Лисук ҫырӑвне кашни палла тӑрана, госпитальри кашни салтака вулаттарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче те, акӑ, ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа кӗрешекенсене тылри халӑх кар тӑрса пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Пирӗн районта тӑваттӑн вӗсем - хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тӑшманпа кӗрешнисем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Тӑшманпа тӗл пулсан, эпӗр Мах памасӑр ҫӗмӗрнӗ, Эпир ишнӗ, сирпӗнтернӗ Вӗсен утмӑл кӗперне.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Икӗ ҫул та виҫӗ уйӑх Иртсе кайрӗ унтанпа, Ҫапӑҫатӑп эп хӑюллӑн Урса кайнӑ тӑшманпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӗмӗр мӑшкӑл-асапран Хӗнхур курса пурниччен, Ҫапӑҫам эп тӑшманпа Юлашки юн юлмиччен.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Халӗ, тӑшманпа ҫапӑҫнӑ ҫулсенче, унран хӑюлли те ҫук иккен.

Теперь же в сражениях с врагом храбрее и отважнее его нет, пожалуй, во всей русской армии!

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫа курӑнакан тӑшманпа мӗн тумаллине пӗлет вӑл.

С видимым врагом он знает, как поступить:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗншӗн хаяр тӑшманпа Ман пӗр ҫуртра пурӑнас?

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӑшманпа ҫапӑҫаканни? — юриех хыттӑн, ыйтрӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑ енчен илсе пӑх: тӑшманпа ҫапӑҫас ӗҫре пулӑшма пултараймӗ-и ҫав эртел?

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех