Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кэукайпа Петя ҫавӑнтах ҫӗре выртса «ту такине» хӑлха ҫурасла кӗрӗслеттерсе пеме тытӑнчӗҫ.Тут же Кэукай и Петя повалились на землю и открыли по «горному барашку» оглушительную пальбу.
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл шухӑша кайнӑ ҫынсен сӑнӗ-пичӗсене тимлӗн сӑнаса пӑхать те уҫҫӑнах ҫакна курать: ҫак йӗркеллӗ тӑн-тӑн ҫынсем пурте — ертсе ҫӳрекен пуҫлӑх такине ҫухатнӑ сурӑх кӗтӗвӗ майяах, пӗр нимӗн пулӑшусӑрскерсем иккен.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Карчӑк качака такине алшӑллипе хӑмсарать.
Ӗнепе качака таки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ун чухне те эс ху выльӑхупа пӗрле Апӑльхасен качака такине…А что вместе со своими овцами да козами козла Апыльхи впустил.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗр ҫын мана юханшыв леш енчен така илсе килме пулӑш-ха терӗ, ҫакӑншӑн вунӑ цент пама пулчӗ; эпӗ килӗшрӗм; такине кимӗ ҫине туртса кӗртнӗ чух ҫынни мана вӗренне тыттарчӗ, хӑй такине хыҫалтан тӗртрӗ, анчах таки манран вӑйлӑраххи пулчӗ те вӗҫерӗнсе тарчӗ, эпир ӑна хӑвалама тытӑнтӑмӑр.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Унран качака такине сунӑ чухлӗ те усӑ пулман, сиенне пайтах тунӑ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Рагулин такине те пар, пылне те, шурӑ ҫӑнӑхне те…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Такине пусса хатӗрлеймерӗмӗр-ха.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Каллех калатӑп, качака такине шӑтӑкран кӑларса ярсан, эпӗ качака путеккисем кӗрсе ӳкнӗ шӑтӑк патне пытӑм, виҫҫӗшне те пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса кӑлартӑм.Повторяю, выпустив козла, я подошел к той яме, где сидели козлята, вытащил всех трех по одному.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Качака такине виҫ-тӑватӑ талӑк выҫӑ усранӑ пулсан, унтан шыв тата кӑштах пучах пырса панӑ пулсан, вӑл ман патӑмра пурӑнакан качака путеккисем пекех йӑваш пулнӑ пулӗччӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ватӑ качака такине эпӗ каялла кӑларса ятӑм, мӗншӗн тесен унпа мӗн тӑвассине пӗлеймерӗм.Старого козла я выпустил на волю, потому что не знал, что с ним делать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ун пек качака такине тем чухлӗ укҫа парсан та туянаймастӑн, ун пек качака таки ҫут тӗнчере пулман, пулас та ҫук!— Такого козла ни за какие деньги не купишь, не было и нет таких козлов на белом свете!
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Енчӗкпе шӑрпӑк айӗнче Давыдов кӗсйинче тахҫантанпах йӑваланса ҫӳрекен хытнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ тупрӗ, ӑна табак тӗпренчӗкӗсенчен питӗ тӑрӑшса тасатрӗ те ҫав чаплах мар кучченеҫе ал лаппи ҫине хурса качака такине тӑсса париччен малтан хӑй шӑршласа пӑхрӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халех эпӗ сана, ват шуйттан, атӑпа футбол вырӑнне тапкалатӑп! — кулса каларӗ те Давыдов, меллешсе, качака такине пӗтӗрӗнчӗк мӑйракинчен ярса илчӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗчӗк эртелсем туни те, качака такине сунипе пӗрех.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр каҫхинех вӑл такине мӑйракинчен ҫавӑтса килчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗррехинче ҫапла Григорий Александрович кулас тесе кӑна: эсӗ аҫу кӗтӗвӗнчен чи лайӑх качака такине вӑрласа килсен, сана вунӑ тенкӗ парӑп тесе каланӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
7. Эпӗ куртӑм ӗнтӗ: сурӑх таки патне ҫывхарнӑҫемӗн вӑл тата хытӑрах талӑрса кайрӗ, ӑна ҫитсе ҫапса унӑн икӗ мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ; ӑна хирӗҫ тӑма сурӑх такин вӑйӗ ҫитеймерӗ, качака таки ӑна ҫӗре ҫапса антарчӗ, ватса-таптаса тӑкрӗ — сурӑх такине хӑтарма пултараканни тупӑнмарӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла, 14. вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ; 15. тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ; 16. ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ; 17. такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ; 18. вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ; 19. унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ; 20. унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кӑларса ямалли качака такине леҫнӗ ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫумалла, ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл вара тапӑра кӗме пултарать.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.