Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурӑх сăмах пирĕн базăра пур.
сурӑх (тĕпĕ: сурӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир сурӑх кӗтӗвӗ пекех вӗт.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫывӑракансем умне сурӑх кӗрӗкӗ тӑхӑннӑ арҫын тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унччен те пулмарӗ — пӗр ушкӑн ача кашкӑртан хӑранӑ пӗр кӗтӳ сурӑх пек ял еннелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пире сурӑх тирӗнчен темӗн ҫӗлесе тӑхӑнтартатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Кашни килтех ӗне, сурӑх, чӑх тытатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Вӗсем хулпуҫҫисем ҫинче бурдюксем (сурӑх тирӗсенчен ҫӗленӗ михӗсем) йӑтса пыраҫҫӗ.

Они несли на плечах бурдюки — мешки из бараньих шкур.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах хӑш чухне ҫил-тӑвӑл тухнипе темӗн чухлӗ сурӑх пӗтни те пулать.

Но бывают случаи, когда от бурана гибнут сотни овец.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта пин сурӑх та ытла.

Их было больше тысячи.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку сурӑх кӗтӗвӗ пынӑ.

Это оказалось стадо овец.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑртак аяккарахра ҫӑлсем патӗнче тӗве тихисемпе сурӑх путекӗсене шӑварни курӑнать.

Несколько поодаль у колодцев поили верблюжий и овечий молодняк.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ типӗ ҫеҫенхирсенче сурӑх ӗрчетекен совхозсем тӑвас ӗҫ сарӑлса пырать.

И вот в сухих степях развертывается строительство овцеводческих совхозов.

Совет влаҫӗ ҫеҫенхирте куҫса ҫӳрекенсен пурӑнӑҫне аванлатас тӗлӗшпе тата ҫеҫенхирте выльӑх ӗрчетес ӗҫе хӑпартас тӗлӗшпе мӗн туни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сурӑх, лаша тата тӗве усраҫҫӗ.

Они занимаются здесь главным образом скотоводством — разводят большие стада овец, лошадей и верблюдов.

Типӗ ҫеҫенхирсенче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Инҫетре казахсен юртисем, вӗсем таврашӗнче лаша кӗтӗвӗсемпе сурӑх кӗтӗвӗсем курӑнкалаҫҫӗ.

Вдали виднелись юрты казахов, табуны лошадей и стада овец вокруг них.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унта сурӑх кӗтӗвӗсем ҫеҫ ҫӳренӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тата тырӑ акнӑ лаптӑксем те тӗл пулкаланӑ.

Только стада овец паслись по ней, да местами попадались площади, засеянные хлебами.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Сурӑх ҫинӗ-ши е ҫимен-ши чечеке?»

«Жива ли та роза или ее уже нет? Вдруг барашек ее съел?»

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах та, тепӗр енчен, вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчен пӗр кӗтесӗнче эпир курман-пӗлмен сурӑх чечеке ҫисе яма пултарни мӗншӗн-ха пирӗн чунсене ҫав тери канӑҫсӑрлантарать?!

весь мир становится для нас иным оттого, что где-то в безвестном уголке вселенной барашек, которого мы никогда не видели, быть может, съел не знакомую нам розу.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Енчен те сурӑх чечеке ҫисе ячӗ пулсан?»

Вдруг барашек съел розу?

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Манӑн эсӗ парнеленӗ сурӑх пур.

— У меня останется твой барашек.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вара манӑн ирӗксӗрех сурӑх валли сӑмсалӑх ӳкерме тиврӗ.

И я нарисовал намордник для барашка.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех