Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сурӑх пусӑр, аптрамасть вӑл сурӑх, хуранта пӗҫеретӗр те ҫимеллӗх пулать, — тесе ӳкӗтлерӗ уксак Александр хӑй патӗнче вырнаҫнисене.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Халӑх нумайран тата пурте тимлесе пӑхнинчен хӑраса, сурӑх, кантрана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе, хытӑ макӑра-макӑра, сурӑх вити патнелле чупрӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кашкӑр ҫак ҫурт таврашӗнче ҫула тата кӗркунне такасемпе пӗрле икӗ путек сурӑх ҫӳренине астӑвать, тата нумай пулмасть, ҫакӑнтан иртнӗ чухне витере сурӑх макӑрнӑ пек илтӗнчӗ ӑна.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Шыв хӗрринчи садсем, пӳртсем, тӑкӑрлӑксем сасартӑк ҫухалчӗҫ, малта, лутра сӑртсем ҫинче, сурӑх картисем хуралса тӑни курӑнчӗ, сӑрт хӗррипе, кӑвак тӗтре пек, сурӑх кӗтӗвӗ анать, шыв ӑшӑх ҫӗрте ӗнесем хырӑмӗ таранах шыва кӗнӗ те йӗпе ҫулӑк пек хӳрисемпе ҫыпҫӑнакан пӑвансене хӑваласа тӑраҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Сурӑхӑмсене колхоз кӗтӳне яриччен, унта вӗсене самӑртса та ӗрчетсе совет влаҫне савӑнтариччен, тушкисене ак ҫак Половцев ури умӗнче пӑсланса юхан сурӑх юнне ҫуласа тӑракан хура аҫа йытта пӑрахса парам пӗреххут! — шухӑшлать Яков Лукич.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ, тӗслӗхрен, — терӗ вӑл, Алексеев ҫине кӑтартса: — тӳрӗ чун ларать, сурӑхран та сурӑх, чӑн пулнӑ пек ҫыраять тетӗн-им ӑна?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир питӗ лайӑх ҫын, анчах… анчах… ывӑлӑр вара сурӑхран та сурӑх пулас…Вы очень хороший, добрый человек, но Ваш сын… баран есть баран.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
«Пӗлтӗр куҫ умӗнчех сурӑха таптаса кайрӗҫ. Водитель ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑхне чакарнине курсан ун патне чупса пытӑм. Кабинӑна уҫса ҫӑрине кӑларса илтӗм. «Вилнӗ сурӑх какайне туян — вара малалла кайма пултаратӑн», — терӗм. Вӑл вӑрах шухӑшламарӗ — 3 пин те 500 тенкӗ кӑларса тыттарчӗ», — аса илет ҫак урамра пурӑнакан Владимир Андреев почтальон.
Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
Чукун ҫул сарса каймалли вырӑнсене паллӑ тӑвакансенчен пӗри кунти ҫынсенчен пӗр сурӑх ыйтнӑ иккен, чӑвашсем ӑна сурӑх парайман.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
3. Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ: 4. сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Иаков, епле пулсан та сана пӗтӗмпе пуҫтарӑп, Израилӗн йӑлкӑмӗсене пӗрлештерӗпех, Восора хулинчи сурӑхсем пек, сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп; вӗсем вара ҫын нумаййипе шавласа кайӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫичӗ кун хушши ҫылӑх парни, кунне пӗр качака таки, парса тӑр; ҫавӑн пекех вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр сурӑх таки парса тӑччӑр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла тасатнӑ хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр сурӑх таки илсе кил; 24. вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче парне кӳр; священниксем вӗсем ҫине тӑвар сапӗҫ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳме ҫӗклесе хурӗҫ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗсене ҫапла калать: самӑр сурӑхпа ырхан сурӑх хушшинче Эпӗ Хам сут тӑвӑп.20. Посему так говорит им Господь Бог: вот, Я Сам буду судить между овцою тучною и овцою тощею.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн аслӑ улпучӗсем те, тимлӗ пулса, халӑха, священниксене тата левитсене — Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияна, Захарийӑна, Иехиила — Пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ [сурӑх, путек тата качака таки] тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ; 9. левитсен пуҫлӑхӗсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унӑн пӗртӑванӗсем Хашавия, Иеиел тата Иозавад левитсене Пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ [сурӑх] тата пилӗкҫӗр вӑкӑр панӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Маон хулинче пӗр ҫын пурӑннӑ, унӑн ят ҫӗрӗ, пурлӑхӗ Кармилта пулнӑ, вӑл питӗ пуян пулнӑ; вӑл виҫӗ пин пуҫ сурӑх, пин пуҫ качака тытнӑ; сурӑх ҫӑмӗ каснӑ чухне вӑл Кармилта пулнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, 35. эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ; 36. санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла; 4. тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар, 5. мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.